18 августа 2020 г.
Çак кунсенче тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмĕ, Ешкилт ялĕнче пурăнакан Е.Ф. Баранова 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак паллă кун ячĕпе Екатерина Филипповнăна Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова ăшшăн саламланă, Раççей Президенчĕ В. Путин алă пуснă Тав çырăвне, хаклă парне панă, чечексем тыттарнă. Красноармейски ялĕнче çуралнă Е. Баранова. Çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсемпе пĕр килнĕ. Çавăнпа йывăрлăх мĕнне, çăкăр хакне, укçа-тенкĕ хисепне аван пĕлет вăл. 1943 çулта кỹртĕм майпа педагогика училищине вĕренме кĕнĕ вăл. Янкас шкулĕнче пуçламăш классен учителĕнче тăрăшнă. 1946-1963 çулсенче районти социаллă пулăшу пайĕн тĕп бухгалтерĕнче, инспекторĕнче вăй хунă. 1963-1971 çулсенче Екатерина Филипповна Яманак шкулĕнче пуçламăш класс ачисене пĕлỹ панă. Е. Баранова Ешкилт ялне качча тухнă. 1971-1983 çулсенче Екатерина Филипповна Яманак ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕнче тимленĕ. Вĕсем мăшăрĕпе килĕшỹпе юратура пурăннă, икĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Ватăна 9 мăнукĕ, 15 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Ватлăх кунĕсене Е. Баранова Шупашкарти хĕрĕ патĕнче ирттерет.