07 августа 2020 г.
Райхаçатăн 51 (10048) №-че пичетленнĕ “Ырă çын пулăр!” статьяна (авторĕ — И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн студенчĕ М. Емельянова) хумханмасăр вулаймастăн. Чăнах та, питĕ вырăнлă, курăмлă ыйту тавра çаврăнать студентка-хĕр-упраç. Тарăн шухăша ярать тата шухăшлаттарать. Тĕрĕсех. Ырă çын пулма çăмăлах мар çав... Марина çырăвĕ хыççăн шухăш хыççăн шухăш пуçа капланчĕ. “Ырă çынах-ши эпир?” тесе хама ыйту патăм. Материалти тĕслĕхсене пĕрин хыççăн теприне хам пурнăçпа çыхăнтартăм. Тата хам курни-илтнисене тепĕр хут аса илтĕм, хăш-пĕр пулăмсене манăçа хăварас килмерĕ. Паллах, пĕчĕк ĕç-и, пысăк ĕç-и — пĕлтерĕшĕпе ырă шухăшпа, ырă çын калаçăвĕпе çеç мар, хăйĕн ырă ĕçĕпе палăрать. Тимлĕхĕ, сăпайлăхĕ, тăрăшулăхĕ тата хăйне йĕркеллĕ тытни пĕтĕмпех ырă çын пулнипе çыхăнаççĕ. Ырă çын, ман шутпа, пуçласа курнăçсан: “Ырă кун е ырă ир”, “Сывлăх пултăр” е “Вăй патăр” тесе сăмах хушма та пултартăр. Вăл шурă куçсемпе пăхса, мăш! мăш! хашлатса ан ирттĕр, çынна хисеплетĕр, сăпайлăх пирки ан мантăр. Халь, каçарăр та, çавнашкал çынсем ватти-вĕтти хушшинче те йышлансах кайрĕç вĕт. Тĕслĕхрен, эпĕ акă ирпе-ирех сурăхсене касăва хăвалатăп та хам тĕл пулнă çынна “ырă ир пултăр”, “мĕнле çĕр каçрăмăр” тата “сывлăх еплерех” тесе сăмах хушатăп. Çав хушăрах пĕр темиçе хĕрарăм тата арçын шăлĕсене шатăрт! çыртсах хире-хирĕç хуравлаймаççĕ. Хăнăхман-ши? Е йăлана кĕреймен? Вăт ăçта вăл ырă шухăш? Тата ырă кăмăл? Ырă пускил — чăн-чăн пуянлăх. Хуйхи-суйхи тата пĕр-пĕрин уйрăлми пулăшăвĕ. М. Емельяновăпа ку ĕмĕт-калаçупа çывăх тата çураçуллă эпĕ. Ялта пурăннă май кỹршĕ-аршăпа тус-тăван пекех килĕштерсе, пĕр чĕлхерен пурăнни епле паха. Акă, унччен Плаки акка пурăннă йывăç кил-çурта унăн хĕрĕ Аня “сыхлать” халь. Типтерлĕ тытать, пахчи-анкартипе те туллин, чăн-чăн хуçалла усă курать. Урамра та, кил умĕнче те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать. Чечексене çав тери кăмăллать Плаки акка хĕрĕ. Ырă ĕмĕтпе, ырă ĕçпе уçăмлă тата курăмлă çав ырă çын. Çут çанталăка упрама пĕлни — акă тепĕр ырă ен тăрăшуллă хĕрарăмăн. М. Емельянова “Ырă çын пулăр!” статьяра çыннăн чăннипех те ырă çын ял-йышшăн, Тăван çĕршывшăн юрăхлă, усăллă, ятлă-сумлă тата ытти те шухăша хускатать. Вĕсенчен пахи, хакли, ырри çуках пуль çав пирĕн хушăра. Асăннă статьяна кашниех тĕплĕн вуласа тухасса, райхаçатра хăйсен шухăшне вырăн парасса шанатăп эпĕ.
Г. Ефимов