31 июля 2020 г.
Красноармейски ялĕ кунсерен илемленсе пырать тесен те йăнăш мар пулĕ. Çакна кунта килен-каян асăрхарех пулĕ. Ĕлĕк ярмăркка пулнă лапама та хитре тĕс çапать. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов пулса курнă. Çак кунсенче лапамра "Телейлĕ çемье" çĕнĕ композици вырнаçтарнă. Вăл телейлĕ çемье пурнăçне сăнлать. "Телейлĕ те туслă çемьесем мĕн чухлĕ нумайрах, çĕршыв çавăн чухлĕ пуянрах. "Çут çанталăк паркĕнче" эпир пирĕн çĕр çинче 300-400 çул каялла пурăннă несĕлсен пурнăçне, ун чухнехи çут çанталăка кăтартас тĕллевлĕ. Çав тапхăрта çынсем те, çут çанталăк та пуян та таса пулнă. Çемьесенче тулли ăраскал хуçаланнă. Çынсемпе çут çанталăк хушшинче çыхăну çирĕп пулнă", _ тет парк йĕркелỹçисенчен пĕри С. Мефодьева общественник. Паркра эпир тĕрлĕ чĕр чунсен кỹлеписене, карусель, пăрахут, ыттине куратпăр. Вăл хăй патне илĕртет. г. Борзинĕ