АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çын пулăр!

24 июля 2020 г.

Кам-ши вăл ырă çын? Мĕнле çынна ырă çын тетпĕр? Ман шутпа, ырă çын вăл — çынна хисеплекен, май пур таран пулăшакан, тỹрĕ те йăваш чунлă. Кашни çыннăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ. Пĕрисем çынна ыр тăвасшăн хыпкаланаççĕ, теприсем çав вăхăтрах усал тăвасшăн çунаççĕ. Паллах, çынна пĕрре курнипех ырă çын теме май çук. Çыннăн ырă енĕ ăçтан курăнать-ши? Унăн ăсĕ-тăнĕ, чун-чĕри мĕнлине пĕлмесĕр хак пама çук. Ырă çын тирпейлĕ, тарават, ĕçчен, тăрăшуллă, кăмăллă. Шухăш-туйăмĕпе пуян, ĕçĕ-хĕлĕпе, чунĕпе, калаçăвĕпе тыткăнлать. Ырă çын вăл хăйĕн ĕçĕпе таврари çынсене пулăшу кỹрет. Ман шутпа, ырă çын пулса ỹсме ачаранах вĕрентмелле. Мана анне пĕчĕкрех чух яланах çапла калатчĕ: "Ачасем хушшинче ача пек пул. Никама та усал ан ту. Чипер çỹре. Хăвна йĕркеллĕ тыт. Аçу-аннỹ ятне ан яр. Ырă кăмăллă пул. Çынăнне ан тĕкĕн, ан вăрла. Шкулта лайăх вĕрен, аслă пĕлỹ ил, унтан ĕçе вырнаç. Ĕçлесен вара укçа та пулать. Çыннăн ăсĕнче яланах ырă шухăш пулмалла. Ырă шухăшлă çын яланах ырă ĕç тума тăрăшать". Эпĕ шутланă тăрăх, ырă çыннăн сăпайлă пулмалла, хутшăну-калаçура хăвна тивĕçлĕ шайра тытмалла. Çавăнпа та пĕр-пĕрне "сывлăх сунатăп", "каçар" сăмахсене калама та пĕлмелле. Ырă çын пĕр-пĕрин савăнăçне, хуйхи-суйхине пайлама пĕлет. Вăл пĕр-пĕрне ăшă та ырă сăмах калама, йăпатма, хавхалантарма, мухтама, тивĕçлипе чыслама, пĕр-пĕрин ятне çỹлелле çĕклеме пултартăр. Çăткăн, суякан, улталакан çынсенчен çĕр çинче ырă ĕç тăвасси пулмасть. Пĕчĕкрех чухне эпĕ вăтанса аннерен çапла ыйтрăм: "Ырă çын пулас тесен ман мĕн тумалла-ши?". Анне çапла хурав пачĕ: "Ачам, ырă ĕç тума ман сана хушмалла мар, хăвăн чĕрỹпе туйма, куçупа курма вĕренмелле". Çавах та эпĕ тавçăрса илтĕм: ырă ĕç тăвас тесен манăн ыррине нумайрах тумалла. Пирĕн кỹршĕре ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Пĕррехинче эпĕ Урине акуна юр уçса патăм, унтан пĕр витре шыв ăсса килтĕм, кăмака хутма вут йăтса кĕтĕм. Ватă çын питĕ савăнчĕ. Анне мана курсах тăнă пулмалла, алăкран кĕнĕ-кĕмен: "Мĕнле маттур эсĕ!" — терĕ. Ырă пускил — ыр пурлăх, тенĕ ваттисем. Ырă ĕмĕтли ырă тăвать. Çын хуйхи-суйхине, савăнăçне малтанах кỹршĕ сисет, туять, чухлать. Çавăнпа та кỹршĕ ырă, сисĕмлĕ кăмăллă пулни — чăн-чăн пуянлăх. Кỹршĕпе килĕштерсе пурăнмалла. Эпир кỹршĕсемпе пур ĕçе те пĕрле тăватпăр. Анчах та хальхи çамрăксем кỹршĕ-аршăпа туслă пурăнма пĕлмеççĕ. Ырă çыннăн тепĕр лайăх енĕ — çут çанталăка упрама пĕлни. Вăл пире хăйĕн таса сывлăшне, илемĕпе, çимĕçĕпе сăйлать. Тавралăха таса тытмалла, çуп-çаппа, тĕрлĕ каяшпа вараламалла мар. Эпир ачасемпе кашни çул йывăçсем лартатпăр, хĕлле сырăшсем туса çакатпăр, çуркунне çитсен шăнкăрч йăвисем хатĕрлетпĕр. Манăн юлташсем те ырă кăмăллă, кирек кама та пулăшма хатĕр. Эпĕ асанне, атте-анне пек тăван çĕр-шыва, халăхăмăра тивĕçлĕ çын пулса ỹсесшĕн. Ырă шухăш, ырă кăмăл, ырă ĕмĕт, ырă ĕç, ырă çын... Вĕсенчен пахи, хакли, ырри тата мĕн пур-ши çĕр çинче? М. Емельянова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика