25 августа 2020 г.
Ялта черетпе касу хăваласси йăлара пирĕн. Тĕрĕссипе, пăхасси ĕнтĕ... Хальхинче черечĕ Митрухана çитрĕ. Ĕне касăвне каймалла арçыннăн. Çав шухăшпа кăвак çутăллах ура çинче кил хуçи. Мăшăрĕ те, уттипе вăр-вар Укçине, чăпар тĕслĕ ĕнине паçăрах сунă. Сĕтне те кирлĕ çĕре çитернĕ. Тĕреклĕ хул-çурăмлă Урине пухать-ха сĕтне халăхран. Хура çỹç пайăркисене сылтăмалла туртса вырттарчĕ Митрух. Тата салтакри пекех хырăнса якалчĕ. Тимлĕх çине юратса пăхни куç кĕретех. Вăрăм пушши хатĕрех унăн. Мăшăрĕ валли те ятарласах тюк çиппинчен пĕчĕк пушă явнă. Шарт! çеç тутарать унпа Укçине. — Кайрăмăр! Тапрантăмăр! — уçă сассипе клуб çывăхĕнчи ĕне кĕтĕвне хускатрĕ Митрух. — Ваçакка хăвала!.. Ял касăвĕ яланхиллех иркỹлĕм ултă сехетчен вырăнтан хускалчĕ. Виççĕн вĕсем халь касура. Ваçакка яштака пỹ-силлĕ арçын, сăмах-юмах ваклама ăста. Митрухăн кумĕ вăл. Кăмăлпах касу пăхма килĕшрĕ паян. Тепрехинче ăна тус-юлташла Митрух та пулăшĕ-ха. Шурвар çырми тăрăхĕ курăкран пуян чăнах та. Çурла уйăхĕн çумăрĕ хыççăн сывлăш та хĕлĕх ала витĕр сăрхăнса тухнă евĕр уçă та таса. Пăван та тапăнмасть ĕнесене. Кăнтăр апатне çырма хĕрринчи çырана вырнаçрĕç арçынсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ арçынсене пăшăрхантарман. Тарават çав илемлĕ сăн-питлĕ Укçине. Ĕçмелли-çимелли пур те пур. Юхтарма икерчи те, аш яшки те пур пысăк сумккăра. Чăваш сăри те, вырăнлă хăмла каланăскер, сывлăш çулĕсене уçрĕ. — Тавах сана Ваçакка! Ăш хыппине хăвалар эппин. Пит-куçа минретмест, — куçĕсене мăчлаттарчĕ Укçине. — Тавах пире пулăшнăшăн... — Таваххи мĕнĕ... — хавхаланчĕ яштака пỹ-силлĕскер. — Çăкăр-тăвар хире-хирĕç-çке. Çак сăмахсене чун уççипе каларĕ Ваçакка. Хăйĕн те, акă, çитес кунсенчех кĕтỹçĕ пулмалла. “Ĕнесĕр мĕнле-ха. Ĕне — çур пурнăç. Эпир “шур ылтăн” хуçисем”, — тет вăл яланах. Çур пурнăç выльăхĕ пысăках мар ялта, аллă пуç ытларах. Хăшĕн-пĕрин икшер те. Пĕр ĕне — пĕр касу. Тăватă сурăх пĕр касу тата. Икĕ арçан ял пурнăçне хăвăртах шĕкĕлчесе тухрĕç. Сăмахпа кашни киле кĕрсе тухрĕç... сăмах май, касури кашни ĕне выльăха, пушмак пăрăва, вĕсен хуçисене ят-хушаматпах асăнчĕç. Тата тăватă ураллă муксен ячĕсене те алфавит евĕрех шĕкĕлчесе тухрĕç. Кăнтăр апачĕн вăхăчĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Касу вырăнтан хускалчĕ. Ăна систерсе Митрухха пушши шарт! çеç сас пачĕ. Мăшăрĕн çакăн евĕр хăюлăхне хак парса вăр-вар шăмшаклă Укçине те пушшине сулкаласа ĕнесем хыççăн утрĕ. Ваçакка вара юратуллă мăшăр çине пĕр вăхăт, ăмсанса паллах, пăхса тăчĕ те уçă сасăпа: Ан сивĕн, савни, ан сивĕн те Ан сивĕн, савни, ан сивĕн... тесе юрласа ячĕ.
Г. Тусли.