24 июля 2020 г.
Шăрăх кунсенче шывра путса вилекенсен шучĕ ỹснĕ. Шăпах çак ыйтăва сỹтсе явнă та ЧР Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕнче. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев ертсе пынă. ГКЧС ертỹçи В. Петров пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра шыв объекчĕсенче 20 пăтăрмах пулнă, 19 çын путса вилнĕ, çав шутра 2 ача. Инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах пулнине пăшăрханса палăртрĕ вăл: ỹсĕм 25 процент. Утă уйăхĕнче çеç 10-ăн путнă, ку кăçалхи инкексен 53 проценчĕ. Вăл инкексем, тĕпрен илсен, шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулни пирки каларĕ. Çитĕннĕ çынсем эрех ĕçсе шыва кĕнĕрен, ачасем аслисем сăнаса çитерейменрен шар курнине палăртрĕ. "Шыв хăватлă вăй, вăл йăнăшсене каçармасть", — терĕ ГКЧС ертỹçи пĕве-кỹлĕ хĕрринче сыхлăх пирки манма юраманни çинчен аса илтерсе. Вăл шыва кĕме хатĕрленĕ вырăнсенче эрех-сăра сутассине чарма сĕнчĕ. Ял тăрăхĕсенче вырăнти влаç представителĕсенчен, ял старостисенчен, яваплă ытти çынсенчен, волонтерсенчен тăракан ушкăнсен юхан шыв хĕррисенче кулленех профилактика рейчĕсем йĕркелесен аван пулассине палăртрĕ. Паллах, шыва кĕме юраман вырăнсенче çакăн пирки асăрхаттарса çырнă паллăсем тата информаци стенчĕсем пулмалла. "Кашни инкеке уйрăммăн тишкермелле. Халăх патне çак информацие çитермелле, асăрханулăх пирки асилтерсех тăмалла. Профилактика тĕллевĕпе дежурствăсем, рейдсем йĕркелемелле", — пусăм тусах тухса каларĕ О. Николаев.