АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илья Степановăн “Чĕре юрлать” кĕнеки кун çути курчĕ

21 июля 2020 г.

Юрă — чун уççи, унпа пурăнма та çăмăлтарах. Вăл йывăр ĕçре пулăшать, хавхалантарать, уявра савăнăç кỹрет. Сăпка юрри ачана тутлă тĕлĕксем курма пиллет, хаваслă кĕвĕ-çемĕ вара ваттине те, яшшине те ташша чĕнсе кăларать. Çапларах асамлă вăй упранать юрăра. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Илья Степановăн "Чĕре юрлать" нотăланă юрăсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ — В.Н. Алексеев, ỹнерçи — Д.В. Литаврин. Тиражĕ — 1000 экземпляр. Кăларăма Н.М. Никоноров пухса хатĕрленĕ. Илья Романович Степанов 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă. Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕреннĕ. Çĕрпỹри тата Муркашри культура çурчĕсенче баянист-аккомпаниатор пулса ĕçленĕ, каярахпа Красноармейски районĕнчи Карай, Мăн Шетмĕ, Тункă Тури культура çурчĕсенче, Ямайкасси, Мăн Шетмĕ, Карай, Кушкă шкулĕсенче музыка учителĕнче тата ача сачĕсенче илемлĕх ертỹçинче вăй хунă. Илья Романович хĕрĕх ултă çул халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарнă, ачасемпе çамрăксене искусствăна ăша хывма вĕрентнĕ. И.Р. Степанов хывнă юрăсем 1970 çулсенче халăхра анлă сарăлнă. Унăн пултарулăх еткерлĕхĕ тĕлĕнмелле пуян, вăл 4000 ытла юрă çырса хăварнă, вĕсенчен 1300-ĕшĕ тĕрлĕ кĕнекере, хаçат-журналта пичетленнĕ, 800-ĕшне Илья Романович пичете пама хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ, ыттисем нота альбомĕсенче упранаççĕ тесе пĕлтерет Виктор Данилов журналист "Вăл юрăпа пурăннă" ум сăмахра. Валентин Урташ, Юрий Петров-Вирьял, Юрий Сементер, Николай Карай, Николай Ыдарай тата ытти поэт сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ композитор. Вĕсене Тамара Чумакова, Иван Христофоров, Василий Раймов, Зоя Ананьева, Рена Грачева, Людмила Семенова, Ольга Терентьева тата ытти юрăç шăрантарнă. Илья Романович "Шăнкăрав курăкĕ" (2011), "Эпир çуралнă юрлама", "Кил умĕнчи хурăнсем" (2013), "Савăк вăхăт" (2015) юрă кĕнекисем пухса хатĕрленĕ. Шел, 2016 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Илья Романович пирĕнтен уйрăлса кайрĕ… “Чĕре юрлать” кăларăма И.Р. Степанов юлашки вăхăтра кĕвĕленĕ юрăсем кĕнĕ. Вĕсем çĕкленỹллĕ туйăм вăратаççĕ, халăх юрри-çеммине çывăх. Ялан йышпа пĕрле пулни пултаруллă композитора çĕнĕ юрă-кĕвĕ хывма, ăсталăхне туптама пулăшнă, пурнăçпа тан утма хистенĕ. Илья Романович юрă-кĕвĕ тĕнчин сывлăшĕпе сывланă тесен те йăнăш мар. Ахальтен мар вăл хăйпе пĕрле пĕрмаях блокнотпа кăранташ илсе çỹренĕ, кирек ăçта та ĕçе пикенме пултарнă. Кун пирки унăн мăшăрĕ Нина Ивановна çапларах каласа панă В. Данилова: “…Пĕррехинче Сурăм вăрманне кăмпана кайрăмăр. Эпĕ икĕ витре тата пĕр кутамкка пуçтарса тултартăм. Илья Романовичăн витри вара пушахчĕ, вăл тунката çинче юрă çырса вăхăта ирттернĕ иккен…”. Çĕнĕ кĕнекере вулакансем Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Любовь Шашкина-Лĕпĕшпин, Клавдия Васильева-Тукайăкĕн, Леонид Волковăн, Чĕкеç Люççин, Николай Ункайăн, Олег Прокопьевăн, Альбина Павловăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсемпе паллашĕç. Вĕсенче Чăваш çĕршывĕпе (“Тăван çĕршыв”), чăваш юррипе мăнаçланни (“Чăваш юрри”), тĕп хуламăра Шупашкара юратни çинчен пĕлтерни (“Шупашкарăм”), тăван халăха сума суни, юратупа тăванлăх темисем (“Аттепе анне пĕрре çеç”, “Ĕмĕр пĕрле пурăнар”, “Сунатăп çирĕп сывлăх”, "Ма инçе-ши çăлтăрăм?..”, “Ман çỹçĕмри çут кĕмĕле те савăн”, “Мана сан пек никам та юратман”) тĕпре. Уявсемпе çыхăннă юрăсем те пур: “Çуралнă кун”, “Уяв юрри”, “Сан çуралнă кун”, “Мĕн парнелĕн мана, çĕнĕ çул?”… Кĕнекене ачасем валли çырнă произведенисем те кĕнĕ: “Ытарайми тавралăх”, “Чăваш çĕршывĕ”, “Юратнă анне”, “Тавтапуç сана, учитель”, “Манăн атте пит ĕçчен” т. ыт.те. Кăларăмри юрăсем кирек мĕнле уява та илем кỹрĕç, кăмăла çĕклĕç. Çавăнпа юрă пуххи аслисемшĕн те, кĕçĕннисемшĕн те паха, ача сачĕсемпе шкулсенче усă курма та вырăнлă. Музыка вĕрентекенĕсене пулăшас тĕллевпе кашни юрă патне ятарласа нотăсем илсе панă. Вĕсене Г.Я. Яковлев наборланă. О. Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика