25 августа 2020 г.
Специалистсен тимлĕхне пула “Меркурий” тытăмра фантом-предприятисене тăрă шыв çине кăларма май килни пирки эпир маларах çырнăччĕ. Суя çак тата ытти схемăна асăрхасси малашне ансатрах пулĕ, пĕлтерет Россельхознадзор. Ветеринари сертификацийĕн çак электрон тытăмне хăй тĕллĕн ĕçлекен аналитика модульпе пуянлатĕç. Тĕллев — выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илнĕ, турттарнă тата сутнă чухне улталасран сыхланасси. Çак модуле кăçалах туллин ĕçлеттерсе ярасшăн. Пĕрремĕш тапхăрта производство балансĕн анализĕ хута кайĕ. Предприятие чĕр тавар кĕни тата унтан хатĕр продукци тухни хушшинче шайлашу çуккине склада кĕнĕ тата тухнă продукци балансĕ пĕр килменнине тĕпе хурĕç. Тытăм хăй транспорт, производство сертификачĕсенчи кăтартусене танлаштарать те шайлашусăрлăха палăртать. Çакна специалистсем тỹрех курĕç. Иккĕмĕш тапхăрта машинăна тавара куçарни логикăпа килĕшсе тăманнине асăрхама вĕрентесшĕн. Йĕркеллĕ паха продукци “çулĕ” паллă, пĕр евĕрлĕ. Контрафакт пулсан вара çак йĕрке пăсăлать. Çакна асăрханă хыççăн вырăна тухса тĕрĕслевсем йĕркелĕç. Специалистсем каланă тăрăх, “Меркурий” тытăмра тупса палăртакан çитменлĕхсем “алă вĕççĕн” ирттерекен тĕрĕслевсенче те çирĕпленеççĕ. Халех калама пулать: ку система тĕл “перет”. Малашнехи тĕллев — çак ĕçсене автомат режимне куçарасси. Аса илтерни вырăнлă: выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ (сĕт продукцийĕсĕр пуçне) туса кăларакан предприятисене “Меркурий” тытăма 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кĕртме пуçланă. 2019 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕтĕм выльăх-чĕрлĕх продукцийĕшĕн (хăш-пĕр сĕт юр-варĕсĕр пуçне) çак йĕрке çирĕпленчĕ. Çăратнă тата çăратман сĕт, сливки, услам çу тата ытти çу тĕлĕшпе ветеринари сертификачĕсене электронлă майпа хатĕрлеме тытăнчĕç. Пĕлтĕрхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара — сĕт, йогурт, кефир, тăпăрчă тата мороженăй тĕлĕшпе. Çакăнпа сĕт продукцине “Меркурий” тытăма кĕртесси вĕçленчĕ темелле. Çĕнĕ тытăм, çĕнĕ йĕрке — пурте тỹрех хăнăхаймаççĕ. Раççейĕпе илес пулсан, 2019 çулта тата кăçалхи 4 уйăхра ветсертификатсем хатĕрленĕ чухне предприятисенчи 5387 уполномоченнăй çын йăнăш тунă, çав шутра — технологсем, ветеринари специалисчĕсем. Çавăн пекех 1985 ветеринари тухтăрĕ йăнăшни çиеле тухнă. Çав шутра — Чăваш Енри ветеринари тухтăрĕсем те. Кăçалхи 7 уйăхра вара ЧР патшалăх ветеринари службин 49 специалисчĕ ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа (пĕтĕмпе — 249 документ) хăтĕрленĕ чухне йăнăш янă. Организацисенчи уполномоченнăй çынсен йăнăшĕ те чылай. Асăннă тапхăрта çак ĕçе шаннă 237 çын йăнăшран упранайман. Пĕрремĕш хут йăнăш тупса палăртсан — асăрхаттараççĕ. 7 уйăхра — 97 асăрхаттару. Икĕ е ытларах йăнăш тусан тытăмра ĕçлеме вăхăтлăха (ултă уйăх таран) чармашкăн пултараççĕ. 58 çын тĕлĕшпе çак мерăпа усă курма тивнĕ. 31 уполномоченнăй çынна административлă майпа явап тыттарнă.
Н. Васильева.