07 августа 2020 г.
Эрнере виçĕ кун пирĕн яла — Çĕньял Шетмĕне автолавкка килет. Вăл çỹрекен ялсем 15-е яхăн пирĕн район территорийĕнче. Унсăр пуçне кỹршĕллĕ Канаш районĕнче 7 ял. Халăх палăртнă вăхăта чăтăмсăр кĕтет урапа çинчи магазина: çăкăр-тăвар, кăлпасси, тутлă шывсем, тăварланă пулă... ача-пăча валли тĕрлĕрен пылак çимĕç. ЛПурне те çепĕç кăмăллă, вашават, тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерет Оля Павлова сутуçă. Машинăна тытса пыраканĕ, 1965 çулта çуралнă, аслă пĕлỹ илнĕ, Красноармейски салинче пурăнакан Анатолий Афанасьев предприниматель. Çак ĕçе 2015 çултанпа кỹлĕннĕ вăл. Унсăр пуçне район центрĕнче ларек та пур унăн. Ирхи 5 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетчен руль умĕнче. “Çăмăлах мар, паллах, анчах халăх туяннă апат-çимĕçпе кăмăллă юлнине курсассăн ывăнни таçта кайса кĕрет”, — калаçăва малалла тăсать Анатолий. Ялти тавар илекенĕн кăмăлĕсене тивĕçтернĕ хыççăн “Газель”-фургон автолавкка тепĕр яла васкарĕ. Л. Соловьев.