14 августа 2020 г.
Ял çыннисемшĕн сĕт тупăш çăл куçĕсенчен пĕри шутланать. Çавна май халь хăшĕ-пĕри 2-3 е ытларах та ĕне тытать. Анчах та паянхи кун ку пĕр килмест. Çемье бюджетне укçа кĕртес тесе-çке тутлă ыйха татса хĕрарăм витре йăтса витене утать. Çулласерен çак паха “шур ылтăнăн” хакĕ палăрмаллах чакать. — Эпир икĕ ĕне усрама пуçларăмăр та, сĕт те йỹнелчĕ, — илтме пулать тепĕр чухне хĕрарăмсем тарăхса каланă сăмахсене. Хамăр тăрăхра шурă шĕвекĕн пĕр литрне 14 тенкĕпе кăна туянаççĕ. Сĕчĕ, чăнах та, газлă пылак шывран та йỹнĕрех вĕть! Хĕллехипе танлаштарсан, сĕт хакĕ икĕ хута яхăн чакать-çке, çав вăхăтра лавккара япаласен хакĕсем ỹсеççĕ. Электричествăпа çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн та ытларах тỹлеме пуçларăмăр. Çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ чакнине ĕнесем симĕс курăк çине тухнипе, сăвăм ỹснипе çыхăнтараççĕ. Сутаканăн — хаклăрах парас, туянаканăн йỹнĕрех илес килет, теççĕ вĕт. Паха “шурă ылтăна” пĕр районтах тĕрлĕ хакпа пухни те тĕлĕнтерет. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пырать. Ĕнесен пысăк пайне уйрăм хушма хуçалăхсенче кăна тытаççĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене шанса ларнипе сĕт-турăх сĕтел çине килмесен те пултарать. Çавăнпа та уйрăм хуçалăхсене ĕне выльăх ĕрчетме майсем туса памаллах-тăр. Анчах паянхи кун кунашкал пулăшу тỹнтерле пулса пынăн туйăнать. Сĕт-çу завочĕсем сĕте йỹнĕпе туяннăран. Тупăш илеймесен ĕне тытса нушаланнинче мĕн усси? Пур те пĕлеççĕ, кил хуçалăхĕнче тăкак нумай. 50 сотăй çĕр çинче утă хатĕрлеме кăна хресчен кĕсьерен виçĕ пин тенкĕрен кая мар кăларать. Выльăх-чĕрлĕх усрама хуралтăсем çĕклеме, ăна çулсерен юсаса-çĕнетсе тăма сахал мар укçа кирлĕ. Шутласан, ял хуçалăх продукцийĕ нихăш саманара та хаклă пулман-тăр. Тĕрĕсрех каласан, лавккаран туяннă чухне сĕчĕ-çăвĕ те, хăйми-тăпăрчи те — тĕрлĕ юр-вар çимĕçĕ пĕртте йỹнĕ мар-ха. Тỹнтерле пулăм мĕн сăлтавпа пулса пырать-ши? Кунта пуç ватма кирлех те мар: хак хăпартакансем — урăххисем! Продукци туса илмесĕр — сутнипе кăна пуяс текенсем. “Сĕт çиес килсен ĕне усра”, “Ĕнине кура — пурнăç” тетчĕç ĕлĕкрех. Халĕ вара халăх каларăшĕсене те улăштарма тивет пулĕ-ши? “Сутă тунине кура — пурнăç” тесе калани пирĕн саманара юравлăрах. Е тата: “Ĕни манăн, сĕчĕ улпутăн”, — тени шăп та лăп чăнлăхпа килĕшсе тăрать. Сутмалли япалан кăна мар, пилĕк авса ăнтарнă ĕçĕн те хакĕ пулмалла ĕнтĕ. Çаксене те шута илчĕç пуль çỹлтисем. Кăçал ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кил хуçалăхĕсенче ĕне усраса çемьесем куракан тăкакăн пĕр пайне саплаштармашкăн Чăваш Ен бюджетĕнчен укçа уйăрчĕ. Аса илтеретпĕр: пĕр ĕнешĕн — 2300, икĕ ĕне тытакансене — кашниншĕн 3300, виçĕ тата ытларах усракансене кашниншĕн 4300 тенкĕ. Паллах, ĕне ытларах тытакансем субсиди нумайрах илчĕç. Çак услови йыша ỹстерме хистет. Шел, продукцие туянакансем сĕтĕн сутлăх хакне çулла чакарнăран çынсен ăна пĕчĕклетес ыйту çуллен тухса тăрать. И. Крыловăн “Акăш, рак тата çăрттан” юптарăвĕнчи пек пулса тухать. Республика кил хуçалăхĕсене — малалла, продукци пуçтаракансемпе тирпейлекен предприятисем каялла туртаççĕ. Шута илĕр, сĕт хакĕ Правительствăра ларакансене те пăшăрхантарать. Апла улшăнусем лайăх енне пулаççех пулас. Çулла сĕтĕн хакĕ анса ларнă пирки кил хуçалăхĕсем куракан тăкака саплаштарас тĕллевпе кăларнă йышăну та çакна кăтартса пачĕ. Çапла, Правительство çемьесене пулăшассишĕн кăçал алă пачĕ.
М. Романова.