07 августа 2020 г.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ çывхарать. Кăçал Пĕлỹ кунĕнче шкул ачисемпе студентсем парта хушшине йăлана кĕнĕ чухнехи пекех ларĕç. Анчах вĕренỹ ĕçне Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене шута хурса йĕркелĕç. Мĕнлерех йĕркепе пулĕ вăл? Çак тата ытти ыйтăва оперштабăн Правительство çуртĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче сỹтсе яврĕç. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ. Лару-тăру майĕпен йĕркеленсе пырать. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ республикăра эрнесерен чакать. Амак ернипе нушалакансем ытларах 40-59 çулсенчи çынсем. Ỹпке чирĕпе (пневмония) аптăракансен йышĕ те чакнă. Калăпăр, утă уйăхĕн пуçламăш эрнинче усал çак чир 438 çынна ернĕ тĕк, уйăхăн юлашки эрнинче 309 çын чирленĕ. ОРВИпе утă уйăхĕн малтанхи эрнинче 4000 ытла çын аптăранă, юлашки эрнинче — 2800 çын. Иртнĕ эрнере те ятарлă ушкăнсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти ресторансемпе кафесене тĕрĕсленĕ. “Варвара” ресторанта, “Лимонад” кафере йĕркене пăснă чылай тĕслĕхе тупса палăртнă. “Лимонад” ĕç-хĕлне чарса лартнă. Общество апатланăвĕн вырăнĕсенче, лавккасенче, транспортра халăх йĕркине пăснă тĕслĕх çав-çавах тĕл пулать. Халăх маскăпа çỹресе йăлăхнă-ши — питех тăхăнасшăн мар. Иртнĕ эрнере ятарлă ушкăнсем 160 суту-илỹ вырăнне тĕрĕсленĕ, инфекци сарăласран хỹтĕлемелли йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Шупашкарти “Ярмăрккă” суту-илỹ комплексне те çитнĕ. Маска тăхăнмасăр ĕçлекен сутуçăсем тĕлĕшпе актсем çырнă. Иртнĕ эрнере Улатăр тăрăхĕнчи Атратьри психоневрологи интернатĕнче пурăнакансен хушшинче коронавирус инфекцийĕ сарăлнă. Çакă ỹт температури ỹснипе, чирлĕ çынсене изоляцие вăхăтра куçарманнипе, профилактика ĕçĕсене çителĕклĕ туманнипе çыхăннă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра халĕ халăха пневмони инфекцийĕнчен вакцинаци тăвас ĕç пырать. Республикăра вакцина шучĕ çителĕклĕ, çитес вăхăтрах грипран тумалли вакцина килмелле. Умра — кĕркунне, грипп тата ОРВИ тапхăрĕ. Çавăнпа вакцинаци тăвассине халех пуçăнмаллине аса илтернĕ Олег Николаев. Çавăн пекех коронавирус инфекцине тĕрĕслемелли ПЦР тестне кăмăл тăвакансем пурте пама пултараççĕ.
“ХЫПАР” хаçатран.