АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Кузнецов ĕçлĕ çул çỹревпе — район тăрăх

31 июля 2020 г.

А. Кузнецов ĕçлĕ çул çỹревпе — район тăрăх

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов черетлĕ ĕçлĕ çул çỹревпе Трак ен тăрăх çỹренĕ. Александр Николаевич чи малтан А. Игнатьев хресченпе фермер хуçалăхĕнче пулнă, ĕç-хĕлпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Кунта кăçал çĕнĕ ферма хута янă. А. Игнатьев палăртнă тăрăх, паянхи кун 112 мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 48-шĕ _ сăвакан ĕне. Сĕт сумалли зала ĕçе кĕртни продукцие пысăк пахалăхпа ăсатма май парать. Çакă вара сутлăх сĕт хисепĕн хакĕ çинче тỹрремĕнех палăрать. Малалла А. Кузнецов "Красное Сормово" тулли мар яваплă обществăна çитсе курнă. Яманаксем хĕрсех сенаж хатĕрлеççĕ. С. Иванов ертỹçĕ çĕнĕ фермăра çамрăк пăрусене тăрантармалли автоматла линипе (ăна "кормоняня" теççĕ) паллаштарнă. Вăл кашни çамрăк выльăх еплерех апатланнине тĕрĕслесе тăма май парать. А. Кузнецов Красноармейскинчи Первомайски урамĕнче пулнă, кунта ача-пăча лапамĕ тăвас ĕç епле пынипе интересленнĕ. Ĕç ветеранĕ А. Аркадьев район ертỹлĕхне лапама тума çĕр уйăрса панăшăн тав сăмахĕ каланă. Халĕ Красноармейскин чылай урамĕнче çĕнĕ тротуарсем тăвас ĕç вăй илнĕ. А. Кузнецов Г. Степанов урамĕнче çак ĕç епле пынипе паллашнă. Халĕ кунта строительсем çĕнĕ бордюрсем вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика