31 июля 2020 г.
“Халĕ ялта та хуларинчен кая мар пурăнаççĕ”, — тенине илтме пулать час-часах. Вăл çапла пулĕ-ха, анчах “цивилизаци” пур çĕре те çитнĕ тесе калассăм килмест. Пирĕн ялта, калăпăр, асфальт та çук, шыв та кĕртмен. Тепĕр тесен, хамăр айăп та пур кунта. Ялан айккинчен кам та пулин килсе пулăшасса кĕтсе ларатпăр. Анчах ют çынна пирĕн пурнăç кирлех-ши? Çапла пурăнатпăр паянхи кунчченех. Пилĕк Карайĕпех клуб пулнă. Халĕ салара кăна. 4 ялĕнче клубсен ĕмĕрĕ вĕçленчĕ. Ял картисем ишĕлсе анса куçран çухалнă. Юрать-ха, лавкка пур. Яла тĕс кĕртекенни те çавă çеç. Тĕс кĕртме кĕртет-ха, анчах та тĕп тавар — эрех. Çакăн пекех калассăм килет. Пирĕн тăрăхра çеç мар, пур çĕрте те пĕр ỹкерчĕк, план тултарма ыйтаççĕ. Çапла лавккаçăсем эрех сутса ĕç планне тултараççĕ, ăна туянаканĕсем — ĕçкĕ планне. Эрех сентресем çинче вăрах упранмасть, хăшне-пĕрне вăл сывлăш пек кирлĕ. Ĕçеççĕ-ĕçеççĕ те — çапăçаççĕ. Камăн мĕнле пулмаллине пĕлекен çын кашни ялтах темĕн чухлех, анчах хăйсем кăна путлĕ пурăнаймаççĕ. Хăшĕ те пулин тĕслĕх кăтартаканни пултăрччĕ хуть. Чăннипе каласан, мухтава тивĕç çемьесем те пур-ха. Ытларах — ăмсану хуçаланать. Чун ыратать паллах. Анчах хамăра вĕрентнине юратмастпăр. Çынна çиесси малта пырать. Теприне тиркеме, чăнах та, çăмăл. Унăн вырăнĕнче пулса çав ĕçе хăв каланă пек аван пурнăçлама вара питĕ йывăр. Ялсене те хальхи пурнăç ыйтнă пек йĕркене кĕртме пулатех пек. Анчах мĕнрен пуçламалла-ши тетпĕр? Эпир ялан пĕр-пĕрне айăплама хăнăхнă, пирĕн хăтлăхшăн такам яваплă пек. Çакна манас марччĕ: пĕтĕмпех хамăртан пуçланать. Чи малтанах хамăр ăш-чике тасатасчĕ, курайманлăха юратупа улăштарасчĕ. Вара çемьери хутшăнусем те йĕркеленĕç. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан йыш пĕр-пĕрне аван ăнланать, ун пек чухне кил-çуртра та тирпейлĕх хуçаланать, ăна илемлетес те илемлетес килет. Шухăшласа пăхăр-ха, ял та пысăк кил-çурт, ял-йыш вара — çемье. Ял илемĕ мĕнрен килнине ăнлантăмăр пуль? М. Романова.