АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Осуществляя республиканский социально значимый проект. Проект “ “Паянхи ял” наци проекчĕ. Халăх та аякра юлмасть

31 июля 2020 г.

Осуществляя республиканский социально значимый проект. Проект “ “Паянхи ял” наци проекчĕ. Халăх та аякра юлмасть

 Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем çинчен" 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме кăларнă. Наци проектне ăнăçлă пурнăçлас тĕлĕшпе массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат пекех вырăнти "Ял пурнăçĕ" хаçат та çак ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ проектпа пурнăçланакан ĕçсем çинчен халăх патне туллин çитерме тăрăшать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев шучĕпе, çынсем наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн тăвас ĕç çинчен пĕлме тивĕç. Пысăк программăсене кĕртнĕ ĕçсем пирки халăха пĕлтермелле, вĕсене ăçта, хăçан пурнăçласси çинчен никама улталамасăр каласа памалла. Чăваш Республикинче телекуравпа та, хаçатсем те нацпроектсен темисене хастар çутатаççĕ. Ятарлă программăсем, рубрикăсем пур. Трак ен те наци прекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕтĕм вăйне парса тăрăшать. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри ялсенче хăтлă пурнăç условийĕсем туса парасси тĕп вырăн йышăнать. Уйрăммăн илсен, çĕр айĕнчен ĕçмелли шыв уçламалли хатĕрсемпе башньăсене те юсамалла. Калăпăр, паянхи куна Карайсем те пысăк тĕллев тытнă. Вĕсем "Экологи" наци проекчĕн "Таса шыв" регион проектне кĕрсе халăха таса шывпа тивĕçтерес ĕçе пурнăçлама хутшăнасшăн. Çак ĕçсене республикăн "Пурăнмалли вырăнта коммуналлă хуçалăха модернизацилесси тата аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн тăвĕç. Карай ял тăрăхне кĕрекен 5 яла — Карай, Çырмапуç, Кỹлхĕрри, Çĕньял Карай, Сурăмхĕрри ялĕсенче пурăнакансене ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕ яланах канăçсăрлантарнă. Çак ытупа тĕрлĕ йышши пухусенче, информаци кунĕсенче тăтăшах çĕкленĕ. Çырмапуç ялĕсĕр пуçне хĕллепе çуркунне кивĕ шыв пăрăхĕ е шыв башни шăтсан вĕсем пĕрре çеç мар нушаланнă. Ахальтен мар чылай çын килĕсенче çăл чаврĕ. — Малашлăхра 4 ялта — Карай, Кỹлхĕрри, Çĕньял Карай, Сурăмхĕрри ялĕсенче шыв башнисене улăштарас ĕçе йĕркелесшĕн, — хурав парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева. Юлашки вăхăтра Трак енре те, ял тăрăхĕсенче те çул-йĕр юсас тата ăна çĕнĕрен тăвас ĕç çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Никамшăн та çĕнĕлĕх мар, кашни ял тăрăхĕнчех япăх çанталăкра кĕрсе тухма йывăр ялсем пур. Ял хушшисенче асфальтлă çул пулмасан та, хытă сийлĕ çул тума тăрăшаççĕ. Вăл çукки те ял çыннисене инкек кỹрет. Васкавлă пулăшу машинисем те кирлĕ çĕре вăхăтра çитеймеççĕ. Кашни çĕртех яла кĕрекенсемшĕн те, ялтан тухакансемшĕн те урамсем тĕп вырăнта шутланаççĕ. Хăш-пĕр урамсем ансăр, нумай çĕрте хытă сийлисем сахал. Пирĕн тăрăхра та çапларах пулнă. Мĕн авалтан шкул ачисем лачака çăрса Карай шкулне çỹренĕ. Калăпăр, Сурăмхĕрри ялĕнче те Шоссейная урамра çеç асфальтлă çул тăсăлса выртатчĕ. Савăнмалли те тупăнчĕ халĕ. Лавкка патĕнчен тытăнса Восточная урама çити хытă сийлĕ çул витĕнчĕ. Транспорт çỹреме те меллĕ ĕнтĕ. Вĕсемшĕн çеç мар, çуран çỹрекен çынсемшĕн те вырăнлă. Кĕркуннепе çуркунне пылчăк çăрса утни мар. Малашлăхра Çырмапуçĕнчи пĕр урама та хута ярасшăн тăрăшаççĕ ял тăрăхĕн ертỹçисем. Таса шыв туса парсан та кăмăллă юлнă пулăттăмăр, шанчăка çухатмăпăр. Ку ĕçсем пĕтĕмпех Чăваш Ен пуçлăхĕн "О реализации на территории Чувашской Республики развития общественной инфраструктуры, обоснованных на местных инициативах" Указне пула пурнăçланать. Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анатри Типçырмара та вак чул сарса çул тăваççĕ. Унăн тăршшĕ 490 метр. Асăннă çул та çỹлерех асăннă Указа пула йĕркеленет. Мĕн пур ĕçе пурнăçлама ял тата республика хыснинчен укçа уйăраççĕ, ял халăхĕ те çак пысăк ĕçрен аякра юлмасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика