АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂР ПУЛСАН ТА, ЧĂТНĂ

24 июля 2020 г.

Хамăр тăрăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынă май, шур сухалсемпе, кинемейсемпе тăтăшах тĕл пулма тивет мана. Зоя Васильева ватă патĕнче эпĕ. Иртнĕ пурнăç пирки сăмах ваклатпăр. Вăхăчĕ унтанпа чылай иртнĕ пулин те, паян кун та темĕн те пĕлет, такама та паллать Зоя кинеми. Вăл çак таврари уй-хирте, улăх-çаранта иртнĕ ачалăхĕпе çамрăклăхĕ пирки каласа парать мана. Итлесе ларма вара питех те интереслĕ. Ăçта, хăш вырăнта çурла тытса тырă-пулă вырнă, ашшĕ туптаса панă çавапа утă çулнă, ăçта пĕрремĕш çĕмел тунă, ăçта кĕлте лавĕ тỹнсе кайнă, аллине кастарнă, çумăрта йĕпеннĕ, сивĕре шăннă... Хресчен ĕçĕпе, йỹçĕ тарлă ĕçпе иртнĕ унăн çамрăклăхĕ. Асаилỹсен çăмхи... Çăмхи вара çав тери хулăн иккен. Пуян унăн ĕç биографийĕ. З. Васильева килĕшỹ туса Волгоград хулине ĕне сума виçĕ çула тухса кайнă. Стройкăра — Карайри шкулпа клуб çурчĕсене çĕклесе лартнă çĕре хутшăннă, кун-çулĕн пысăк пайне "Россия" колхозăн сысна ферминче ĕçлесе ирттернĕ. З. Васильева 1935 çулхи хитре, хĕвеллĕ кĕркунне, пĕтĕм тĕнче кĕр мăнтăрĕпе савăннă тапхăрта Кỹлхĕрри ялĕнчи Василий Ивановпа (1901 ç.) Перасковья Филиппова (1902) çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ватăсен 4 ача (ывăлпа виçĕ хĕр) пулнă, Зойăсăр пуçне — Коля (1925), Лида (1927) тата Нина (1937). Зоя шỹт тума юратаканскер пулчĕ. Пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ вăл, кăшт типшĕмрех, пичĕ пĕрех май тенĕ пек ăшă туйăмпа йăлтăрать унăн. Куçĕсемпе çын çине кăмăллăн пăхать. Анчах ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Чĕлхипе ăна-кăна касса татас йăла çук унăн. Вăрăм чĕлхеллисенчен илтнĕ сăмах унра хăйĕнчех юлать. Кирлĕ-кирлĕ мара пĕлесшĕн çунмасть. Çавăнпа суяпа ултавран яланах пăрăнать кинеми. Хура-шурне нумай курма тивнĕ унăн пурнăçĕнче. Ачалăхĕ асаплă вăхăтра иртнĕ. "Чунра япăх çаксене аса илсен, темле йывăр пулсан та чăтнă", — тет сăмахне малалла тăсса З. Васильева. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне Зоя ултă çулхи ача пулнă. Кил хуçи арçынĕ çемйипе ыталанса, макăрса сывпуллашнă. Часах 1943 çулта Коля пиччĕшне те Красноармейски çар комиссариатне илсе кайнă. Хăш çĕре яраççĕ вĕсене? Мĕн вăхăт пулмалла унта? Ырлăх е хурлăх кĕтет? Çакна никам та пĕлмест. Турра шĕкĕр, Николай вăрçăран ыррăн-сыввăн таврăннă, каярах çемьеллĕ пулнă. Зойăн амăшĕ, Прасук, Карай салин хĕрĕ пулнăскер, çак ял каччине юратса мар, ку тăрăха килĕштерсе килнĕ, теççĕ. Çапла вара П. Филиппова кун-çулне Кỹлхĕрри ялĕпе çыхăнтарнă. Ку ял кинĕ пулса тăнă, бригада ĕçĕсенче тăрăшнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче никам та колхоз ĕçĕнчен ютшăнман. Вăл çулсенче ял пушанса, вăй питтисĕр юлнă, çавăнпа пĕчĕкки-пысăккине уяса тăман. Пурне те пĕр виçепе лартса шайлаштарнă. Ун чухне пурнăçланă ĕçсене виçĕ кун хушши каласан та аса илсе пĕтереймĕн. Ĕçлемеллех, фронта пулăшмаллах пулнă çав. Унсăрăн хаяр тăшмана епле çĕнтерĕн? Ялсенчи мĕн пур вăйлă янаварсене фронта ăсатнă, вĕсем вăрçă хирĕнче салтакпа тан асапланнă. Ырхан кĕсресемпе, вăкăрсемпе çур аки тунă. Пурте хуйхăпа пурăннă пулин те, уй-хирте ватти-вĕтти çав тери хастар ĕçленĕ. З. Васильева Карай шкулĕнче ултă çул вĕреннĕ. Пурнăç хĕсĕк пулнăран, ашшĕпе амăшĕ чирленĕрен малалла вĕренме май килмен. Çитменнине ашшĕ — В. Иванов вăрçăран аманса тарăннă. Çăмăл мар пулин те, вăл трактористра 10 çул хушши ĕçленĕ. Кăмака хутса ăшăтма вутă пулман. Нумай чухне чĕрĕ, шăн вутă çунмасăр, шыв юхтарса выртнă. Пуçа сĕрĕм ан тивтĕр тесе чылай вăхăта урамра ирттернĕ. Нумай чухне пỹртри витрери шыв та шăнса пăрланнă. "Хăш чухне аннене çăмăл пултăр тесе эпĕ те вăрмана вутă пуçтарма каяттăм. Мана, пĕчĕкскере курсан: "Ну, вăрман пĕтет ĕнтĕ, эсĕ те вăрмана çỹреме пуçларăн" тесе кулатчĕ манран шỹте юратакан Темми акай", — аса илет Зоя акай. 1941-1945 çулсенчи вăрçă, ун хыççăнхи юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалли çулсем пĕртте çăмăл пулман. Апла пулин те пуç усман. 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Зоя хăй, ашшĕ-амăшĕ колхозра тар тăкса ĕçленĕ, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă, пус çумне пус хушса çĕнĕ пỹрт çĕклесе лартма мехел çитернĕ. Пиçсе çитнĕ çырлана татса çиме пурте хапăл. Ăна çамрăк чух нумай каччă куç хывнă. "Кам илсе, кам ыр курĕ-ши? Кама кайса савăнтарĕ-ши?” —текенсем те пулнă. Вăл яшсене тиркемен мар. Ашшĕ-амăшĕ чирлĕ пирки çемье çавăрма тăхтаса тăнă. "Эпир ỹссе çитĕннĕ чухне самани урăхчĕ. Тату, тăнăç пурнăç сахал куртăмăр, пирĕн хыççăнхисем телейлĕ, тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр", — терĕ Зоя Васильевна. Пултарулăхне курах Зоя Васильевнăна Карай ял Совет депутатне суйланă. Виçĕ созыв хушши суйлавçăсен наказне пурнăçлассишĕн тимленĕ вăл. "Ĕç ветеранĕ" медаль илем кỹрет ун кăкăрне. Чыслă ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсемпе Дипломсем чылай упранаççĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă ватă паян та хисепре пирĕн тăрăхра. Эпĕ те хастар чĕреллĕ ватăна ваттисен канашĕ ячĕпе çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пĕр чир-чĕрсĕр пурăнма ырăлăх сунатăп. Г. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика