АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Е. Грабчакпа тĕл пулнă

07 августа 2020 г.

Е. Грабчакпа тĕл пулнă

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство çуртĕнче Раççей Федерацйийĕн энергетика министрĕн çумĕпе Евгений Грабчакпа тĕл пулнă. Уçă калаçăва Шупашкарта РФ Правительствин электричествăпа тивĕçтерессин хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн (федераци штабĕн) ларăвĕ пуçланиччен ирттернĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче ертỹçĕсем объектсене кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрлесси пирки сỹтсе явнă. “Хамăр ума ĕçлемелли тĕллевсене чылай палăртрăмăр. Авăн уйăхĕн çурри тĕлне пĕтĕмпех палăртса хунă ĕçсене туса пĕтермелле”, — тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Евгений Грабчак Атăл-çи тăрăхĕнче вырнаçнă регионсенче электричествăпа тивĕçтерс ыйтусемпе лайăх ĕçленине каланă. “Кăтартусем те аван”, — тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. “Электричествăпа ти-вĕçтерекен службăсен пурлăх никĕсĕ пуянланса пырать. Пысăк технологийĕн витĕмлĕхĕ куç кĕретех. Ку вара чи кирли. Инвестици явăçтарма та условисем паха. Çĕнĕлĕхсене куратпăр, малашне те республикăра кун пек пысăк ỹсĕмсем пулассине шанатпăр”, — тесе каланă министр çумĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче республика территорийĕнче электротехника кластерне аталантарасси пирки ыйтăва сỹтсе явнă, сăмах май, сумлă хăна шăпах та, ĕçлĕ визитпа регионта пулнă май хăш-пĕр предприятисен ĕçĕпе паллашма кăмăл тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика