21 июля 2020 г.
Умсăмах
Нумаях пулмасть эпир сирĕнпе Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 30 çулхи юбилейне паллă турăмăр. 2017 çулта ун ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕпе ЧНКан районти уйрăмĕ пуçарнипе çулленех "Янкас вулавĕсем" ятлă наукăпа практика конференцийĕ ирттерме йышăннă. Унта тухса калаçакансен статйисене райхаçат та пичетлесе пырать, каярахпа уйрăм кĕнеке туса кăлараççĕ. Тĕпрен илсен, унти калаçусем хамăр районтан тухнă чаплă ентешсем тавра пыраççĕ, пур материалсем те вĕсен пархатарлă ĕçĕсемпе çыхăннă. Ку хутĕнче манăн культура енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă Роза Наумовна Григорьева пирки материал хатĕрлеме тиврĕ. Малалла сăмахăм ун çинчен.
Кун-çулне кĕнеке-журналпа çыхăнтарнă
Роза Григорьева 1950 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче, культура ĕçченĕсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Наум Григорьевич, 40 çула яхăн Красноармейскинчи культура çурчĕн директорĕ, райсовет ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Трак енре культура тытăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă вăл. Амăшĕ, Зоя Михайловна, Культура çуртĕнче ĕçленĕ, киносетьре кассир-бухгалтерта вăй хунă. Иккĕшĕ те питех те тăрăшуллă, ĕçчен çынсем пулнă. Икĕ çурт лартса çемье çавăрнă, 4 ача пăхса ỹстернĕ. Пĕчĕклех культура çурчĕ, художество пултарулăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене ашшĕ-амăшĕ хăйсен хушшинче сỹтсе явнине ачисем те хăлхана тăратсах итленĕ. Пепкисем те клубрах ỹснĕ тейĕн: концертран, спектакльтен, киноран юлман. Ун чухне, 60-мĕш çулсенче, телевизор пулман вĕт. Ашшĕпе амăшĕ çынпа сăмах ваклама ỹркенмен. Çавăнпах вĕсен килĕнчен пултарулăх çыннисем, артистсем, поэтсем пĕртте татăлман. Хăй вăхăтĕнче Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне çемйипех çỹренĕ вĕсем. Роза ачаранах культурăна юратса ỹснĕ, пĕчĕкренех юрлама килĕштернĕ. Ашшĕ-амăшĕ, Розăн шăллĕсем те юрлама, музыка инструменчĕсемпе калама ăста пулнă. Шкул сукмакки çинче ларнă чухне юрă урокне питĕ кĕтнĕ Роза. Ăна М. Кириллова (аккордеонпа каланă), каярахпа Н. Филимонов ирттернĕ. Тата вырăс чĕлхипе литературине килĕштернĕ хĕрача. Вăл халĕ те И. Федотова урокĕсене манма пултараймасть. 1967 çулта Красноармейски вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ Роза. "Вĕренмелле, çын пулмалла", — тенĕ ашшĕ. Çамрăк чухне такам та пулас килнĕ, темĕн те тăвас килнĕ пулĕ. Пĕр вăхăт Сурăмхĕрри клубĕнче, район типографийĕнче ĕçленĕ Р. Григорьева. Унталла-кунталла сулăннине кура ашшĕ — Наум Григорьевич хăйĕн витĕмлĕ сăмахĕпе хытарса çапла каланă: "Санăн культура институтне вĕренме каймалла". Кил хуçин сăмахне итленĕ ĕнтĕ. Пирĕн ентеш Хусанти патшалăх культура институтне вĕренме кĕнĕ, унтан 1974 çулта "библиотекарь-библиограф" квалификацине илсе тухнă. Çав çулах республикăри М. Горький ячĕллĕ библиотекин (халĕ ЧР наци библиотеки) краеведени пайĕнче ĕçлеме пуçланă. Аслă пĕлỹ илнĕ пулсан та, практика вăл урăхларах япала. Çавăнпа та çамрăк специалистсем çумне наставниксене çирĕплетнĕ ун чухне. Паян та Роза Л. Виссаровăна, М. Евдокимовăна сĕнỹ-канашпа пулăшнăшăн тав тăвать. Вĕсенчен вăл вулакансемпе чăвашла тĕрĕс калаçма, кĕнеке куравĕсене йĕркелеме, библиографи пособийĕсене хатĕрлеме, каталогсемпе, карточкăсемпе ĕçлеме вĕреннĕ. Краеведени пайĕнче нумай та вăй хуман вăл, часах ăна наукăпа методика пайне куçарнă. "С завтрашнего дня выйдешь в методический отдел", — тенĕ ун чухнехи директор Г. Чернова. Кунта вара Роза Наумовна методист, аслă методист, тĕп библиотекарь пулса ĕçленĕ. Тĕрлĕ методика материалĕсем, ЧР Культура министерствин коллегийĕсем валли документсем, статистика хатĕрлесси, республикăри вулавăш ĕçченĕсем валли семинар-канашлусем, практикумсем ирттересси малти вырăнта пулнă. Тĕрĕслев, методика пулăшăвĕ парас тĕллевпе республикăн кашни районĕнчех, нумай ял библиотекинче пулма тỹр килнĕ ăна. Çакна палăртмалла, библиотекăра 20 çул ытла пысăк та тавра курăмлă специалистсемпе таччăн çыхăнса ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Вĕсенчен вĕренсе пынă, опыт пухнă, ăс-хакăла ỹстернĕ, пур ĕçе те вăхăт таппи ыйтнă пек тума тăрăшнă. Каярах икĕ çул хушши "Библиотекăсем хушшинчи абонемент" пай заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1996 çулхи авăн уйăхĕнче ăна Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатин директорне çирĕплетнĕ. Акă мĕн каласа парать Роза Наумовна: "Ку тытăм библиотека ĕçĕнчен кăштах уйрăлса тăрать. Хăйĕн тĕллевĕпе кĕнеке палати — архив учрежденийĕ, управ ĕçĕпе çывăхрах. Çавăнпа та вăл нумай çул ытти патшалăх архивĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин патшалăх архив ĕçĕсен комитечĕн ведомствине кĕнĕ. Пĕр вăхăт вăл патшалăх пичет архивĕ ятлă пулнă. Чăнахах та, вăл чăваш халăхĕн пичетленнĕ ăс-хакăлне, çырулăхри пуянлăхне упракан учреждени. Унăн тĕллевĕ — хамăр республикăра тата унăн тулашĕнче Чăваш Ен çинчен хăçан та пулин пичетленнĕ мĕн пур кĕнекене, хаçат-журнала, ытти тĕрлĕ пичет материалĕсене (плакат, афиша, брошюра) пĕр çĕре пухасси, шута илесси, пулас ăрусем валли упраса хăварасси. Кунта XVIII ĕмĕртен пуçласа паянхи кунччен пичетленнĕ документсем упранаççĕ: "Святой Евангели" (1820), "Çулталăк кĕнеки" (1861), "Чăваш ачисене çырăва вĕрентмелли кĕнеке", чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар", "Ана" журнал тата ыт. те. Кунта çеç чăваш халăхĕн историйĕпе культури çинчен паянхи кунччен çырнă пĕтĕм пичет кăларăмĕ упранать. Кашни типографи, издательство, пичет уйрăмĕ, аслă шкулсем, кашни район типографийĕ 2-шер экземпляр тỹлевсĕр тăратаççĕ. Малтан çавăн йышши пичет хатĕрĕсене 30 организаци тăртанă пулсан, халĕ 240-е çитрĕ. Çав йыша уйрăм предприятисем те кĕчĕç. Çапла вара эпир пинĕ-пинĕпе тĕрлĕ кăларăм йышăнма пуçларăмăр. Унсăр пуçне республикăра тĕрлĕрен вуншар мероприяти иртет. Вĕсенче Кĕнеке палатин пуянлăхĕ пирки халăха нумай пĕлтернĕ, куравсем хатĕрленĕ, фондсемпе туллин усă курас тĕллевпе çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ, Интернет-сайт, электрон почти йĕркеленĕ. Кашни уйăхрах "Чăваш Республикин кĕнеке летопиçĕ" электронлă верси хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах "Чувашская книга до 1917 г." (2001), "Чувашия в годы Великой Отечественной войной" (2005), "Семья в современном обществе" (2006), "Периодические издания Чувашской Республики" ятлă ретроспекци указателĕсем тунă. Унсăр пуçне кĕнеке палатин ĕçченĕсемпе пĕрле хаçатсем, радиопа телевидени урлă унăн эткерĕ çинчен, пичет материалĕсене вăхăтра управа тăратасси пирки тăтăшах тухса калаçнă. Çак ĕçре ЧР Культура министерстви, патшалăх архив ĕçĕсен комитечĕ пур енчен пулăшса пынă пире. Кĕнеке палатин ĕçчен сотрудникĕсемсĕр вара пĕр ĕç те малалла кайман пулĕччĕ. Тавах вĕсене пурне те". Çавăн пек тăрăшса, ĕçе юратса 16 çул ĕçленĕ Р. Григорьева Чăваш Енĕн патшалăх кĕнеке палатинче. 2012 çултанпа вара тивĕçлĕ канура. Чыслă ĕçшĕн пирĕн ентеше культура тытăмĕн тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Дипломсемпе чысланă, 2000 çулта "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă, унăн ятне район энциклопедине, "Чăваш календарĕ — юбилярсен çулталăк кĕнекине" кĕртнĕ. Эпир унпа мухтанатпăр. Н. Ершов.