07 августа 2020 г.
Касу хăваланă çĕрте ирпе халăх йышлă. Арçынĕ те, хĕрарăмĕ те кĕшĕлтетет кăна. Пĕрисем маларах, теприсем кăштах каярах хăвалаççĕ ĕне-выльăха. Унччен вара, кĕтỹç çаран çине çул тытиччен, пĕчĕк ушкăна пухăннăскерсем хĕрсех сăмах çăмхине сỹтеççĕ. Пракка ялти кашни хыпар-хăнара хĕлĕх ала витĕр кăларать. Кашни киле кĕрсе тухать, ят-хушаматпах тăрă шыв çине кăларать. — Эсир хамăр ялти пултаруллă арçынсене пĕлетĕр-и? Ара, хут купăс тăсма юратакансене, — куçĕсене мăчлаттарать Пракка. — Паллаштарам-и! — Эпир хаваспах, хаваспах... — сарлака хул-çурăмлă арçын енне çаврăнчĕç сак çине вырнаçнисем. — Хаваспах! Пысăках мар ял пултарулăх çыннисемпе пуян пирĕн. Праккасен аслă урамĕнче çеç хут купăсçăсем виççĕн-тăваттăн. Ванюш, Мĕтри, Кĕркури тата илемлĕ сăн-питлĕ Ваçлей... Эх, çăмăллăн туртаççĕ хут купăса. Эх, çамрăклăхра мĕн чухлĕ хĕр-упраç чунне хускатман пуль вĕсем. Сак çине вырнаçнă пĕчĕк ушкăн ытти хыпар-хăнар тавра та шĕкĕлчерĕ. Ытларах яла тирпей-илем кĕртес ыйту канăç памарĕ тата. Хĕрарăмсем ку тĕлĕшпе арçынсене итлерĕç. — Сирĕнтен хăшĕ-пĕри ĕçкĕ-çике куç хывнă. Çавах та хăвăр хыççăн пушă кĕленчесене пуçтармаллах. Халĕ, акă, пăхăр-ха, хамăр вырнаçнă сак таврашĕнчех кĕленче, çỹп-çап хуçаланать. — Тьфу! — алăри шĕшкĕ туйине çавăрттарчĕ Тарье. — Тимлĕ пуласчĕ арçынсен. — Ăнлантăр-и? — касу хыççăн çăка хуллине хускатса утрĕ пĕчĕкрех çан-çурăмлă Плаки. — Хăвăр хыççăн хăнăхăр пуçтарма!
Г. Тусли