АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслашшĕ ывăлĕсене хĕрес хурса вăрçа ăсатнă

07 августа 2020 г.

“Пуля манăн шинель аркине те лекмен”, — çапла калатчĕ асатте Архип Спиридонов. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнă, нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ. Унта çĕр улми хуппине пĕçерсе çинине каласа кăтартатчĕ. Асатте тыткăнра нимĕçле çĕр таран шутлама вĕреннĕ. “Хундерт” (нимĕçле — çĕр) тени асрах,” — калаçăва пуçларĕ Красноармейски районĕнчи Анатри Типçырма ялĕнче пурăнакан Валериян Михайлов. Вăл çак ялта 1932 çулта çуралнă.

Аманса таврăннă

Архип Спиридоновăн тăватă ача, икĕ хĕрпе икĕ ывăл, пулнă. Михаил — Валериянăн ашшĕ. 1875 çулта çуралнă Эрхип кĕрпе арманĕ тытнă, хăй каткасем туса сутнă, кĕрĕк çĕлеттерме тир пухнă. 1931 çулта ăна репрессиленĕ, çемйипе пĕрле Çĕпĕре вăрман касма янă. Арăмĕпе Анисийăпа, ывăлĕпе Павăлпа тата хĕрĕпе Ульянăпа пĕр вăхăт унта пурăннă. Кайран каялла таврăннă. Эрхип Турра ĕненекен çын пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан икĕ ывăлне те фронта илнĕ. Ашшĕ Павăлпа Михаила хĕрес хурса, кĕлĕ вуласа ăсатнă. Икĕ ывăлĕ те киле таврăннă. Михаил вăрçă пуçлансанах, çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, фронта кайнă, Ленинград çывăхĕнчи Ижора заводне ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. Çав çулах, юпа уйăхĕнче, Михаил аманнă, пуля сылтăм аллине лекнĕ. Кун хыççăн вăл госпитальте сипленнĕ. Анчах алли ĕçлеме пăрахнăран салтака киле янă. “Вăрçă вăхăтĕнче эпир выçах ларман, çĕтĕк-çурăк çỹремен. Асатте çăпата туса Красноармейскине, Вырăс Сурăмне пасара сутма çỹретчĕ. Пĕррехинче мана кĕпе туянса пачĕ. Питĕ савăнтăм. Пире кантра явма вĕрентрĕ. Атте вăрçа кайсан асатте çемьешĕн тĕрев пулчĕ”, — йывăр вăхăта аса илчĕ Валериян Михайлович. Йышĕ пулнă. Укахви Степановăпа Михаил Архиповăн вăрçăччен 6 ача çуралнă. Иккĕшĕ пĕчĕк чухнех чирлесе вилнĕ. Лена, Валериян, Зоя, Павăл, Аверки тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Валериян — çемьери иккĕмĕш ача. Çемье пуçĕ вăрçăран таврăнсан Гаврилпа Георгий çуралнă. “Атте вăрçа кайнине лайăх астăватăп. Эпĕ ун чухне 9 çултаччĕ. “Лайăх вĕренĕр, лайăх пурăнăр. Апая итлĕр”, — тесе хăварчĕ. Апай ỹлесе макăрчĕ. Аманнă хыççăн киле ярсан Алманчран Кушкăри почта уйрăмне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вара ăна асатте лашапа илме кайрĕ. Эпир вăл килнĕшĕн савăнтăмăр. 2-ри Аверки аттене палламарĕ, кайран хăнăхрĕ”, — иртнĕ кунсене аса илчĕ “вăрçă ачи”. Хăрах алли ĕçлемесен те ахаль ларман салтак. Лаша кỹлсе парсан Шупашкара пушăт леçме кайнă, пĕр çĕр выртсан каялла таврăннă.

“Врак! Врак!”

Ашшĕ вăрçăра чухне Лена, Валериян, Зоя колхозра лашапа ĕçлекен амăшне пулăшнă. Пĕчĕк Павăлпа Аверкие аслашшĕ пăхнă. “Аслисемпе пĕрле çывăрма выртнă, апайпа пĕрле тăнă. Шкула кайиччен Шетмĕ леш енчен икĕ рейс кĕлте турттарнă. Шкултан таврăнсан мĕн тĕттĕм пуличченех лашапа ĕçленĕ”, — малалла каласа кăтартрĕ Валериян Михайлович. Ĕне, качака усранăран сĕтел çинчен сĕт-турăх татăлман, кăмакара çăкăр пĕçернĕ. Çĕр улми лартса ỹстернĕ. Çапах Валериян та ытти ачапа пĕрле уя крахмал пуçтарма çỹренĕ. “Вăрнар çулĕпе салтаксем утатчĕç. Командирĕ çывăхри ялсене кĕрсе çĕр выртмалли вырăн шыранă, миçе салтак йышăнма пултарассине килĕрен ыйтса çỹренĕ. Пĕрре пирĕн пата та салтаксем çитрĕç. Вырăсла калаçрĕç. Эпир, вĕт-шакăр, вĕсем ăçтан пулнине ыйтма та пĕлмен. Анне вĕсене апат çитерсе çула ăсатрĕ. Пĕррехинче пирĕн яла аэроçуна килсе ларчĕ. Пучах çырми леш енче юр çавăрттарнине курсан Юти мучи: “Врак! Врак!” — тесе хирĕç чупнă. “Овраг” теме пĕлмен ĕнтĕ. Тепĕр кун ирхине вăрантăм та, урамра тем кĕрлеттереççĕ. Те шохвер, те летчик темелле вĕсене — аэроçунапа виçĕ вырăс килнĕ. Вĕсем каçхине Красноармейски çулĕ çинче çухалса кайнă та пирĕн ял еннелле пăрăннă. Хăйсен хырăмĕ выçнă. Апай вĕсене çăмарта, çăкăр парса янине астăватăп. Вăрçă вăхăтĕнче яла ыйткалакансем килетчĕç. Апай вĕсене çăкăр, çĕр улми парса яратчĕ”, — иртнĕ кунсем “вăрçă ачин” куçĕ умне тухса тăчĕç.

Салтакра шофера вĕреннĕ

Салтака кайиччен Валериян Михайловăн специальноç пулман. Шкулта вăл 7 класс вĕреннĕ. 1951 çулта салтака кайма повестка килнĕ. Юпан 17-мĕшĕнче аккăшĕ Лена ăна Мăн Супара лашапа леçнĕ. Унта пуйăса ларса Канаша çитнĕ, Канашран Улан-Удэне илсе кайнă. “Ноябрь праçникĕ тĕлне унта çитрĕмĕр. 1952 çулхи кăрлач уйăхĕнче Крыма куçарчĕç. Улан-Удэре сивĕччĕ, эпир атăпа кăначчĕ, ура пỹрнисем шăнса каятчĕç. Крыма çитрĕмĕр. Унти салтаксем гимнастеркăпа кăна. Çавăн чухне пĕрремĕш хут тинĕсре шыва кĕрсе куртăм”, — салтак вăхăтне аса илчĕ Валериян Михайлович. Унта чăваш каччине шофера вĕрентнĕ. Вăл аэродром тунă çĕрте ĕçленĕ, машинăпа гравмасса, хăйăр турттарнă. Валериян пĕртен-пĕр чăваш пулнă. 1954 çулхи раштав уйăхĕнче вăл киле таврăннă. Мăн Супартан Анатри Типçырма ялне лавккана кĕрсе амăшĕ, пĕртăванĕсем валли парне туяннă. “Киле çитрĕм. Асатте Четрике ĕçпе кайнă шăпах. Эп салтакра чухне вăл Гаврила велосипед илсе панă, шăллăм ăна утланчĕ те часрах асаттене чĕнме вĕçтерчĕ. Пĕрле пухăнса сĕтел хушшине лартăмăр. Тепĕр çулхине, пуш уйăхĕнче, асатте вилчĕ”, — пирĕн калаçу малалла сыпăнчĕ. Аслашшĕн хĕрĕх кунхине асăнма эрех кирлĕ тесе Валериян Шупашкара çуранах кайнă. Унта пĕр каç выртсан каялла кутамккапа таврăннă. Çамрăкскер ывăннине пĕлмен ун чухне, каллĕ-маллĕ 50 çухрăм утнă.

“Путин кашни çулах çыру çырать”

Салтакран таврăнсан Валериян Михайлов Красноармейскинче МТСра бензовозпа ĕçленĕ. Унта çуралса ỹснĕ Хевронь сĕт-çу заводĕнче тăрăшнă. Каччă завода ĕçпе тăтăшах пынă. Çапла паллашнă та хĕрпе каччă. 1959 çулта вĕсем пĕрлешнĕ. “Хĕре машинăпа илме кайрăмăр”. Туя чăвашсен йăлипе ирттертĕмĕр. Халĕ кафере уявлаççĕ, музыка кĕрленипе хăлха çурăлса тухать. Ĕлĕк уявра туй арăмĕсен тенкĕ сасси, вĕсем юрлани илтĕнсе тăнă”, — иртнипе хальхине танлаштарчĕ “вăрçă ачи”. Хевроньпе Валериян тăватă ача ỹстернĕ. Асли çуралсан амăшĕ ăна Федя ят панă. Кайран Вера, Наташа, Люба çуралнă. Мăшăр пĕрле 54 çул пурăннă. 2013 çулта Хевронь чĕрепе чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Валериян Михайлович бензовозпа ĕçленĕ хыççăн тăван колхозне куçнă, автобус рульне тытнă, кайран Мăн Шетмĕ больницин васкавлă медпулăшу машинипе çỹренĕ. “Путин кашни çулах çыру ярать. Мана паллаççĕ-ха та”, — хăйне манманнишĕн, çĕршыв Президенчĕ Çĕнтерỹ уявĕпе саламласа открытка янăшăн хĕпĕртерĕ “вăрçă ачи”. Унăн аллине “Комсомольская правда” хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче тухнă номерĕ лекнĕ. Ăна вăл типтерлĕн упрать. И. АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика