21 июля 2020 г.
Иртнĕ эрнере ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ М. Анисимов тата унăн çумĕ Ю. Стройкова ĕçлĕ çул çỹревпе Трак енре пулнă. Шупашкар хăнисем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа тĕл пулнă, Трак енре информаципе телекоммуникаци инфратытăмне аталантарас, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсем тачă çыхăнса ĕçлес, районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн тиражне ỹстерсе илемлĕрех кăларас, ытти ыйтусене тишкернĕ. Каярах министерство ертỹлĕхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. М. Анисимов 2020-2024 çулсенчи республикăри информаци технологийĕпе çыхăну отраслĕнчи улшăнусемпе паллаштарнă: вĕренỹ учрежденийĕсене, больницăсемпе ФАПсене, ял администрацийĕсене, пушарпа çăлавăç чаçĕсене, ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа, яллă вырăнсенчи çыхăну узелĕсене — кунта пурăнакансене анлă ярăмлă интернетпа тата сотовăй (караслă) çыхăнусемпе тивĕçтермелле; патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсене электронлă мелпе парасси, хут-документсемсĕр тата патшалăх органĕсене çỹремесĕр патшалăхăн электронлă çĕнĕ çăмăллăхĕсене туса хурасси тĕпре пулса юлать тата ыт. те. Михаил Владимирович юлашкинчен ыйтусем çине хуравланă.