АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Нушапа тата тертпе иртнĕ çамрăклăх” статья тавра…

04 августа 2020 г.

Татьяна Борисовăн райхаçатăн 48 (10045) №-че çапăннă “Нушапа тата тертпе иртнĕ çамрăклăх” статйине чун уççипе вуларăм. Автор Хусакассинчи Тамара Осиповна Рябинина пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тавра сыпăнтарнă ăна. Лайăх вуланать, шухăшĕ кирлĕ. Сăмах май, Татьяна Ивановна çитсе курнă кил-çуртра эпĕ те тарават хăни пулнăччĕ, сĕтел хушшинче калаçу çăмхине сỹтнĕччĕ. Ку пулăм 1980 çулта çаврăнса тухрĕ. Т. Рябинина тăрăшуллă тата ĕçчен мăшăрĕпе Леонид Федоровичпа “Красноармейский” совхозăн лавне пĕрле туртрăмăр-çке асăннă çул. Тата Тамарăпа Леонидăн аслă хĕрĕ — Валентина манăн хисеплĕ мăшăрпа (Валя тетчĕ) туслăх çăмхине чăмăртанă. Паян та манăн хаклă тусăм, мăшăр — Мария Михайловна çав туслăх çăмхине сỹтĕлме памасть. Пайсупина çул тытнă май Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Упи ялне кĕрсе тухать, “сывлăх пултăр Валя”, — тесе ăшă кулăпа алă татать, ытама илсе вашават çупăрлать. Çапла пулмалла та кашниех йăпăртлăха хăнана килнĕ çăмăл мар пурнăçра. Чăнах та, халăх хăш ĕмĕрĕпе пурăнасси, намăс курасах мар тесе, мĕн чухлĕ ĕçлет, вăй хурать тата тапăçланать кашниех. Ачалăхра, паллах, атте-анне çине таянатпăр, çамрăклăхра вара Т. Борисова каланă пекех, нушапа тата тертпе çине тăрса тăвалла, йывăрлăхсене çĕнсе утатпăр. Çăмăлах килмен çав Янкас хĕр-упраçĕн кун-çулĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсен тапхăрĕнче татах... 1944 çулта вун тăваттă тултарман пулсан та, окоп чавма каякансен йышĕнче пулнă вăл. Тата кĕлетке-çурăм тĕлĕшĕнчен тĕреклĕскере вăй питтисемпе танах ĕçе кỹлнĕ. Лаша, урапа, çуна алăран кайман... Тата кирпĕч хума та пĕлнĕ, тĕрĕссипе йывăр тиеве — строительство ĕçĕ-хĕлне парăннă Т. Рябинина. Çемье тĕвĕленĕ саманта та кăмăл уççипе палăртать вăл. Çирĕп туйăмлă, мал ĕмĕтлĕ пулни куç кĕретех... хăйĕн чун варлине суйласа илнĕ те... Трак пуххинче кун-çул кустăрмине çавăрма пулăшаканĕ тата хăй килĕштернĕ Леонидпа курнăçнă та Тамара. Шавлă туй кĕрлеттернĕ, Хусакасси кинĕ пулса тăнă. Т. Рябинина мăшăрĕ пекех çав тери уçăмлă: чуна уçса сăмахлама хатĕр хĕрарăм пулнипе паллă. Леонид Федорович хăйĕн кун-çулне 40 çула яхăн механизатор пулнипе, çĕр аннене ĕçлесех тесех парăннипе, юратнипе ырă йĕр хăварнă. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав, 66 çула кайсанах çĕре кĕчĕ. Пархатарлă механизатор, комбайнер ырми-канми ĕçшĕн, канăçсăрлăхшăн тата çĕршывăн икĕ орденне тивĕçрĕ. Ятлă-сумлă çынсем пирĕн хушăра çук пулсан та чĕррисемпе танах хисепре, асра. Манăçсăр вĕсем... Т. Борисова вĕрентекен-журналиста куллен çулçỹреве тухма ỹркенменнишĕн тата тивĕçлĕ канăва тухнă çынсемпе тĕл пулас, вĕсемпе çума-çумăн ларса вĕсен шухăш-кăмăлĕ тавра çавăрни паха статьясем калăплама пултарнăшăн тавах тесшĕн эпĕ. Татах та анлăрах ĕçлеме тата райхаçат редакцине ытларах пуянрах содержаниллĕ ал çырăвĕсемпе пуянлатма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунасшăн.

Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика