АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен çĕрĕ парнеленĕ тулли ăраскал

21 августа 2020 г.

Трак ен çĕрĕ парнеленĕ тулли ăраскал

Пурнăç çулĕ çав тери кукăр-макăр вăл. Пĕр тесессĕн, тикĕс курăнать кăна. Ăçта кăна илсе çитермест пулĕ? Тепĕр чухне чарăнса тăратăн та шухăша каятăн — пурте куç умне çĕнĕрен килет: ĕнер кăна пулса иртнĕ тейĕн. Красноармейски ялĕнче çур ĕмĕр ытла пурăнакан Николай Петров та кун пирки çаплах шутлать. Петровсен салари Туслăх урамĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хăйсен вăйĕпе çĕклесе лартнă çуртĕнче эпĕ. Николай Петровича чылайранпа пĕлнĕрен (эпĕ ăна 80-мĕш çулсенчен, райхаçатра ĕçлеме пуçланă тапхăртанпа аван пĕлетĕп) пирĕн сăмах хутаçĕ хăвăртах сỹтĕлме тытăнчĕ. Ăçта кăна çитмерĕмĕр пулĕ, мĕн çинчен калаçмарăмăр. Темĕн те пĕлекен çынпа сăмахлама та аван. Çав калаçуран эпĕ ăна Трак çĕрĕ тулли ăраскал парнеленине туйса илтĕм. Юлашки çулсенче кил хуçи арçынне куç чирĕ аптратать пулин те, çакна пăхмасăрах вăл общество пурнăçне туллин хутшăнма тăрăшать, тĕрлĕ йышши пухусене çỹрет, вĕсенче тухса калаçать, хăй шухăшне палăртать. Сăпайлăскер, урамра тĕл пулнă çынсемпе те кăмăллăн, çăмăллăн пуплет. Николай Петров 1940 çулхи августăн (çурла уйăхĕн) 24-мĕшĕнче Шăхасан (халĕ — Канаш) районĕнчи Ăвăспỹрт Кипеч ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăрçă умĕн çуралнăскере çак ял хăйĕн ытамне йăл кулса йышăннă. Ашшĕ-амăшĕ ăна ку тăрăхра анлăн сарăлнă ята хунă, “Коля” тесе чĕнме пуçланă. Икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ те утăкка сиктерсе ỹстернĕ шăллĕне. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çăмăл мар тапхăр. Мĕн пĕчĕкрен çав пурнăç Кольăна алла çурла тытма хистенĕ. Тырă вырнă, кĕлте кỹнĕ, авăн çапнă. Выртмана çỹренĕ. Хăйĕн юратнă лашин ятне те — Лена — паян кунччен манман Николай Петрович. Ачаран ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ — “Вперед” колхозра вăл хутшăнман ĕç те юлман тейĕн. Çу кунĕсенче хуçалăхри ферма кĕтĕвне пăхнă. 900 пуçран тăракан сурăх кĕтĕвне те вĕсем, виçĕ шкул ачи, асăрхаса тăнă. Хĕлле вара чăх каяшĕ, кĕл пухнă. Ăвăспỹрт Кипеч вăтам шкулĕнче (16 ял ачи çỹренĕ ку шкула) Павлик Морозов ячĕллĕ пионер дружинин канашĕн, вĕренỹ комитечĕн председателĕ пулнă вăл. Ăна ВЛКСМ Шăхасан райкомĕ (секретарĕ Григорий Луч писатель) пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсемпе, шкул дирекцийĕ хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те, çакна Николай Петрович паян кунчченех куç умне кăларать. Сакăр класс хыççăн Н. Петров Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçлать. 9-мĕшне пĕтерсен вара “Мускав — Хусан” чукун çул çинчи Зеленодольск — Юдино — Васильево станцийĕсенче тăрăшнă: 12 метрлă рельссене 25 метрлисемпе улăштарнă, таварсене тиенĕ-пушатнă. Паллах, çав тапхăрта спортран та ютшăнман вĕри чĕреллĕ çамрăк. Рельссене улăштарнă чухнехи ĕç-пуç ỹт-пĕве çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Ăвăспỹрт Кипечре мĕн пĕчĕкрен шанăç паракан каччă çитĕннĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех ял хуçалăхне татах та аталантарас шухăш канăç паман ăна. Шăпах ĕмĕчĕ каччăна 1957 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн (халĕ аграри университечĕ — авт.) зооинженери факультетне илсе çитернĕ. Аван вĕреннĕ, отличник пулнă. 1962 çулта аслă шкултан “питĕ лайăх” паллăпа вĕренсе тухнă вăл. Студент çулĕсенче унăн сăнне тăтăшах Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Кунта пĕлỹ илнĕ чухнех факультетăн комсомол бюровĕн членĕ, студентсен ăслăлăх обществин председателĕ пулнă. ССО ĕçне хутшăннă, 1958 çулта Петропавловск облаçĕнчи (çурçĕр Казахстан) Ленин районĕнчи Амангельды ячĕллĕ совхозра студентсен отрядĕнче çĕнĕ çĕрсем уçас ĕçре тимленĕ. Асăннă çулах ăна комсомолăн Тĕп Комитечĕ “Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн” паллăпа чыс тунă. — Практикăра пулнă самантсем асăмран пачах та тухмаççĕ, — тет иртнĕ вăхăта аса илнĕ май Николай Петрович. — Акă, 1959 çулта Çĕрпỹ районĕнчи ял хуçалăх сăнав станцийĕнче пĕлỹпе ĕç юнашар пулчĕç. Каярах “Приволжское” вĕренỹ хуçалăхĕн Вăрăмтури фермăсен заведующийĕнче 4 уйăх тăрăшрăм. 1961 çулта вара Патăрьел районĕнчи çĕршывĕпех паллă “Гвардеец” колхозра çур çул ĕçлесе паха опыт пухрăм, Анат Туçари сĕт-çу фермин зоотехникĕнче тар тăкрăм, кунтах диплом ĕçĕ хатĕрлерĕм. Ĕнесен продуктивлăхне хăпартас тĕлĕшпе тĕрлĕ сăнавсем ирттернĕ. Белокпа витамин хутăшĕ ытларах пултăр тесе пăрçа çăнăхĕпе анлăн усă курнă кунта. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те активлă хутшăннă Н. Петров. Кукурузăран паха силос хывассипе нумай тимленĕ. Ун çине синтетикăлла мочевина (карбамид), ятарлă кĕвелĕк, минерал тăварĕсем хушнă. Тĕрĕслев вара апат пахалăхĕ пысăккине кăтартса панă. Алла диплом илсен вара вăл аслă çул çине тухать. 1962 çулта Н. Петров Чăваш ял хуçалăх институчĕн вĕ-рентỹ хуçалăхĕнче ăратлăха лайăхлатас енĕпе ĕç-лекен аслă зоотехникра тимлеме пуçлать. Студентсене республикăра чи малтан ĕнесене “Елочка” машинăпа сума вĕрентет. 1962 çулхи октябрьтен пуçласа 1964 çулхи декабрьччен Н. Петров Чăваш патшалăх ял хуçалăх сăнав станцийĕн аслă наука сотрудникĕнче — выльăх-чĕрлĕхе наука вĕрентнĕ пек тăрантармалли лаборатори пуçлăхĕнче вăй хунă. Каччă çак ĕçре çĕнĕ меслетсем шырать. Тĕпчет, тăтăшах наукăри çĕнĕлĕхсемпе паллашать, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Çав çулсенче шăпах Николай Петрович сĕнĕвĕпе тата пуçарăвĕпе тăван республикăра чи малтан çамрăк выльăхсене çитерме гидропоника меслечĕпе усă курса ешĕл калча ỹстерме, искусственнăй сĕт, гидролиз çĕпри хатĕрлеме тытăнаççĕ. Выльăхсен продукци пахалăхĕ те, унăн хисепĕ те ỹссе пыни куç кĕрет. Тата унăн пуçарăвĕпе Чăваш Енте чи малтан сысна амисене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме тытăнаççĕ. 1963 çул вĕçĕнче Çĕрпỹри ял хуçалăх сăнав станцийĕнче анлă семинар канашлу иртнĕ. Унта парти обкомĕнче, республикăри Министрсен Канашĕнче, Аслă Канаш Президиумĕнче, Ял хуçалăх министерствинче ĕçлекенсем, районсене ертсе пыракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, радиопа телевиденире ĕçлекенсем хутшăннă. Н. Петров вĕсене ĕнентерỹллĕ кăтартусемпе туллин те тĕплĕн паллаштарнă. “Пирĕн ял хуçалăх институчĕ Петров евĕр специалистсем вĕрентсе кăларсан эпир еплерех маттур пулнă пулĕччĕ”, — тенĕ каярах партин Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С. Ислюков. Семен Матвеевич 1964 çулхи августăн 14-мĕшĕнче “Советская Чувашия” хаçатра “Боевые задачи труженников села” статйинче наукăн çамрăк ĕçченĕн çĕнĕлĕхĕсем пирки питех те аван çырса кăтартнă. “Коммунизм ялавĕ”, “Çамрăк коммунист”, “Молодой коммунист” хаçатсем икшер страница çинче Н. Петров ĕçĕсем пирки каласа панă. Çав çулах вара Чăваш кĕнеке издательстви Н. Петровăн “Витаминное кормление — круглый год” кĕнекине пичетлесе кăларнă. Вĕри чĕре пĕр вырăнта тапăртатса тăраймасть.1964 çулхи декабрьтен пуçласа 1968 çулччен Н. Петров комсомол органĕсенче тăрăшнă. Çамрăксенче патриотла туйăм вăратнă вăл, çĕршыва усăллă пулма, унăн хăватне ỹстерме вĕрентнĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантарнă. ВЛКСМ Çĕрпỹ райкомĕ вăл пĕрремĕш секретарьте ĕçленĕ çулсенче яш-кĕрĕме комсомол ретне илес, вĕсене çарпа патриотла воспитани парас, пичет кăларăмĕсене сарас тĕлĕшпе республикăра малтисен ретĕнче пулнă. Ăвăспỹрт Кипеч каччи тăрăшнипех райком çумĕнче çамрăксен “Бригантина” клубне уçнă. Унăн ĕçне республикăри пултарулăх çыннисем, артистсемпе поэтсем тата çыравçăсем хутшăннă. Николай Петровича чыслă ĕçшĕн комсомолăн Тĕп Комитечĕн “Комсомолти активлă ĕçшĕн” паллăпа наградăланă тата хаклă парнепе чысланă. 1968 çулта Н. Петрова Красноармейски районне куçараççĕ. Районăн тĕп зоотехникĕ пулса тăрать вăл. Фермăсем ăратлă выльăхпа пуянланма пуçлаççĕ. Вăл тимленипех 1969, 1973—1974, 1983 çулсенче районти хуçалăхсене Эстонирен, Мускав, Вологда, Ленинград тата Калининград облаçĕсенчен 1000 пуçа яхăн хура-ула ăратлă тына пăрусем, 1970 çулта вара 450 пуç “пысăк шурă эстонски” ăратлă сыснасем кỹрсе килнĕ. Пирĕн район выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе икĕ хутчен (1974, 1986 çулсенче) Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕ. 1989 çулта район кашни 100 гектар çĕр пуçне 124 центнер аш-какай, 420 центнер сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен 3200 килограмм ытла сĕт, кашни сурăхран 4,1 килограмм çăм илнĕ. Кусем — республикăри чи лайăх кăтартусем. Маларах кун пек кăтартусене ĕмĕтленмен те. Акă мĕн çырса хăварнă ун пирки Ленин ячĕллĕ колхозăн тĕп зоотехникĕ пулнă К. Петров: “Н. Петровăн пуçарулăхĕ виçене пĕлместчĕ. Эпир унпа Эстонире пулса куртăмăр. Унти наукăпа тĕпчев станцийĕсенчен çĕршер пуç ăратлă хура-ула ĕнесен пăрушĕсене илсе килтĕмĕр. Çĕнĕ меслетсемпе усă курса апатлантартăмăр. Ырă ята тивĕçлĕ Николай Петрович”. “Герой” колхозра 47 çул вăй хунă, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ В. Карпов райхаçатра ун пирки пысăк статья пичетленĕ. “Çĕнĕлĕх шыратчĕ ялан, наукăра чăн-чăн ăстаçă пулнă Н. Петров. Тин çеç ĕçе пуçăннисене пулăшатчĕ. Соломаж, хутăш силос тума вĕрентĕмĕр эпир те. 300-шер тонна аш ăсататтăмăр çулсерен патшалăха”. 1990 çул. Н. Петрова Шупашкара куçараççĕ, вăл ЧР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин производствăна интенсификацилес енĕпе ĕçлекен секторĕнче ĕçлеме пуçлать. Опычĕ те самаях пуянланать. Çулталăкранах ăна министерствăн выльăх-чĕрлĕх управленине ертсе пыма шанаççĕ. 1992 çулхи январьте вара ял хуçалăхĕн активлă йĕркелỹçине хамăр района каялла чĕнсе илеççĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ пулса тăрать. Ултă çул хушши çăмăл мар çак лава туртса пырать. Ăнăçу чуна парса ĕçленинчен килни каламасăрах паллă ĕнтĕ. 1997-1998 çулсенче вăл маркетингпа менеджмент енĕпе нумай тимлет. Ара, ял хуçалăх управленийĕнче вăл пĕлмен ĕç те пулман темелле. “Ĕç-пуçа çирĕп дисциплина йĕркелесе пынă”, — тет паян манпа сăмахланă май Н. Петров. — Яланах тата хăвна тытма пĕлни кирлĕ. Чун туртнипе пурăнмалла тата вăй хумалла. Ĕçе юратни малта тăмалла. Вара ĕмĕтленни çитетех”. Н. Петров — телейлĕ çемье пуçĕ те. Мăшăрĕ — Людмила Андреевна — районти тĕп сыватмăшра медсестрара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çав тапхăра çакăн пек аса илет Николай Петрович: “Людмилăна пуçласа кỹршĕре курнăччĕ. Тин кăна медицина енĕпе пĕлỹ илнĕскер, виçĕ кил урлă кăна хваттерте пурăннă мĕн. Чуна çийĕнчех тыткăнларĕ Вăрмар районĕнчи Тикеш хĕрĕ. Паян та таса юратупа пурăнатпăр эпир”. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ Петровсем, вĕсене аслă пĕлỹ парса çын тунă. Иккĕшĕ те — инженер-строитель. Алеша газ уçлакан Заволжски станцире, Саша район администрацийĕнче тăрăшаççĕ. Ултă мăнук ватăсен. Савăнаççĕ вĕсемпе Петровсем. Н. Петровăн иртнĕ вăхăтри ĕçне-хĕлне палăртса панă наградăсем те аван çирĕплетеççĕ. Ăна “Ĕçри хастарлăхшăн” медальпе (1970), “Ял хуçалăх отраслĕн отличникĕ” паллăпа (1971), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (1976) чыланă, “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ” хисеплĕ ят панă. ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, отрасльти, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем, Дипломсем чылай унăн. Кăкăрне “Ĕç ветеранĕ” медаль илем кỹрет. Ял хуçалăх производствинче çур ĕмĕр ытла тăрăшса Н. Петрова кампа кăна ĕçлеме тỹр килмен пулĕ? Вăл çав тапхăрти вун-вун министра, районсен пуçлăхĕсене паллать, пĕлет, паян кун та чылайăшĕпе çыхăну тытать. Çапах та районти “Россия” колхоза чĕрĕк ĕмĕр ытла ертсе пынă, Ленин орденĕн кавалерне Е. Лукина халĕ те асĕнчен кăлармасть. “Пĕрле вăй хунă, Егор Лукичран вĕренсе юлнă самантсене епле манăçран кăларăн. Вăл чăн-чăн ертỹçĕ, чăваш халăхĕн ахах пĕрчи пулнă вĕт”, — тет Николай Петрович. Н. Петров — “Ял пурнăçĕ” хаçатăн çывăх тусĕ те. Хăй ĕçленĕ çулсенче вăл редакцирен тухма пĕлмен тесен те йăнăш мар пулĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ пирки вăл вун-вун статья пичетленĕ, район хыпарçинче “Трак енри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен заочнăй шкулне” ертсе пынă. Николай Петровичпа хама та тăтăшах фермăсенче йĕркеленĕ рейдсене хутшăнма тивнĕ. Вăл Трак енри асăннă отрасль аталанăвне алăри пилĕк пỹрнесене пĕлнĕ евĕрех чухланă тесен те йăнăш мар пулĕ. Анчах вăхăчĕ пĕр шелсĕр малалла васкать çав. Ăна тытса чараймăн. Николай Петрович çак кунсенче çавра датине палăртать. 80 çул — паллă çул. Хаклă çыннăмăра чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламламалли кăна юлать манăн. Кĕрекỹ яланхиллех сана юратакан çынсенчен нихăçан та ан татăлтăр. Пурнăç урапи малалла та пĕр тикĕссĕн, такăнмасăр шутăр, кашни утăму телейпе, ырлăхпа, çутă ĕмĕтпе тултăр. Санри вашаватлăхпа тараватлăх, чун илемĕпе кăмăл пуянлăхĕ иксĕлми пулччăр, çывăх çынсен тимлĕхĕ хавхалану кỹрсе тăтăр. Ачусен хỹттинче, мăнукусен ытамĕнче кун-çул илемне, тус-юлташусен хисепне туйса пурăнма Турă сана таса сывлăх патăр.

Г. Борзин.

 

Юратнă ĕçĕнче телейне тупнă

Эпĕ текех çамрăк çын мар ĕнтĕ, тахçанах сакăр теçетке çул еннелле пуснă. Кун-çулăм тăван енпе, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнчĕ манăн. Килти лару-тăрăва пула 15 çултах Янмурçинти сĕт-çу фермине çамрăк пăрусем пăхма вырнаçрăм, кĕçех ĕнесем сума тытăнтăм. Тăватă çул вара сыснасем пăхнă çĕрте тимлерĕм. Кĕçех ферма коллективне ертсе пыма шанчĕç мана. Н. Петров районти ял хуçалăх управленинче вăй хума тытăнсанах хăйне пуçаруллă, çĕннине ĕçе кĕртме пултаракан специалист пулнине кăтартрĕ. Николай Петрович пирĕн Ленин ячĕллĕ хуçалăхран тухма пĕлмен тесен те йăнăш мар пулĕ. Эпир, уписем, пире пысăк пулăшу панипе, вăл тимленипе хамăр тăрăхра чи малтан хура-ула ăратлă выльăхсем çитĕнтерме пуçларăмăр. Районăн тĕп зоотехникĕ пире ĕне выльăх валли тутлăхлă апатсем хатĕрлес, ĕнесен продуктивлăхне ỹстерес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене татса пама нумай пулăшрĕ. Çав ĕç вара харама каймарĕ. 70-мĕш çулсен çурринче пирĕн хуçалăх выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе палăрмалла çитĕнỹсем турĕ, пĕр хутчен çеç мар Хĕрлĕ ялав, парнесем çĕнсе илчĕ. Упи çĕрĕ çинче апата çĕпрелентерсе парассипе, соломаж тăвассипе республика пĕлтерĕшлĕ семинарсем ирттернине, пирĕн опытпа вун-вун хуçалăх паллашнине епле манăн? Çавăн пекех Н. Петров ĕне выльăх кĕтĕвне çĕнетессипе, хуçалăх расчетне, подряд меслетне, цех системине, ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесе ярассипе нумай тăрăшрĕ. Ырă сăмах-ята вăл тивĕçех.

А. Иванова,

Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Янмурçинпа Упи сĕт-çу фермисен заведующийĕнче ĕçленĕскер, Ленин орденĕн кавалерĕ (1986), ЧАССР Аслă Канашĕн вун пĕрмĕш суйлаври (1985-1990) депутачĕ.

Куллен пулăшу кỹнĕ

1972 çултанпа “Гигант” колхозăн Туçи Чуракассинчи сысна ферминче тăрăшрăм эпĕ. Н. Петрова çав çулсенчен аван пĕлетĕп. Аслă пĕлỹллĕ, пысăк тавра курăмлăскер, пи-рĕн фермăна тăтăшах пырса çỹренĕ. Ăна эпир шурă кĕпеллĕ костюмпа, галстукпа курма хăнăхнă. Уйрăмах çĕннине, малта пыракан опыта ĕçе кĕртме чĕнсе калатчĕ Николай Петрович. Пирĕн фермăра “цивильский” ăратлă сыснасем çитĕнтернĕ май, çурасене эпир ытти фермăсене, районти “Шанс” предприятине ăсатнă-çке. Çавăнпа сыснасем валли хатĕрлекен комбисилос технологине вĕренме пирĕн патăрта семинар-канашлусем те йĕркеленĕ. Н. Петров яланах çынна итлеме пĕлетчĕ, вăл вĕсемпе ĕçлессине чи малти вырăна хума, хăйĕнчен тата хăйне пăхăнакансенчен çирĕп ыйтатчĕ. Çапла май Хĕрлĕ кĕтесре выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе хĕл каçиччен 25-30 заняти ирттернĕ, каярах кашнине экзамен тыттарса класность панă, уншăн хушса тỹленĕ. Çĕршыв, республика, район депутачĕ пулнă май, мана Н. Петровпа пĕр хутчен çеç мар тĕл пулма тивнĕ. Эпир хамăр калаçусенче яланах Трак тăрăхĕнчи, республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ çинчен сăмах пуçарнă.

А. Емельянова,

Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орден кавалерĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1984-1988).

Хастар та вĕри чĕреллĕ Канаш каччи

Манăн Красноармейски районĕнчи ял хуçалăх управленийĕнче ĕçленĕ тапхăрти çулсем Николай Петрович Петровпа çыхăннă. Унпа тата кунти яваплă специалистсемпе пĕрле ял хуçалăхĕн çăмăл мар лавне 1979 çултанпа, тăвалла пулсан та, малаллах туртма тăрăшнă эпир. Н. Петровпа ĕçленĕ çулсем паян кун та куç умĕнчех. Мана унпа пĕр-пĕрне ăнланса, 7 çул хушши ял хуçалăх упраленийĕнче, каярах районти агропромышленность пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме тỹр килчĕ. Асăннă тапхăрта Трак енри колхозсемпе совхозсенчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тĕреклентĕр, малалла та сулмаклă утăмсемпе уттăр тесе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çак сăмахсене эпĕ пĕр тĕслĕхпе кăна çирĕплетесшĕн. 1985 çулта сĕт суса илес тата ăна патшалăха сутас тĕлĕшпе района лайăх ĕçленĕшĕн виçĕ квартал хушши КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Канашĕн, профсоюз обкомĕн, ВЛКСМ область комитечĕн Хĕрлĕ ялавне тата Дипломне парса чысларĕç. Çулталăк кăтартăвĕпе те ăна районтах хăварчĕç. Унпа пĕрлех укçан та преми парса хавхалантарчĕç. Кунта, паллах, ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕн Н. Петровăн тỹпи сулмаклă. Çитĕнỹсен çăл куçĕ ăçта тесен, çакна каласа хăвармалла. 1980-1985 çулсенче Н. Петров пуçарăвĕпе тата тăрăшулăхĕпе районти кашни фермăрах зоокружоксем ĕçленĕ. Вĕсенче фермăсенче вăй хуракансене наука тĕпчевĕсемпе тата малта пыракансен опычĕпе паллаштарнă, пĕр пулса ĕçе кĕртме тăрăшнă. Николай Петрович кунта хăйĕн тивĕçне чун-чĕре хушнă пек пурнăçласа пынине палăртмалла. Унăн пуçарулăхĕпе фермăсенче çав вăхăтри çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курма пуçларĕç. Асăннă тапхăрта комбисилоспа, сенажпа, консервантсемпе хатĕрленĕ силоспа усă курасси, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта выльăхсене симĕс конвеер çине кăларасси тĕп вырăнта пулнă. Вăл, тĕрĕссипе каласан, нихăçан та кабинетра ларман, яланах фермăсенче, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче пулнă. Тĕп ĕç вырăнне çитиччен фермăсенче ирхи сăвăмра, ĕç хыççăн каçхи сăвăмра пулма тăрăшнă. Хăйĕн тулли пĕлĕвне хуçалăхсен пуçлăхĕсене, фермăсен заведующийĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене пама васканă. Н. Петров хуçалăхсен ертỹçисемпе пĕрле ăратлă выльăх йышне ỹстерес енĕпе те пысăк ĕç туса ирттерчĕ. “Ăратлă выльăх — пысăк сĕт çăл куçĕ” тĕллеве тĕпе хурса 1981-1985 çулсенче района пысăк продуктивлă пăрусем илсе килме пултарчĕ. Çакăн пек юлнă манăн асăмра вĕри чĕреллĕ те хастар Н. Петровпа пĕрле ĕçленĕ тапхăр. Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласшăн, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнмашкăн канлĕ ватлăх сунасшăн.

Л. Журавлев,

ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, 1979-1986, 2001-2003 çулсенче районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ.

Ырă ятпа палăрчĕ

Николай Петрович Петров, аслă та ăслă юлташ, 80 çул тултарса тăхăр теçетке çине пусать. Ăна эпĕ 1970 çултанпа пĕлетĕп. Çав тапхăрта “Большевик” колхоз никĕсĕ çинче Н. Петров пулăшу кỹнипе, хам тăрăшнипе çĕнĕрен утар хуçалăхĕ йĕркелесе яма пултартăмăр. Çавăнпа эпĕ унăн ырă енĕсене малти вырăна кăларатăп. 1978-1982 çулсенче манăн Н. Петровпа тỹрремĕн районти ял хуçалăх управленийĕнче ĕçлеме тỹр килчĕ. Эпир унпа хуçалăхсем хушшинчи “Сорминское” хурт-хăмăр предприятийĕ йĕркелес ыйтупа нумай тимлерĕмĕр. Ĕçлени харама каймарĕ, умри тĕллеве пурнăçларăмăр. Асăннă предприяти аван ĕçлесе пычĕ, халăха тутлă та сиплĕ пылпа тивĕçтерчĕ. Паян хам тимленипе çак тивĕçе “Пчеловодческое” ООО тивĕçлипе пурнăçласа пырать, хăйĕн продукчĕсемпе Трак ен халăхне савăнтарать.

А. Скворцов,

ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, “Пчеловодческое” ООО ертỹçи.

