24 июля 2020 г.
Кăçал Красноармейски вăтам шкулĕн 8 “а” класĕнче вĕренме пуçлакан Вадим Сысоев мĕн пĕчĕкрен каратэ спорт вăййине килĕштернĕ. Каччă çуллен-çул тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Унăн опычĕ ỹссе пынă, вăл тĕрлĕ ăмăртусенче республика, Раççей чысне хỹтĕлеме пуçланă. Акă, иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче В. Сысоев 12-13 çулсенчи арçын ачасем хушшинче каратэ спорчĕн кумитэ енĕпе командăпа ăмăртса XIII тĕнче чемпионатĕнче тата Тĕнче кубокĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче WKC каратэ Федерацийĕн районти уйрăмĕн воспитанникĕсем Вадим Сысоевпа Кирилл Ефимов 1 Дан (хура пиçиххи) экзаменĕсене ăнăçлă панă тата Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн Сертификатне илнĕ. Шупашкарта экзамена пысăк комисси йышăннă. Унăн членĕсем — каратэ спорчĕн паллă çыннисем, ЧР каратэ Федерацийĕн президенчĕ — 8 Дан, Пĕтĕм тĕнчери каратэ конференцийĕн председателĕ В. Тимофеев. Çамрăк спортсменсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ Л. Артемьев тренера çирĕп сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçу сунаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.