АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици ĕçченĕ те, сцена ăсти те…

28 июля 2020 г.

Милици ĕçченĕ те, сцена ăсти те…

 Геннадий Сергеевич Сергеевăн биографийĕ питех те пуян: хăйĕн кун-çулĕн пысăк пайне — вăтăр çула яхăн милици тытăмĕпе çыхăнтарнă вăл тата çирĕм çула яхăн ВДПОра, банкпа газ тытăмĕнче тăрăшнă. — Геннадий Сергеевич, калаçăва çак кунсенче çапăнса тухнă, типографи сăрĕн шăрши те кайса пĕтмен "Пурнăç кĕнеки" тавра сыпăнтарасшăн эпĕ. Чăннипех те маттур эсĕ! Унта санăн пурнăç тата творчествăри ăсталăх вырăн тупнă. — Тĕрĕсех пулĕ. Маншăн çав тери хаклă парне вырăнĕнчех вăл. Çак пархатарлă та чыслă ĕçе анлă çул-йĕр панăшăн кĕнеке редакторне Иван Прокопьев-Чураль çыравçă-композитора чун-чĕре ăшшипе тав тăватăп. Паллах, калăпăшĕпе пысăках мар кĕнекере манăн калавсемпе статьясем тата кулăшсемпе шỹтсем вырăн тупрĕç. — Эсир йĕркелĕх хуралĕнче 29 çул ырми-канми тăрăшнă. Çавах та йĕркелĕх хуралĕн профессийĕ çывăхрах пулнă-и сирĕншĕн? — Мĕн пытармалли пур: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен тата ун хыççăн пирĕнне ĕне вăрларĕç. Асаттепе анне çине тăнипе пĕрне çавах тупрĕç. Тепри вара йĕп те çип çухалчĕ. Тĕрĕсмарлăха тăрă шыв çине кăларас тата вăрăсен çулне пỹлес тĕллевпех Калининградри милицин вăтам шкулне вĕренсе пĕтертĕм. Каярах хам специальноçпе Мускаври аслă шкулта та пĕлỹ пухма тиврĕ. — Пурнăç саманчĕсем пирки пĕр-ик сăмах тупăнатех пуль? — Эпĕ Балти флотĕнче хĕсметре тăнă. ИЛ-28 самолетпа вĕçнĕ. Стрелок-радист. Çак тапхăр манăн 1952-1956 çулсемпе çыхăнать. Эстони çĕрĕ, Пярну хули тата кунти çыпăçуллă çи-пуç тăхăннă çынсем халĕ те асрах-ха маншăн. 1956 çулта Мускав-Воркута чукун çула тунă çĕртре ĕçленĕ тапхăра та куç умне кăларатăп. Çамрăкскере, ял каччине професси суйласа илме хистерĕ ку вырăн. Ярославль облаçĕнчи Рыбинск (189 пин çын пурăнатчĕ унта) хулинче милици ĕçне кỹлĕнтĕм. Уйрăм çын патĕнче пурăннă. Мускав-Воркута чукун çула хута янă çĕрте вăй хунă чухнех мăшăрпа — Марьепе паллашрăм. Белорусси хĕр-упраçĕччĕ вăл. Хĕрлĕ Чутайри, Çĕрпỹри, Етĕрнери, Йĕпреçри, Вăрмарти, каярах Красноармейскинчи шалти ĕçсен органĕсенче рядовой милицирен пуçласа пуçлăх çумĕ, ертỹçĕ должноçĕсенче тỹрĕ кăмăлпа, таса ятпа ĕçлерĕм. Манăн пархатарлă ĕçĕме чылай-чылай Хисеп хучĕсем, медальсем çирĕплетеççĕ. Анчахрах, акă, "100 лет органам внутренних дел РФ" медале тивĕçрĕм. — Геннадий Сергеевич, пĕр çынрах пур енлĕ пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăрать. Ăçтан тупăннă, камран куçнă вăл? — Таланчĕ, пултарулăхĕ Пысăк Енкассинчи вăтам шкулăн 8-мĕш класĕсенче палăрнă манăн. Пирĕн ялта 200 ытла кил. Пĕр урамĕ икĕ çухрăма яхăн тăсăлать. Тăватă урам пĕтĕмпе. Шкула утнă чух хам мĕн курни-илтнине шỹтлесе те юптарса каласа пыраттăм. Тĕрлĕ çĕршывсен, сăмахран, Франци, Англи, Германи çыравçисен кулăшĕсемпе шỹчĕсене каçса кайсах вулаттăм. Унпа пĕрлех вырăс халăхĕн, чăваш çыравçисен пултарулăхне те аяккка пăрса хăварман ĕнтĕ. Паян манăн хваттерти кĕнекесемпе пĕрлех хамăн кулăшла-шỹтлĕ хайлавсен 20-е яхăн тетрачĕ упранать. — Пурнăçăн ытларах пайĕ пултарулăхăн хăш енĕпе çыхăннă сирĕн? — Кулăшсемпе шỹтсене асăрхасси, вĕсене вулакан тата куракан патне çитересси, паллах. Сцена çине тухса хамăн шалти таланта куракан умне кăларасси 7-8-мĕш классенчех вăй илнĕ терĕм. Тăтăшах спектакльсенче вылянă. Матрос хĕсметĕнче пулнă чухне те чылай вуланă, çырнă тата сцена çинчен те анман темелле. — Ман шутпа, сирĕншĕн, милици ветеранĕшĕн, артистшăн, мал ĕмĕтлĕ çыншăн сцена, куракансем çывăхрах пулас. — Вырăнлă ыйту. Эпĕ ачалăхпа çамрăклăхри тата ватлăхри пултарулăха, вăр-варлăха сỹнтерместĕп-ха. 1976 çултанпах районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕпе çума-çумăн утатăп. Тавах унти хастар та ĕçчен режиссера Клавдия Васильевăна. Паянччен мĕн пурĕ 50 рольте тивĕçлĕ сăнарсене калăпланă. Ватăрах çын сăнарне те, çамрăкăнне те халăх умне кăларнă. Уйрăмах Н. Айзманăн "Кай-кай, Ивана" кулăшри Куçак ролĕ килĕшет хама. Иртнĕ çул сцена çинчи ăсталăха тишкерсе районти Н. Янкас ячĕллĕ премие парса хавхалантарчĕç. — Геннадий Сергеевич, тавах интереслĕ калаçушăн. Сирĕн литература хайлавĕсем тарăн шухăшлă, хăйне евĕрлĕ пулни куç кĕрет. Пире, çыравçăсемпе вулакансене, вĕсем малашне те савăнтарсах тăрĕç. — Хăвăра тав. Г. Ефимов-Тусли калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика