21 августа 2020 г.
Иртнĕ ытларикун Трак енре “Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ” республикăри обществăлла организацин председателĕ Н.А. Николаева пулса курчĕ. Пирĕн обществăра хĕрарăмăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çакă район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче йĕркеленĕ “Çавра сĕтел” хушшинчи калаçура яр уççăн палăрчĕ. Унта Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕлне тишкерчĕç. “Çавра сĕтел” хушшинчи уçă калаçăва хĕрарăмсен вырăнти уйрăмĕсен ертỹçисем, районти уйрăмăн канаш членĕсем, хĕрарăм-активистсем, Чăваш Енри ашшĕсен Канашĕн членĕ, “Белла” ОООн техника директорĕ А. Погодин, хамăр районти ашшĕсен Канашĕн председателĕ, “Автошвейпред” ООО директорĕ И. Дмитриев хутшăнчĕç. Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов тухса калаçрĕ, ку таранччен туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Александр Николаевич хăйĕн сăмахĕнче общество организацийĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлес, граждансене ăс-хакăлпа патриотла воспитани парас çĕрте туса хатĕрленĕ тĕрлĕрен проектсене пĕрлехи вăйпа ĕçе кĕртес ыйтусене хускатрĕ. Унта çавăн пекех амăшлăх, ачалăх, ỹсекен ăрăва воспитани парас, яш-кĕрĕме пĕчĕк Тăван çĕршыва, Раççее юратма вĕрентес, ытти ыйтусене çĕклерĕç. “Çавра сĕтел” хушшинчи калаçăва пухăннисем “Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ” республикăри обществăлла организацин председателĕ Н. Николаева тухса каланине питех те ăшшăн йышăнчĕç. Наталья Алексеевна хăйсем туса ирттерекен ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартрĕ. “Районти хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ çемье пуянлăхне çирĕплетнĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пынă, физкультурăпа спорта халăх хушшинче сарнă, ытти çĕрте пур енлĕн курăнмалла. 2021 çула Чăваш Енре Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ. Ку енĕпе пирĕн Канаш та пысăк ĕç тума палăртать. Эпир унта хутшăннă хĕрарăмсен сăн ỹкерчĕкĕсене, аса илĕвĕсене пуçтарма пуçлатпăр, каярах тулли материалсене пухса пĕр-пĕр энциклопеди кăларма палăртатпăр. Çавăнпа Трак тăрăхĕнчен те материалсем кĕтетпĕр. Çакăнта пире райхаçат редакцийĕ те сумлă пулăшу парасса шанатпăр. Вăл хăйĕн страницисенче ятарлă рубрикăпа материалсем пичетлесен аванччĕ, — терĕ Шупашкар хăни. — Пĕлỹ кунĕ çывхарать. Пирĕн Канаш пĕрремĕш урока “Мир тата патриотизм урокĕ” тесе палăртасшăн. Унта хутшăнма пултаруллă хĕрарăмсене йыхравлатпăр. Умри тĕллевсем татах та пысăк. Пĕр пулсан эпир вĕсене пурнăçлатпăрах”. А. Кузнецовпа Н. Николаева Красноармейскинчи чи пултаруллă çемьене, юратупа килĕшỹре çур ĕмĕр ытла пурăнакан Петр Семеновичпа Роза Константиновна Тимофеевсене “Юратупа шанчăклăх” медалĕпе чысларĕç. Н. Николаева ЧР хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председательне Р. Николаевăна хăйсен организацийĕн Тав хучĕ парса чысларĕ. А. Кузнецов çемье йăли-йĕркине çирĕп тытса пынăшăн, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн Галинăпа Василий Ефимовсене (Яманак) район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ. Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн председателĕ Р. Николаева кăçалхи çур çулхи ĕç кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, вун-вун цифра илсе пачĕ. “Пирĕн канаш хĕрарăмсен юбилейĕсене, район шайĕнчи ытти мероприятисене, куравсене, пултарулăх каçĕсене, акцисене, тĕрлĕрен тĕл пулусене йĕркелесе ирттерме пур енлĕн хутшăнать. Кăçал коронавирус эпидемийĕ анлăн сарăлнине пула чылай ĕç-хĕле пурнăçлама май килмерĕ, апла пулин те вырăнсенче кĕрĕк арки йăваласа ларман эпир. Трак енре хĕрарăмсен канашĕн вырăнсенчи 14 уйрăмĕ ĕçлет. Акă, райпон Красноармейскинчи çăкăр комбинатĕнче тăрăшакансенчен 90 проценчĕ — хĕрарăмсем. Питех те пысăк ĕç туса ирттереççĕ кунти ĕçченсем. Пĕлтĕр вĕсем хатĕрленĕ “Витязь” çăкăр Раççей шайĕнчи тупăшура çĕнтерчĕ. Трак вăтам шкулĕнчи С. Димитриева вĕрентекене нумаях пулмасть “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят пачĕç. Вăл çакна тивĕçех. Светлана Николаевнăн вĕренекенĕсенчен çурри ытла çулленех химик специальноçĕпе аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. “Композит21” предприятин хĕрарăм-волейболисткисем çулленех республика шайĕнчи ăмăртусенче палăраççĕ. Красноармейскинчи çут çанталăка юратакан С. Мефодьева ырă ята тивĕç. Кăçал район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ М. Фризен, райцентрти “Чебурашка” тата “Колосок” ача сачĕсен заведующийĕсем Н. Ильинапа Н. Фомирякова “РФăн чи лайăх ертỹçисем” конкурсра çĕнтерчĕç. Ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ хĕрарăмсен клубĕсем вырăнсенче пысăк ĕç туса ирттереççĕ”, — палăртрĕ Р. Николаева. Вăл умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Шупашкар хăни ĕçлĕ çул çỹревĕн иккĕмĕш пайĕнче Трак енĕн паллă вырăнĕсене çитсе курчĕ, вĕрентỹ пайĕн диагностикăпа консультацин, çăкăр завочĕн, ДЮСШн, “Колосок” ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Г. Борзин.