АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхен те пурнăçпа тан пымалла

14 августа 2020 г.

Чĕлхесĕр халăх пулмасть. Тĕнче историйĕнче вун-вун, çĕр-çĕр чĕлхе пĕтнĕ, вĕсемпе калаçакансене ют халăха куçарнă. Пирĕнпе те, чăвашсемпе, çапла килсе тухма пултармĕ-и? Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çакна влаç органĕсем ăнланаççĕ. Чĕлхепе çыхăннă саккун самай пулнă пирĕн. Çĕнĕ ĕмĕрте йышăннă “Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен” (2003), “Чăваш Республикинчи вĕрентỹ çинчен” (2013) саккунсем те тăван чĕлхе шăпи пирки канăçсăрланнине çирĕплетеççĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе “Чăваш Республикинчи культурăпа туризма аталантарасси” программăн “Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси” çумпрограммине йышăнма тĕв тунă. Унăн проектне хатĕрленĕ. Çак ĕçе, тĕпрен илсен, икĕ ведомство _ ЧР Культура тата Вĕрентỹ министерствисем — хатĕрленĕ. Шăпах çавна сỹтсе яврĕç те Наци библиотекинче. Çумпрограммăн тĕл-левĕ — тăван чĕлхене упраса хăварма, ăна тĕпчеме тата аталантарма майсем туса парасси. Асăннă тĕллев чăна килтĕр тесен йĕркелỹ инфратытăмне аталантарма, информаципе коммуникаци хутлăхĕнче тăван чĕлхепе туллин усă курма тивĕçлĕ условисем туса хума, ăслăлăх тата методика хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тата ытти ĕçе пурнăçлама тивĕ. Олег Николаевăн шухăшĕпе, çумрограмма тăван чĕлхене сыхласа хăварас, тĕпчес тата аталантарас ĕçри кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче пулмалла. “Чăваш чĕлхине темшĕн вĕрентỹпе кăна çыхăнтаратпăр. Вăл ытти тытăмра та анлăн илтĕнтĕр, янăратăр. Пирĕн сирĕнпе пĕрле пур енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле, — палăртрĕ Олег Алексеевич. — Чĕлхен те пурнăçпа тан пымалла. Паян, цифра аталанăвĕ вăй илнĕ вăхăтра, чĕлхене сыхласа хăварас тесен те электронлă рессурсемпе, çамрăксене тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре те хальхи вăхăтри технологисемпе туллин усă курмалла”. Олег Алексеевич çавăн пекех ачасене мĕн пĕчĕкрен халăх историйĕпе, тĕррипе, йăли-йĕркипе, культурипе çывăх пултарни, вĕсемпе кăсăклантарни тăван чĕлхе патне çул хывма пулăшнине палăртрĕ. Ку енĕпе республикăра пурăнакансене чăваш ачисене кăна мар, Шупашкара, Чăваш Ене килекен ытти халăх çыннисене те хутшăнтарма пулать. “Эпĕ çакна ахальтен каламастăп, чăннипех çапла. Ун пирки темиçе те илтнĕ. Хăнасене чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхĕ, çепĕçлĕхĕ, шыв юхнă пек янăравлăн илтĕнни хăй патне туртать. Паллах, пирĕншĕн вĕрентỹ тĕп ĕç пулса тăмалла. Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне мĕн килĕшмест? Мĕн интереслентерет? Пĕтĕмпех шута илсе йĕркелесе пымалла. Манăн ачасем чăвашла пикенсе вĕренеççĕ теме пултараймастăп, анчах эпĕ, ашшĕ, çине тăнипе, тен, вĕсем ыттисенчен начар мар çитĕнỹ тăваççĕ. Çак ĕçре ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕнчен, вĕсем пулăшнинчен, тăрăшнинчен питĕ нумай килет”, — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Олег Алексеевич. Ку сăмахсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева та килĕшрĕ. Унăн шухăшĕпе, вĕрентỹ ĕçне пурнăçлакансем наци пуянлăхĕшĕн хавхаланнине, мăнаçланнине тата юратнине хушмалла. ЧР культура министрĕ Роза Лизакова çумпрограммăн проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисем, вĕсене