21 августа 2020 г.
Иртнĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев тата Раççейĕн федерацин хăрушсăрлăх службин управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертỹçи И. Кобыляченко ЧР террорла хирĕçлев комиссин тата республикăри оперативлă штабăн вырăна тухса — Красноармейскинче пĕрлехи лару ирттернĕ. Ларура терроризм идеологине, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче террорла пулăмсене хирĕç тăрас, пĕрлехи сасăлав кунне хатĕрленсе тата çав тапхăрта обществăпа политика мероприятийĕсем чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ. О. Николаев паянхи лару-тăрăва шута илсе ума лартнă задачăсене вăхăтра тата пур енлĕн пурнăçламалли çинчен каланă. Регион ертỹçи Пĕлỹ кунне хатĕрленнĕ май хăрушсăрлăх ыйтăвĕ, вăл шутра террорла пулăмсене хирĕç тăрасси тата унран хỹтĕленесси, чи малти вырăна тухса тăмалли пирки аса илтернĕ. Чăваш Енре кăçалхи сасăлавра республика Пуçлăхне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 3386 депутатне суйлаççĕ. Пĕрлехи сасăлав кунне сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче ирттереççĕ. Çакă вăл коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. И. Кобыляченко оперативлă штабăн хаклавĕпе тата мониторинг кăтартăвĕсемпе республикăра лару-тăру лăпкă пулнине палăртнă. ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Яковлев регионти вĕренỹ организацийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе уйрăм ĕç туса ирттерни çинчен каланă. Çавна май кăçал ЧР бюджетĕнчен ку тĕллевпе 54 млн тенкĕ уйăрнă. Бюджет укçи-тенкине çавăн пекех педагог-психологсен квалификацине ỹстернĕ, вĕренекенсем хушшинче террорла хирĕçле темăпа республика шайĕнче конкурс йĕркеленĕ, çавăн пекех яш-кĕрĕмĕн “Кибердружинин” ĕçне йĕркелесе пынă çĕре ярĕç. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă май республикăри мĕн пур вĕренỹ организацийĕсенче хăрушсăрлăх уйăхĕсем ирттереççĕ. Ку чухне аслă шкулсенче пĕлỹ илекен ют çĕршыв студенчĕсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç. Кашни студент çумне куратор çирĕплетĕç. Çакă вăл пĕтĕмпех террорла хирĕçле пулăмсемпе çыхăннă. ЧР террорла хирĕçле комисси аппарачĕн ертỹçи Е. Терешин палăртнă тăрăх, республикăра, пĕтĕмĕшле илсен, терроризмла хирĕçле профилактика ĕçĕсене витĕмлĕн туса пыраççĕ.