Чун-чĕрипе юратнă ĕçне парăннă

Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер ялĕнче çуралса ỹснĕ эпĕ. Мĕн пĕчĕкрен пурнăçа ял хуçалăхĕпе, çут çанталăк илемĕпе çыхăнтарма тĕв турăм. Çавна май вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне (халĕ университет-авт.) агронома вĕренме кĕтĕм. Алла диплом илнĕ хыççăн пĕр тапхăр асăннă институтри наукăпа тĕпчев секторĕн кĕçĕн сотрудникĕнче вăй хутăм. Çемьеллĕ пурнăç Красноармейски районне илсе çитерчĕ.1974-1981 çулсенче районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче корреспондентра, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче тăрăшрăм. 1981 çулхи июнь уйăхĕнче мана, Янкассен кинне, ял çыннисем “Звезда” колхоз председательне суйласа лартрĕç. Н. Петрова редакцире тимленĕ, ун хыççăн асăннă хуçалăх председателĕнче, каярах район шайĕнче татах та яваплă ĕçсенче тар тăкнă тапхăртанпа питех те аван пĕлнĕ эпĕ. Н. Петров пирки нумай калама пулать. Маншăн паян кун та Николай Петрович выльăх-чĕрлĕх отрасльне чунтан юратнипе, хастар ĕçпе, творчествăри яланхи шыравпа палăрса тăрать. Вăл Трак енĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕнче ĕçленĕ çулсенче наукăпа техникăри çĕнĕлĕхсене, малта пыракан опыта ĕçе кĕртсе пырас, ял хуçалăх производствине малалла аталантарас тĕлĕшпе сахал мар вăй хучĕ, пысăк авторитетпа палăрчĕ. Н. Петров хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста, опытлă наставник, кăмăллă, ялан пулăшу кỹме тăрăшакан çын пулнă. Çакна эпĕ “Звезда” колхоз председателĕнче ĕçлеме пуçласан питех те аван туйса илтĕм. Унччен янкассем критика айĕнчен тухаймастчĕç. Эпир кĕске хушăрах Янкасри сысна фермине тĕплĕн реконструкцилесе, кунти алă вăйĕпе пурнăçлакан мĕнпур ĕçе механизцилесе, сысна пăхакансен ĕç условийĕсене лайăхлатса кашни амаран сысна çурисем илессипе Раççей шайĕнче палăртăмăр. Çакна çирĕплетекен çĕршыв шайĕнче панă Хĕрлĕ Ялав паянхи кунчченех упранать. Тата Н. Петров тимленипех çав тапхăрта хуçалăхра ĕнесен продуктивлăхне ỹстерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Эпир ĕне выльăх кĕтĕвне çĕнетес, ăратлă пăрусене туллин тăрантарса çитĕнтерес, выльăхсем валли утă-улăм çителĕклĕ таран хатĕрлес, вĕсене апата çĕпрелентерсе парас, сенажпа, соломажпа тăрантарас, кормоцехсене ĕçе ярас тĕлĕшпе чылай тăрăшрăмăр. Улатăр районĕнчи Кире вăрманĕнчен йывăç турттарса килсе ферма çĕклесе лартма пултартăмăр. Янкассем кашни ĕнерен сĕт суса илессипе çав çулсенче район шайĕнче малтисен ретне тухма пултарчĕç. Ял хуçалăх управленине килсен Н. Петров патне кирек епле ыйтупа та кĕме пултарнă эпĕ. Вăл нихăçан та хирĕçлемен, пĕр пулса яланах пулăшма пулнă, сĕнỹ-канашпа пулăшнă. Н. Петров район, республика шайĕнчи канашлусенче, райсовет сессийĕсенче ял хуçалăх ыйтăвĕпе тăтăшах тухса калаçатчĕ, татса паман ыйтусене çивĕччĕн çĕклетчĕ. Вăл тимленипех эпир, хуçалăхсене ертсе пыракансем, республикăри паллă хуçалăхсен опычĕпе паллашма тухса каяттăмăр. Мĕн тăвăн, вăхăтăн хăйĕн чуппи. Николай Петровича юбилей ячĕпе саламласа çакна калам: ан чирле, ан ватăл. Сăн-питỹнтен çепĕç кулă ан кайтăр. Пурнăçăн тулли илемне, тус-юлташусен, пĕлĕшỹсен хисепне туйса пурăнма çỹлти Турă сана çирĕп сывлăх пиллетĕр.

Н. Правдина,

партипе ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ, партин XХVII съезчĕн делегачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика