АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » О. Николаев Трак енсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕ

04 августа 2020 г.

О. Николаев Трак енсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕ

Райхаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев Красноармейски тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулни çинчен пĕлтернĕччĕ. Олег Алексеевичпа Трак ене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А. Федотов, информаци ушкăнĕн ертỹçи, ЧР сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Кизилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" ООО компанин президенчĕ Ю. Попов, "Чувашхлебопродукт" АОн генеральнăй директорĕ Ю. Степанов, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем килнĕ. Вырма ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ О. Николаева район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов кĕтсе илчĕ, умри тĕллевсемпе, халĕ Трак енре пурнăçлакан ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан вĕсем тата Шупашкар хăнисем “Таябинка” Агрофирма” ОООна çул тытрĕç. Общество районта чи малтан вырма ĕçĕсене тытăннă. Иртнĕ юнкун, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче, “уй-хир карапĕсене” кĕрхи тулă пуссине илсе тухнă. Кăçал кунта 5216 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕннĕ. Агротехника мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçланăран уйрăмах кĕрхисем хỹхĕм ỹснĕ. “Уй-хир карапĕсем” Янкас ялĕ çывăхĕнчи уйра кĕрхи тулла пухса кĕртеççĕ. Типĕ те таса тырă обществăн йĕтемĕ çине килсех тăрать. Агрофирма ертỹçи А. Попов хăнасене вырма ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. — Паянхи куна 300 гектар çинчи тыр-пула алла илнĕ, уй-хирте 9 комбайн ĕçлет, — терĕ Алексей Юрьевич. — Тулă кашни гектартан 60 центнера яхăн тухать. Яланхиллех горчицăпа ĕçлетпĕр, ăна чикĕ леш енне сутатпăр. Кăçал тата эксперимент вырăнне тмин (ăна калемпĕр, енĕç теççĕ) акрăмăр, ăна сиплев вырăнне усă кураççĕ. Нумаях пулмасть çĕнĕ тухăçа упрама 8000 тонна кĕрекен хранилищĕне юсаса çĕнетрĕмĕр. — Районĕпе эпир 20 пин гектара яхăн çĕрсем çинче ака-суха ĕçĕсене пурнăçлатпăр. Çак лаптăкăн пĕрре-виççĕмĕш пайне шăпах асăннă общество ĕçченĕсем акса-туса тăраççĕ. Тавах вĕсене, — палăртрĕ А. Кузнецов. — Кăçал Чăваш Енре тыр-пул ăнса пулчĕ. Çакна, авă, “Таябинка” Агрофирмăн” тĕслĕхĕ те аван çирĕплетет. Тыррине туса илни пĕрре, ăна сутма та пĕлмелле-çке. Çавăнпа тыр-пул упрамалли хранилищĕсем туни аван. Ку унăн пахалăхне пĕр шайра тытса тăма май парать. Çак енĕпе обществăра аван ĕçлесе пыраççĕ, — терĕ сăмах илнĕ май О. Николаев. Ун хыççăн хăнасем “Композит21” ОООна çитсе курчĕç. Кунти ĕçĕ-хĕлпе унăн директорĕ Г. Афанасьев паллаштарчĕ. Асăннă предприяти, тĕпрен илсен, тĕрлĕ маркăллă ПВХ (поливинилхлорид) пластикĕсем, экструзи мелĕпе полимер япалисем кăларассипе ĕçлет. Кунта хваттерти пỹлĕмсем хушшинчи алăксен, кантăксен комплект пайĕсене, сад-пахча валли тĕрлĕрен япаласем (савăтсем валли виткĕчсем, шăвармалли шлангсем, пĕчĕк пăрăхсем), электроизоляци пăрăхĕсем тата ыт. те туса кăлараççĕ. Вĕсемпе Олег Алексеевич интересленсе паллашрĕ. Вăл ытти çĕрти ку йышши предприятисемпе коопераци йĕркелеме май пуррине палăртрĕ. “Республикăра ку енĕпе кластер çыхăнăвĕсем йĕркелеме пуçланă та”, — терĕ вăл. Тирпей-илем кĕртеççĕ, тротуарсем тăваççĕ, стадиона çĕнетеççĕ Черетлĕ чарăну — Красноармейскин газовиксем пурăнакан микрорайонĕ. Паян Красноармейски ялĕ пĕр-пĕр стройкăна аса илтерет. Ăçта пăхнă унта строительство техникине, ятарлă тум тăхăннă строительсене асрăхатăн. Ленин урамĕнчи 3-5 хутлă нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче строительсем шăпах тротуар сарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çакна Г. Степнов урамĕнче те пурнăçлаççĕ. А. Кузнецов Олег Алексеевича районта, Красноармейски ялĕнче çĕнĕ тротуарсем тăвас, киввисене юсас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. ЧР Пуçлăхĕн 2019 çулхи чỹк уйăхĕнчи “О дополнительных мерах по повышению комфортности среды проживания граждан в муниципальных образованиях ЧР” Указĕпе нумай хваттерлĕ çуртсен 14 картишне юсама, тротуарсем тума республика бюджетĕнчен 22,2 млн тенкĕ уйăрса панă. Кăçал Красноармейски ялĕнче 6 километр тăршшĕ тротуарсем тăваççĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенче те пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Унтан вĕсем Ленин урамĕпе çурран анса Çĕнтерỹ паркĕ витĕр тĕп стадиона çул тытрĕç. Çула май А. Кузнецов Трак вăтам шкулĕ çумĕнче бассейн тума палăртни, унăн проекчĕ хатĕрри, çывăх вăхăтра экспертиза витĕр тухмалли пирки каларĕ. Трак енре тирпей-илемшĕн сахал мар тимлĕх уйăраççĕ: район администрацийĕнчи хуçалăх пайĕн специалисчĕсен вăйĕпе велосипедсем лартма парковкăсем тăваççĕ, çỹп-çап валли йỹнĕ хакпа туяннă урнăсене сăрласа вырнаçтараççĕ, информаципе пĕл- терỹсем, сăнỹкерчĕксем валли ятарлă стендсем ăсталаса лартаççĕ. Тĕп стадионта хăнасене ДЮСШ директорĕ В. Моисеев кĕтсе илчĕ. Владимир Валерьянович “ЧР физкультурăпа спорта аталантарасси” патшалăх программипе тата “Физкультурăпа массăллă спорта аталантарасси” çум-программăпа асăннă стадиона тĕпрен юсаса çĕнетнипе паллаштарчĕ. Юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнчен 29,8 млн, район бюджетĕнчен 2,2 млн тенкĕ уйăрнă. Кунта халĕ хĕрсех строительсем ĕçлеççĕ, авăн уйăхĕ валли искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйне ĕçе яма хатĕрлеççĕ. Çакна уйрăммăн палăртмалла, Трак енсем республикăра пĕр-ремĕш ку йышши стадиона юсаса çĕнетме тытăннă. Çĕнетнĕ стадионта çавăн пекех çурран чупма хытă сийлĕ çул, тăрршĕне сикмелли тата снаряда инçĕшне ывăтмалли секторсем пулмалла. Олег Алексеевич районта тротуарсем тăвассипе, тирпей-илем кĕртессипе питех те аван ĕçленине, Трак енсем ку енĕпе республикăра чи малтисен шутĕнче пынине, пурнăçланă ĕçпе кăмăллă юлнине палăртрĕ. “Çакă вăл район администрацийĕпе халăх пĕрле, пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен килет. Малашне те çак енпех пымалла, уйăрса панă укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмалла, вăл икĕ ене те усă патăр”, — терĕ Олег Алексеевич. Тĕллевсем паллă, малалла ĕçлемелле Юлашкинчен О. Николаев Çĕнтерỹ паркĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райцентрта пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Вăл вырăнта татса памалли паянхи тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, ял çыннисене канăç паман ыйтусене çĕклерĕ. Сăмах кăçал ялсенче ĕне тытакансене уйăрса панă субсидисем пирки те пулчĕ. Трак енри 1545 уйрăм хушма хуçалăхра 2194 ĕне тытаççĕ, вĕсен хуçисене кăçал 6,3 млн тенкĕ субсиди панă. — Çитес пилĕк çулта района тĕрлĕ йышши проектсене пурнăçа кĕртме 1700 млн тенкĕ укçа килмелле. Задачăсем паллă, вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн пирĕн пĕр тĕллевпе ĕçлемелле, — терĕ А. Кузнецов. Юлашкинчен "Чăваш Ен" телерадиокомпанийĕн журналисчĕ О. Николаева çакăн пек ыйту пачĕ: "Ĕнер эсир Вăрмар районĕнче пултăр, паян —Красноармейскинче. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?" “Вăрмар тăрăхĕнчен хуçăк кăмăлпа таврăнтăм, паян Трак тăрăхĕнчен пысăк хавхаланупа тухса каятăп”, — терĕ Олег Алексеевич. Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика