04 августа 2020 г.
Çак кунсече Анатри Типçырма ялĕнче пурăнакан Анна Федоровна Терентьева çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Ял-йыш юбиляра ăшшăн саламласа малашлăхра та вашаватлăхпа ырлăх-сывлăх сунчĕ. Хисеплĕ ветерана ачисемпе мăнукĕсем, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Галина Иванова ертсе пыракан ушкăн ял-йыша, ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. Анатри Типçырмари Хĕветĕрпе Александра Федоровсен çемйинче Сергей (1912-X.1042), Петĕр (1920-26.12.1941) тата Анна (1925) çуралса ỹснĕ. Аслă пиччĕшĕ Сергей колхозсем тунă вăхăтра тракториста вĕренсе тухнă. “Çиçĕм” хуçалăхра “хурçă утпа” ĕçленĕ. Четрик хĕрĕпе — Анфиса Петровăпа çемье çавăрнă. П. Федоров столяр-платник ĕçне алла илнĕ. Çара кайиччен вăл Шупашкарти 320-мĕш заводра тăрăшнă. Петĕр алă ăсти шутланнă, ял çыннисене сĕтел-пукан туса панă, чỹрече хашакĕсене илемлетнĕ. Сăмах май каласан, пирĕн çуртра халĕ те Анни акай пиччĕшĕ ăсталанă сĕтел упранать... Пиччĕшĕсем пекех йăмăкĕ те малтан Кушкăри 7 класлă шкулта пĕлỹ илнĕ, колхозра уй-хир ĕçĕнче палăрнă. Ку тăрăхра Федоровсен çемйи хисепре тăнă. Ялти мĕн пур ĕçе пуçлама (тырă акмалла-и, ăна пухса кĕртмелле-и, çĕр улмипе пахча çимĕç лартса-кăлармалла-и, авăн çапса капан тумалла-и) тирпейлĕ те вашават Александра акая шаннă. Анни аслисенчен тĕслĕх илнĕ, нумайрах пĕлме, вĕренме тăрăшнă. Çавăнпах вăл Трак шкулĕн 8-мĕш класне çул тытнинчен никам та тĕлĕнмен. — Эпир шкулăн 2-мĕш хутĕнче вĕренеттĕмĕр. Саккăрмĕшсем икĕ класчĕ: “а” тата “б” ушкăнсем. Пĕррехинче математикăпа тĕрĕслев ĕçĕ ирттерчĕç. Манăн задача тухмарĕ. Коридорта çамрăксем пĕр-пĕринчен ыйтатпăр: “Санăн мĕнле? “Никам та тупсăмне пĕлмен иккен... “Задачăра йăнăш пулнă” — çирĕплетнĕ учительсем. — 80 çул каярах мĕн пулнине шатăртаттарсах аса илчĕ юбиляр. Тăххăрмĕш класс алăкĕ те уçăлчĕ ĕнтĕ Аннашăн. Анчах ашшĕ лăпкăн каланă пĕр предложени вара унăн ĕмĕтне тĕпренех татнă. “Кăçал шкула каймастăн пулĕ, апуна пăхас пулать”. Çапла тăван ялтах тĕпленет А. Федорова. 1946 çулта Вера Скворцова — кỹршĕ хĕрĕ — Кушкă ялне качча тухать. Çĕнĕ бригадира çырма-шутлама лайăх пĕлнĕ “Хитре Анние” (Трак шкулĕнче ăна çапла хисепленĕ) суйласа лартнă. Çак çул унăн пĕтĕм кун-çулне йĕркелесе янă. Г. Димитров ячĕллĕ колхозăн Типçырман Тури кукăрне кĕрекен ушкăнне ертсе пыма Степан Терентьев фронтовика шаннă. 1939 çулччен вăл Чатукассинчи почта уйрăмĕн начальникĕнче ĕçленĕ. С. Терентьев — икĕ вăрçă ветеранĕ, финсемпе хирĕç-тăру пуçлансан çĕршывăн çур çĕр чиккисене хỹтĕленĕ. Унти 118-мĕш стрелковăй полкра çапăçнă, телефонист пулса çар çыхăнăвне йĕркелесе тăнă. Финсене тăван çĕршывран хỹтерсе кăларас компанинче чăваш тăрăхĕнченех чылай салтак хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти Кайри Карăкри Петр Егоровпа Федор Трофимов, Еншик Чуллăри Аристарх Яковлев, Упи енчен Леонид Ефимовпа Николай Маслов тата ыттисем те... Пĕр çапăçура Çтаппана тăшмансем йывăр амантаççĕ. Типçырма каччине вара Ф. Трофимов (Геннадий Юмарт паллă поэт, фольклорист-педагог ашшĕ) çăлса хăварать, лазарета илсе çитерет. Райхаçатра кун пирки эпĕ хăй вăхăтĕнче “Вăрçăра çуралнă туслăх” корреспонденци çырса кăларнăччĕ... Ĕçлĕ хутшăнусем икĕ бригадира çывăхлатаççĕ. 1947 çулта вара ялта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Тепĕртакран çемьере Надя, каярахпа Миша, Нина, Леша тата Нонна çуралаççĕ. Надеждăпа Осип Алексеевсем Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрĕç, мăшăрĕ педагогра, Ăсан Уçăпĕ журналистикăра палăрчĕç. Вĕсен ачисем: Иринăпа Марина тата Александр. Михаил Терентьев — слесарь-инструментальщик. Вĕсем Лена мăшăрĕпе Олегпа Маринăна çуратса ỹстерчĕç. Нина — провизор, тивĕçлĕ канăва тухичченех Сĕнтĕрвăрри хулинче ĕçлесе пурăнчĕ. Халĕ амăшне пăхать. Çемьери кĕçĕн ывăл Алекей — аслă разрядлă токарь-станочник. Вĕсем Эльзăпа иккĕшĕ Людмилăна пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Нонна — бухгалтер. Вĕсем Валерăпа иккĕшĕ Галя, Костя, Сергей ятлă ачисене ура çине тăратрĕç. Паян 95 çулхи Анна аппа хăйĕн 5 ачин 9 мăнукĕпе, иккĕмĕш сыпăкри 14 мăнукĕпе, пĕчĕк Алисăпа виççĕмĕш ăратри мăнукĕпе, савăнса пурăнать. Ял-йышпа тăванĕсем хисеплĕ юбиляра ăшшăн саламласа паянхи пекех çирĕп сывлăхпа телейлĕ ватлăх сунаççĕ. Владимир Улăхсем.