АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей статистики цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравне хатĕрленнине хак панă

07 августа 2020 г.

Çĕршыв историйĕнчи Пĕтĕм Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравĕ 2021 çулхи апрельте иртет. Вунă çулта пĕрре пулакан çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме тăкаксене икĕ хут чакарма май килнине пĕлтеретпĕр. Çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре тата Крымра ăна мĕншĕн чăтăмсăррăн кĕтеççĕ? 2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне регионсем 80 процент хатĕр. Ун пирки июлĕн 30-мĕшĕнче Симферопольте иртнĕ “Пысăк çĕршывăн пысăк даннăйĕсем: Раççейĕн цифрăллă пĕрремĕш çыравĕ тата регионсен аталанăвĕ” пресс-конференцире Раççей статистикин ертỹçин çумĕ Павел Смелов пĕлтернĕ. “Хатĕрленỹн тĕп тапхăрĕсем вĕçленчĕç, çыравçăсен командине пуçтарасси тата вĕсене вĕрентме пуçласси çеç юлчĕ”, — тенĕ вăл. Вăл асăннă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ытти чухнехи пекех хут бланксемпе усă курса йĕркелесен тăкаксем 65 миллиард тенкĕ пуласса 2016 çултах палăртнă. “Пĕтĕм ĕçе оптимизацилесе, хут листасемпе усă курассине пăрахăçласа тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе çырав ирттерме кирлĕ тăкаксене икĕ хут ытла чакарма май килчĕ, халĕ вăл 31 миллиардпа танлашать”, — тенĕ П. Смелов. Вăл шутран 14 миллиард тенки 315 çыравçăна тата 45 пин контролера ĕç укçи тỹлеме каять. Вĕсене кашнинех ятарлă программăллă планшет параççĕ, унта вĕсем пуçтарнă даннăйсене кĕртеççĕ. Унсăр пуçне, кашни çын “Патшалăх пулăшăвĕсем” порталта хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарать”, — аса илтернĕ Раççей статистикин ертỹçин çумĕ Павел Смелов. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче социаллă пурнăçпа демографи шайĕ пирки кăна информаци пуçтармаççĕ, çавăн пекех, пурнăç условийĕсемпе интересленеççĕ, — палăртнă Раççей статистикин халăх статистики тата сывлăх сыхлавĕ управленийĕн пуçлăхĕ Светлана Никитина. “Кашни çурта хăçан туса хута янине, стенасем мĕнле материалтан пулнине, электроçутă пуррине, ĕçмелли шыв кĕртнине халăх çыравне пула кăна пĕлме пултаратпăр”, — тенĕ вăл. Крым республикинче 4,7 пин çыравçăна ĕçе илмелле, Севастопольте — 1,2 пин, — палăртнă Крымстат ертỹçи Ольга Балдина. “Крым Республикине çырава ирттерме 20 миллион тенкĕ килмелле, — тенĕ вăл. — 2021 çулхи халăх çыравĕ Крымра та Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсенчи пекех пĕрешкел программăпа иртет”. 2014 çулхи çырав тăрăх çурутрав çинче 1,895 миллион çын пурăннă. “Хальхи вăхăтра 1,912 миллион çынна шута илнĕ. Халăх йышĕ, пĕтĕмĕшле илсен, миграцие пула ỹсет”, — каласа панă Ольга Балдина. 2014 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсенчен Крымра 175 наци çынни пурăнни курăннă. Пĕтĕм халăх шутĕнчен 65 проценчĕ вырăссем, 16 процент украинецсем, 12 процент крым тутарĕсем. “2002 çулхи çыравпа танлаштарсан çурутраври халăхсен тытăмĕ улшăннă — вырăссем йышланнă, — палăртнă Крымстат ертỹçи. — 2021 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ хыççăн вара Крымри халăхсем пирки çĕнĕ даннăйсем пулĕç. Çавăнпа эпир ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр”. Чăваш Республики Чăваш Республикинче халăх çыравне ирттерме 3 пине яхăн çын кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра мĕнпур муниципаллă районсенче тата хула округĕсенче халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе 34 уполномоченнăй ĕçлет. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ кăçалхи октябрьте иртмеллеччĕ, анчах та чир сарăлнипе çыхăннă чарусене пула Раççей Правительстви ăна 2021 çулхи апрель уйăхне куçарма йышăннă. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен цифрăллă технологисемпе усă курса иртет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ — Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн çинчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электронлă çырав листисене тултарса пĕлтерме пултарать. Килсене тухса çỹрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ.

“Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиаофисĕ. www.strana2020.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика