АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр килтен — виçĕ директор

21 августа 2020 г.

Çын шăпи тĕрлĕрен килет: камăн кулленхи ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçлансах пырать, теприн кун-çулĕ вара сисмелле мар кукăр-макăр пурнăç çине кĕрсе каять те унран тỹрленсе тухма тем тĕрлĕ нуша-терте тỹссе ирттерме тивет. Кашниех ашшĕ-амăшĕ пăхса ỹстерсе вĕрентсе кăларнă хыççăн харпăр хăй тума пултаракан тĕллевсем хыççăн каять, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшма тытăнать. Чи малтан харпăр хăй килĕштернĕ ĕç суйласа илет, тĕрлĕрен пĕлỹ илнĕ хыççăн çав профессипе ĕçлеме пикенет. Ун хыççăн вара юратнă мăшăрне куç хывса малашнехи пурнăçне унпа çыхăнтарать. Хайхи пĕрремĕш пепкене кĕтсе илсе, çемье телейне упрассишĕн ĕмĕрлĕх тупа тăвать тейĕн. Анчах та пурин те шанчăклăн пурнăçланмасан та пултарать-çке ăраскал. Çулсем иртнĕ май çак ыйтăва пĕр ялти тĕслĕх урлă илсе кăтартасшăн. Илларион Степанович тата Мария Ефимовна Янкас ялĕн историйĕпе тахçантанпах кăсăкланнă май, хам çуралнă ялăмри пĕр пултаруллă çемье шăпи ку таранчченех канăç памасть мана. Каярах юлса тапрантăм ку чăнлăха уçса пама. Сăлтавĕсем тупăнчĕç. Шел, иртнĕ вăхăтпа аса илетпĕр халĕ çемье пуçĕсене. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрте пурăннă вĕт-ха. Çапла, Илларион Степанович Степанов 1906 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче йĕркеллĕ çемьере кун çути курнă. Йĕркелĕх енĕпе тỹрех пĕр тĕслĕх çеç асăнса хăварасшăн. Лариван йăмăкĕн — Хĕветлен — виçĕ ачинчен пурте чăн-чăн професси суйласа илнĕ: Альберт — техника наукисен докторĕ-профессор, Галина — врач, Алевтина учитель. Аслă пĕлỹ илнисем ытти тăванĕсен ачисем хушшинче те пур... Лариван — “Сар çу” таврашĕнчен. Çак ятпа лайăх уйăрса илме пулать ăна ялти ытти Степановсенчен. Çул çитсен Янкасри пуçламăш шкулта пĕлỹ илнĕ. Колхозсем тума тытăнсан “Волга” артеле кĕнĕ те ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăха çĕклессишĕн вăй хунă. Районти колхозсенчен Янкассем чи малтан миллионер пулнипе çакăнта Лариван тỹпи те пур-çке. Вăл “Волга” колхозра счетовод, бригадир пулса ĕçленĕ пулсан, “Звезда” колхозра вара строительте тимленĕ, хăмлаçăсен звенине ертсе пынă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнсе илнĕ наградăсемпе юбилей медалĕсене те тивĕçнĕ И. Степанов. Лайăх ĕçленĕшĕн хаклă парнесемпе чысланă ăна. Хăй вăхăтĕнче Лариван çемьеллĕ пулнă, анчах ача-пăча енчен ăнман. Пепкесене юратакан арçын Упи ялĕнче çурма тăлăха юлнă хĕр ачана усрава илнĕ, ăна тăван ачи пек хăйĕн хушамачĕ-ячĕпе çыртарнă, пăхса ỹстернĕ, вĕрентнĕ. Çапла, Юля Янкас хĕр ачи пулса юлнă. Шел, унăн ама çури амăшĕ вилет... Лариван çухалса кайман — вăрçăран таврăнсан Васнар ялĕнчи Мария Ефимовăна куç хывать. Хăйĕнчен 17 çул аслă арçынна качча тухма килĕшнĕ вилнĕ салтак арăмĕ — Марье. Пĕччен мар — усрав ача пурри те мăшăрланма чарма пултарайман вĕт. Чăн-чăн ăнлава илекенсем çапла тăваççĕ те. Лариванпа Марье пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. Арăмĕ те, хăй ятĕнчен ача çукран тейĕн, умлă-хыçлă ачасем парнелеме тытăнать. Шел каллех: асли, арçын ача, çамрăклах çĕре кĕрет. 