31 июля 2020 г.
Ялсем хушшинчи çулсене хытă çул сарас ĕç Пикшик ял тăрăхĕнче малалла пырать. Çак кунсенче Çĕньял Шетмĕ ялĕнчи Чаканар урамĕнче вак чул сарас, хытарас ĕçсем пуçланчĕç. Урамра 7 хуçалăх вырнаçнă. 60 метр тăршшĕ çула Э. Иванов ертсе пыракан хресчен фермер хуçалăхĕ пурнăçлĕ. Çак кунсенче 87 çул тултарнă Т. Степанова савăнса: “Ку çула тахçанах ĕмĕтленнĕ, çуркуннепе кĕркунне, çумăрлă кунсенче машинăсемпе кĕрсе тухма чĕр нуша,” — тет. Пырса тăкнă хăйăрпа бетон катăкĕсене И. Никифоров Японире туса кăларнă тракторпа тĕксе якатать, С. Максимовпа А. Иванов вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлаççĕ. “Ямайкасси ялĕнчи Каганович урамĕнчи çул çинче те ĕçсене вĕçне çитермелле, юлнă 45 метр çула çывăх вăхăтра вĕçлемелле”, — пĕлтерет Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин. Л. Соловьев.