21 июля 2020 г.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев черетлĕ Указ çине алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн, виçĕ е унран та ытларах ачаллă, сахал тупăш илекен çемьесене коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленме кашни ача пуçне 5 пин тенкĕ тỹлĕç. Вăл ашшĕ-амăшне, усрава илнĕ çемье пуçĕсене, попечительсене пырса тивет. Çак тапхăрта ачасен пуçламăш, тĕп тата вăтăм пĕлỹ программисене алла илмелле, урăхла каласан, шкулта вĕренмелле. Пĕр хут паракан тỹлевĕн тĕп условийĕсем: — çемьен Чăваш Ен территорийĕнче пурăнмалла, çемье членĕсем РФ гражданинĕсем шутланмалла; — енчен те çемье пуçне тивекен вăтам тупăш виçи пĕр хут паракан тỹлеве илме заявлени панă вăхăтра Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ виçерен иртмесен кăна çак тỹлеве параççĕ; — пĕр хут паракан тỹлевпе кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен тивĕçтереççĕ. