АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Уй кунĕ-2020” выставкăна çитсе курнă

21 июля 2020 г.

“Уй кунĕ-2020” выставкăна çитсе курнă

Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка ялĕ çывăхĕнче, таса пĕлĕт айĕнче "Уй кунĕ-2020" курав ĕçленĕ. Курава район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агропромышленность тытăмĕн ветеранĕсем çитсе курнă. Унта пулнисем çĕнĕ ял хуçалăх агрегачĕсемпе, оборудованийĕпе курнăçнă, çавра сĕтелсем ĕçленĕ, ял хуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсемпе, ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли им-çамсемпе, удобренисемпе, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче усă куракан çĕнĕ препаратсемпе паллашма май пулнă. Сăнав учас-токĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсен 400 ытла сорчĕсемпе гибричĕсене кăтартнă. Курава пирĕн районти "Таябинка" Агрофирма" ООО хутшăннă, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ техникăпа оборудование кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика