07 августа 2020 г.
Уйăх каялла кăна-ха Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев Федерацин “Тĕп наукăпа методика ветеринари лабораторийĕн” патшалăх бюджет учрежденийĕн филиалне Шупашкарта уçассине хăвăртлатмалли çинчен каланăччĕ пĕр канашлура. Ку йышши филиал республикăра кирли куç кĕрет. Çакна регионти предприяти-хуçалăх ĕçченĕсем те çирĕплетнĕччĕ лаборатори ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура, филиал çитес вăхăтра ĕçлесе каясса шанни пирки те каланăччĕ ун чухне. Чăваш Енре лаборатори таврашĕ çук мар. Анчах та хăш-пĕр енпе тĕпчевсем ирттерме ытти регионсене кайма тивет: Хусана, Чулхулана, Самарăна. Çĕнĕ филиалта пур енлĕн тĕпчевсем ирттерни паха. Чĕр чунсен, кайăк-кĕшĕксен, пулăсен тата пыл хурчĕсен чирĕсене тĕпчеççĕ. “Апат-çимĕçе ăçта тĕрĕслеттерме пулать-ши?” — ыйтăва час-часах илтме пулать. Ăнланмалла, кашниех лайăх продукци туянасшăн. Апат-çимĕç пахалăхне пĕлес текен çынсен ыйтăвĕсене те тивĕçтерĕç. Продукцие тата вăрлăха сертификацилессипе тата декларацилессипе çыхăннă ĕçе те тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Филиал продукци эксперт пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшсе тăнине те хаклать. Çĕр надзорĕпе çы-хăннă ĕçре тăпрана тĕпчеттермесĕр пулмасть паллах. Халĕ çĕре Чулхулана тата Самарăна тĕпчеве ямалла. Малашне вара филиал çак ĕçе пурнăçлама пробăсене Шупашкартах илме пултарнине пĕлтерет. Çĕр вĕт яланах калаçтарать. Тĕрĕслевсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕх сахал мар тупса палăртаççĕ. Юлашки çулсенче çак категориллĕ çĕр çинче хăйăр кăларас йĕркене пăхăнманни темиçе районта та пулчĕ. Ытларах чухне рекультиваци проекчĕ çукки сăмахлаттарать. Ăна ăçта тумалли пирки те ыйту сиксе тухать. Çĕнĕ филиал ку енпе пулăшма пултарнине палăртас килет. Унта кунсăр пуçне çĕр пулăхлăхĕ пирки те пĕтĕмлетсе документсем хатĕрлеме пултараççĕ. Ытти ĕçсем пирки регионти Россельхознадзор управленине шăнкăравласа е сайтра вуласа пĕлме пулать. Хальлĕхе кунта пробăсене йышăнма темиçе пỹлĕм уйăрнă.
Н. Васильева.