21 августа 2020 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ял çыннисемпе тĕл пулассине, вĕсемпе куçа-куçăн калаçассине, шухăш-кăмăлне пĕлессине малти вырăна хурать. Çакăн пĕлтерĕшĕ пысăк та: кунта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен уççăнлăхĕ курăнать, ял халăхне туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки хыпарлатăн, вĕсене хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явса пĕрлехи йышăну патне тухатăн. Иртнĕ шăматкун А. Кузнецов ĕçлĕ çул çỹревпе Трак енри ялсене çитнĕ. Александр Николаевич чи малтан Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Яманакри Новая урамра пурăнакансемпе тĕл пулнă. Ăшă калаçура ял çыннисем территорие тирпей-илем кĕртес, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес, урамра шыв пăрăхĕ хурса хăварас, хушма светильниксем, çав шутра Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă хывнă кĕпер урлă та, лартас ыйтусене çĕкленĕ. Тĕл пулăва Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертỹçи Г. Ефимова, “Красное Сормово” ООО пуçлăхĕ С. Иванов хутшăннă. А. Кузнецов Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Санькасси тата Шурка ялĕсен çыннисемпе курнăçнă. Александр Николаевич вĕсене умри тĕллевсемпе паллаштарнă. Санькассисем автоçулăн пĕр пайне юсаса çĕнетме, кану çуртне юсаса ĕçлеттерме ыйтаççĕ. Шуркасене çăлсене, автоçула юсас, ача-пăча валли çĕнĕ лапам тăвас ыйтусем кăсăклантараççĕ. Тĕл пулура асăннă ялсен çĕнĕ старостисене суйланă. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Петров, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Н. Филиппов пулнă. А. Кузнецов райцентрти Ленин урамĕнчи 65Ỹ1 тата Механизаторсен урамĕнчи 4-мĕш №-лĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Калаçусенче территорисене тирпей-илем кĕртес, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас тата юсас, автомашинăсем лартма çĕнĕ вырăнсем тăвас ыйтусене кăларса тăратнă. Тĕл пулăва Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев, “Коммунальщик” УК директорĕ В. Егоров хутшăннă.
С. Самсонов.