25 августа 2020 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Трак ен-ри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсене çитсе курнă, вырма ĕçĕсем епле пынипе паллашнă. Александр Николаевич Сергей Петров, Валерий Харитонов хресченпе фермер хуçалăхĕсенче, “Таябинка” Агрофирма” ОООра пулнă. Вĕсенче кашнинчех ир-ирех комбайнсене хире кăлараççĕ, уяр та ăшă çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Паянхи кун тĕлне районĕпе 5500 гектар ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ, 21 пин ытла тонна тĕш тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç 40,3 центнерпа танлашать. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чылай пысăкрах. Уй-хирте 42 комбайн ĕçлет. Çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Паянхи куна 2640 гектар (палăртнин 91 проценчĕ) нумай çул ỹсекен курăксене çулнă. Хĕл каçма 4160 тонна утă (102 проц.), сенаж 9309 тонна (88 проц.) хатĕрленĕ. Çапла май кашни условнăй выльăх пуçне 17 центнер апат единици тивет. А. Кузнецов Упи, Чатукасси, Еншик Чуллă, Алманч ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Вĕсенче территорисене тирпей-илем кĕртес, шыв башнисене, автоçулсене юсас ыйтусене çĕкленĕ. Пуçару бюджечĕпе килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕсенче территорисене илемлетес, çулсем тăвас, социаллă объектсем патне тротуарсем илсе пырас ĕç малалла пырать.