28 июля 2020 г.
2019 çулта Китайра пуçланнă коронавирус алхасма пăрахмасть-ха. Çур çул ытла ĕнтĕ хăй пирки калаçтарать. Тĕнчере çĕнĕ вирус ернисен шучĕ 16438801 çынна çитнĕ. Ĕнерхи кун тĕлне тĕнчере 10053145 çын сывалнă, çак амака пула 653548 пациентăн пурнăçĕ татăлнă. Раççейре ку кăтарту çакăн пек: 812929-601401-13305. Чăваш Енре ку амакпа 6440 çын чирлине тупса палăртнă, 3485-шĕ сывалнă, 51 çын пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа сыхлăх, асăрханулăх пирки никамăн та манмалла мар. Ăшă çу кунĕсем тăраççĕ. “Сывлама кансĕр, тарлаттарать” тесе пулас халăх, уйрăмах çамрăксем, урамра та, транспортра та маскăсăр çỹреççĕ. Çак тапхăрта халăх пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнма пуçларĕ. Анчах пирĕн чару тапхăрĕ пынине пĕртте манмалла мар. Хамăра çирĕп тытмалла. Маскăпа çỹремелли йĕркене никам та пăрахăçламан. Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕпе чирлесси майĕпен чакса пынине кура унăн чару мерисене пăрахăçламалли 1-мĕш тапхăрĕ çеç пырать-ха. Паян чылай çын халĕ те коронавирус чирĕ пуррине ĕненмест пулас. Ĕненменнипе чылайăшĕ пур çĕрте те маскăсăр, перчеткесĕр çỹрет, алăсене антисептик сапмасть. Çакă вара чире хăвăртрах сарăлма витĕм кỹрет те. Сывлăха упрама пулăшакан мерăсене малашне те пур пĕр пăхăнмалла. Унчченхи пекех вирус чирĕн паллисем пулсан килтен тухмалла мар. Общество транспортĕнче, халăх йышлă пурăнакан вырăнта сывлав органĕсене хỹтĕлекен хатĕрсемпе усă курмалла, социаллă дистанцие (пĕр-пĕрин патне 1,5 метра çывхарма юрамасть) пăхăнмалла. Температурăпа выртакансем чир çав тери йывăр пулнине палăртаççĕ. Нумаях пулмасть Раççей телевиденийĕпе Хабаровск облаçĕн кĕпĕрнатторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăннă М. Дегтярев тухса калаçрĕ. "Коронавирус ытла та хаяр чир. Пĕчĕкки-пысăккине те, эсĕ мĕнле должноçре ĕçленине те пăхмасть. Эпĕ кĕсьери блокнота вунă юлташăн хушаматне, телефонне çырса хунăччĕ. Мĕн тетĕр, çак хăрушă чир кĕске хушăрах вĕсене пурнăçран уйăрчĕ. Çавăнпа та пирĕн сирĕнпе çак амакран сыхланмалла”, — палăртрĕ Михаил Владимирович. Ун сăмахĕсем çумне нимех те хушса калаймăн. Трак енре район администрацийĕ çумĕнче мобильлĕ ушкăн туса хунă. Вăл тăтăшах Красноармейскинчи суту-илỹ точкисенче рейдсем ирттерет, вĕсенче маска режимне, санитари хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине тĕрĕслет. Акă, асăннă ушкăн иртнĕ юнкун черетлĕ тĕрĕслевре пулчĕ. Статьяра пăнчă лартиччен çакна каласа хăварам: пирĕн хамăра хамăрăн сыхламалла. Пирĕн сывлăх хамăрсăр пуçне никама та кирлĕ мар. Çавăнпа маскăпа çỹремелле, алăсене хуçалăх супăнĕпе тăтăш çумалла. Каçсерен, çывăрма выртас умĕн, сăмса шăтăкĕсене супăньпе çуни вырăнлă пулĕ. Лару ĕçне ЧР экономикăн Пысăк канашĕн председателĕ А. Аксаков, федераци эксперчĕсен пысăк ушкăнĕ хутшăннă.