1948 çулта каллех ывăл çуралать — Иван ят параççĕ ăна. Ун хыççăн тепĕр ывăлпа виçĕ хĕр алла илеççĕ. Ачасене ỹстернĕ хушăра Марье май пур таран колхоз ĕçне хутшăнать, ĕмĕрне унта ĕçлесе ирттерет, коммунизмла ĕç ударникĕ ята тивĕçет. Малалла эпĕ Илларион Степановичпа Мария Ефимовнăн 6 ачи пирки кĕскен пĕлтересшĕн — аслинчен пуçласа кĕçĕнни таран хыпарласшăн. Юлия Ачисен кун-çулĕ пирки аслинчен уçăмлатăпăр. Асăнтăм ĕнтĕ, усрав ашшĕ ăна хăй хушамачĕпе ятне панă: Юлия Илларионовна Степанова. Хĕр ача лайăх ашшĕпе амăшĕ патне лекнине туйса лăпкăн пурăнать. Янкасри 7 çул вĕренмелли шкула ăнăçлă пĕтерет. Ун хыççăн колхоз ĕçĕнче тар тăкать. Çапах вăхăтăн ытларах пайне шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхса ирттерет. Унсăрăн ашшĕпе амăшне йывăр килет-çке. Вĕсем те колхоз ĕçĕнчен юласшăн мар. Вăхăт шунă та шунă. Ытти производствăра ĕçлемелли çула çитсен Юля Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулине тухса каять. Кунта вăл стройкăри кирлĕ специальноçсене алла илет: 1957-1981 çулсенче пĕр улшăнмасăр унта вăй хурать. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçет. Кунтах çемьеллĕ пулать — Смирнова хушамат çыпçăнать ун çумне. Халĕ те çав хуларах тĕпленсе пурăнать, Янкасри килне те килкелесе çỹрет, ашшĕпе амăшне те юлашки çула ăсатма килнĕччĕ тăван ачи вырăнĕнчи хĕрарăм. Декабрь уйăхĕнче 79 çул тултарать кинеми. Иван Иккĕмĕшĕ ывăл ача пулнă Степановсен. Иван ятпа çỹренĕ. Ялта ăна Шăнкăрч ятпа ытларах пĕлнĕ. Çапла чĕнесси ытахальтен килмен — ун умĕнчи Иван ачаллах вилнĕ-мĕн. Шел. Иван 1948 çулта çĕр çине килнĕ. Янкас шкулĕ хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумран, ун хыççăн Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ăна хăй ĕçĕпе тăрăшма Томск облаçне яраççĕ. Томск районĕнчи “Победа” совхоз директорĕн çумĕ пулса ĕçлеме тытăнать, опыт пухать. Пултарулăхне кура ăна асăннă районти “Мазаловский” совхоза тĕпрен çĕклеме шанса параççĕ. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать Иван Илларионович. Çавăншăн ăна “Ĕçри хастарлăхшăн” медальпе, “Халăхсен туслăхĕ” орденпа чыслаççĕ. 1990 çултан пуçласа “Мазаловский” производство кооперативĕн директорĕнче ĕçлет ентешĕм. Çапла, ĕçре ỹссе пырать ветеринари врачĕ, аслă ветврач, совхозăн тĕп ветврачĕ пулнăскер. Ашшĕпе амăшĕ, шăллĕпе йăмăкĕсем савăнаççĕ уншăн. Ку хыпар ялта та сарăлать. Мĕншĕн тесен Степановсен килĕнчен тухса директор должноçĕпе ĕçлекен пĕрремĕш çын пулнă-çке. Валентина Виççĕмĕшĕ — Валентина. В. Степанова 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ытти ял ачи пекех ỹссе çитĕннĕ. Янкас шкулĕнче 8, Тракра 10 класс вĕренсен, вăл Госснабăн Горькинчи (Чулхулари) экономика техникумне вĕренме кĕнĕ — бухгалтер-плановик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Чăваш Енри финанспа страховани органĕсенче, çав шутра федераллă налук службин наукăпа тĕпчев енĕпе шутлав центрĕнче вăй хунă. Ĕç ветеранĕ халĕ тивĕçлĕ канура. Герьян Çемьери тăваттăмĕш ача — Герьян. Иван пиччĕшĕ пекех вăрăм та яштака ỹснĕ. Пурнăç çулне те ун евĕрех суйласа илнĕ. Малтан Вăрнарти совхоз-техникумра, унтан Хусанти ветеринари институтĕнче пĕлỹ пухнă. Пуçламăш ĕçсене, пиччĕшĕ евĕр, Томск облаçĕнче тытăннă — Нежениковски чăх-чĕп фабрикин тĕп ветврачĕнче тăрăшнă. Каярахпа Иркутск облаçне куçса кайнă — Мельниковски чăх-чĕп фабрикинче облаçсем хушшинчи ветеринари лаборатори директорĕн çумĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Каярахпа директор тивĕçĕсене чылай вăхăт пурнăçланă, “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Шел те, çулталăк каярах çеç вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăхăтсăр татăлать Степановсен директор ятне иккĕмĕш илнĕ çыннăн кун-çулĕ. Галина Галина. Çапла ят хураççĕ Степановсем пиллĕкмĕш ачине. Кĕтнĕ пепке 1955 çулхи августăн 19-мĕшĕнче — панулми сăпасĕн кунĕнче çуралнă. Иртнĕ кунсенче 65 çул тултарчĕ. Ыттисем евĕрех вăрăм та хитре хĕр ача пурне те тыткăнлать. Галина Янкасри, Красноармейскинчи шкулсенчен тивĕçлĕ пĕлỹ илсе тухсан И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ют çĕршыв чĕлхисен факультетне вĕренме кĕрет, нимĕç тата француз чĕлхисен учителĕ пулса тухать. Вăрнар районĕнчи Кив Мĕлĕш тата Кỹстỹмĕр шкулĕсенче нимĕç чĕлхипе пĕлỹ парать. Тăван ене таврăнсан пĕр хушă Заволжски ЛПУМГра кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Ун хыççăн 9 çул хушши районти вĕрентỹ пайĕн методика кабинечĕн заведующийĕнче тимлет. 1994-2001 çулсенче Трак чăвашла-нимĕçле гимнази директорĕн наукăпа методика енĕпе ĕçлекен çумĕнче, унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех директорта ĕçлет. Çав хушăрах ЧППУра “Вĕрентỹ тытăмĕнчи патшалăх тата муниципаллă тытăм управленийĕ” программăпа (2012) пĕлỹ илет. Г. Юлмасова “2009 çулхи чи пултаруллă директор” ята çĕнсе илет. Галина Илларионовна ертсе пынипе шкул Раççей Президенчĕн грантне ти-вĕçнĕ, “Раççейри чи лайăх шкул” конкурсра лауреат, республикăри тупăшусенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Г. Юлмасовăн хисеплĕ ятсем те чылай: “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ”, “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ”. Чăннипе, пултаруллă ертỹçĕ пулнипе палăрса юлнă вăл. Халĕ тăван Янкас ялĕнче мăшăрĕпе çĕклесе лартнă хăтлă кил-çуртĕнче пурăнаççĕ. Илья Николаевичпа пĕрле икĕ ывăл çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Вĕсем, аслă çар пĕлĕвĕ илнĕскерсем, Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ: Иван — полковник, Владимир — подполковник. Полина Степановсен кĕçĕнни — Полина. Упăшкин хушамачĕпе — Лаптева. Шупашкарти медицина училищи вĕренсе пĕтернĕ — “шăл техникĕ” специальность илнĕ. Пĕр вырăнта — Ульяновск облаçĕнчи Нагатки районĕнчи Чăнлăри участок больницинче вăй хунă. Ĕç ветеранĕ халĕ тивĕçлĕ канура. Чăнлă поселокĕнче пурăнаççĕ. ; ; ; Кĕскен çапларах паллаштартăм сире Янкасри Илларион Степанов çем-йипе. Тăван ашшĕпе амă-шĕн килне те манмаççĕ ачисем, теплерен пулин те пуçтарăнаççĕ. Пачах та кивелмен пек курăнакан йывăç пỹрте лайăх пăхаççĕ — çĕнетеççĕ...

Н. Ершов-Янгер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика