24 июля 2020 г.
Трак енре ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Райадминистрацин пысăк залĕнче анлă канашлу иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен, Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе ял хуçалăхне, республикăри ял территорийĕсене патшалăхăн комплекслă программисемпе аталантармалли енĕсене сỹтсе явнă. Сергей Геннадьевич пухăннисене ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсемпе ялта пурăнакансем валли тĕрлĕрен программăсем ĕçлени пирки каласа кăтартнă. Вăл уйрăмах пуçару бюджечĕ çинче чарăнса тăнă. Асăннă программа çитес çул та малалла тăсăлĕ. Пĕр проектăн чи пысăк сумми 5 млн тенкĕпе танлашать. Пĕр ял тăрăхĕнчен темиçе проект та тăратма май пур, анчах унăн сумми 10 млн тен-кĕрен иртмелле мар. Çак программа ялсен инфратытăмне аталантарма, нумай ыйтусене татса пама май парать. Шупашкар хăни çавăн пекех аграрисене ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх фермисем çĕклесе лартма патшалăх енчен пулăшу пысăккине палăртнă. Вăл çавăн пекех ỹсен-тăран отраслĕнчи, ялсен территорийĕсене аталантарнă çĕрти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Канашлура çавăн пекех А. Коршунов ("Чувашское АХЦ"), Ю. Степанов ("Чувашхлебопродукт" АО), Н. Пушкаренко ("Чувашская ГСХА"н инженери факультечĕн деканĕ) тухса калаçнă.