07 августа 2020 г.
Ялтан татăлмасть вăл. Канмалли кунсенче сывлăш çавăрмалла килет-каять. Ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕ çав тери çывăх, паха Аньăшăн. Хальхинче те, черетлĕ шăматкунра, яла çитрĕ вăл. Шупашкар-Уйкас Кипек маршрутлă “Газель” çỹрени çав тери меллĕ çав. Ĕçлеме те, канма та çăмăллăх çав. Çакă Аньăшăн та, тăван ял-йышшăн та питĕ вырăнлă. Йышлă çемьере çитĕнчĕ Аня. Плаки аккапа Самуил пиччен пиллĕкмĕш хĕр-упраçĕ вăл. Шурă Шупашкарти пĕр пĕрлешỹре тăрăшать. Качча тухнăччĕ-ха, Вăрмар тăрăхĕн çамрăкĕпе çемье çавăрнăччĕ. Шел, сакăр çул каялла юратнă мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Халь Володя ывăлĕпе, Ксюша кинĕпе тата мăнукĕсемпе — Неллипе, Яниспа чун-чĕре кăмăлне уçать. Аня ĕçе юратнипе тата йывăç-чечеке лартма-акма хăнăхнипе палăрать. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Çырма хĕрринче, кил-çурт умĕнче чăн-чăн çăтмах, илем. Вун иккĕмĕш çул Аня каштанĕсем кашлаççĕ, çилпе пăшăлтатаççĕ. Чечек çураççĕ çулленех, ырă шăршă сараççĕ. — Мăшăрăн аппăшĕ панăччĕ вăррине. Хамах акса ỹстертĕм вĕсене. Пĕчĕк ращара çăкасем те пур. Пион, роза, лили тата ытти чечексем сăн-сăпат кĕртеççĕ урама, — йăл кулăпа калаçать Аня Ильина. — Палисадник те манăн чечексемпе пуян. ...Кăнтăр енчен утă уйăхĕн çилĕ юхса килет. Пуç таяççĕ каштансем.
Г. Тусли.