пурнăçламалли тапхăрсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. “Пысăк пилĕк мероприятие пурнăçа кĕртме палăртса хутăмăр. Паян пăхса тухакан, сỹтсе явакан документ проект кăна, Çавăнпа унта хушусем кĕртме, улшăнусем тума майсем пур. Экспертсен сĕнĕвĕсене шута илетпĕрех”, — терĕ Роза Михайловна. Унтан вăл “çавра сĕтеле” хутшăннисене сăмах пачĕ. Сергей Яковлев, ЧР вĕрентỹ министрĕ: — Паян республикăри 417 шкултан 211-ĕшĕнче чăвашла вĕрентеççĕ. Чăваш шкулĕсенче çак ĕçе пурнăçлама эрнере 3-4 сехет уйăрнă, вырăс шкулĕсенче 1-2 сехет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулта пĕлỹ илнĕ ачасен 36 проценчĕ чăвашла вĕреннĕ. Вĕрентекенсем ачасене пĕлỹ панипе пĕрлех воспитани ĕçне те тĕпе хураççĕ. Халăх йăли-йĕркине, культурине чуна хывмасăр ăс-хакăл пахалăхне ỹстерме çук. Михаил Анисимов, ЧР информполитика министрĕ: — Эпир ку программăна тахçантанпах кĕтнĕ. Палăртса хăварма кăмăллă: республикăра кун çути куракан хаçат-журналтан 70 проценчĕ чăвашла пичетленет. Чăваш кĕнеке издательстви иртнĕ çул кăларнă кăларăмсенчен 52-шĕ — чăвашла. Наци телерадиокомпанийĕ те чăваш сăмахне халăх патне çитерес тĕлĕшпе начар мар ĕçлесе пырать. Республикипе илсен Елчĕкпе Тăвай районĕсем кăна пирĕн передачăсене илтеймеççĕ. Кăçал ку ыйтăва татса парăпăр — малашне вĕсем те итлеме пултарĕç. Пичет кăларăмĕсенчен республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсем патне каяççĕ. Тата çакна та асăнса хăварасшăн. Яндекс куçаруçă пире текстсене чăвашларан вырăсла тата вырăсларан чăвашла куçарма пулăшрĕ. Юрий Исаев, Вĕрентỹ институчĕн ректорĕ: — Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлес ыйту та пур çумпрограммăра. Садиксенче вĕсене тăван чĕлхепе калаçтарнисĕр пуçне чăвашла мультфильмсем кăтартассине йĕркелемелле. Çак ĕçсене “Пĕрле” фонда явăçтарнине ырлатăп. Кунашкал фонд кỹршĕсен — тутарсен, пушкăртсен — чылай маларах ĕçлеме пуçланă. Вĕсен уссине эпир те курса ĕнентĕмĕр. Çак механизмсемпе туллин усă курсан халăхăмăр йышĕ ытлах чакмĕ. Петр Краснов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ: — Программа проекчĕ килĕшрĕ. Хальиччен кун пек анлă, пуян содержаниллĕ программа пулманччĕ. Ĕçĕсене те чылай палăртнă, анчах вĕсене пурнăçлама питĕ сахал укçа уйăрма пăхнă пек туйăнать. Ĕç планĕнче республикăра, çавăн пекех регионсенче вырăна тухса ăслăлăх тĕпчевĕсем, экспедицисем — этнографи, фольклор, археологи енĕпе — ирттересси пирки калани пур. Кунашкал мероприятисем те тахçантанпах пулман. Юхма Мишши, Чăваш халăх писателĕ: — Чĕлхене аталантарас тесен пирĕн чи малтан орфографи пирки шухăшламалла. Ĕлĕкхине таврăнмасăр ăна кирлĕ пек аталантараймăпăр. Тепри те, чуна ыраттараканни, пур. Урамсене ят парасси. Хăй вăхăтĕнче эпĕ те çак енĕпе ĕçлекен комиссиреччĕ. 48 хушамат сĕнтĕм. Хулара чăваш паттăрĕсене асăнса лартнă пĕр палăк та çук. Пăрттаса илер. Вăл Мининпа Пожарский хыççăн виççĕмĕш çын пулнă. Чулхулара çак виçĕ çыннăн палăкĕсене лартма палăртнă. Хула урамĕсене чăвашла çырнă чухне йăнăшсем каяççĕ. Намăс. Вĕрентỹ программи те мана тивĕçтермест. Чылай çĕршывра пулнă эпĕ. Шкулсене кĕрсе курнă. Германире вырăсла вĕренекен ачасемпе урока калаçу мелĕпе ирттереççĕ. Францире те çаплах. Вĕсен тĕллевĕ _ ачана чи малтан ют чĕлхепе калаçма вĕрентесси. Надежда Смирнова, “Хыпар” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика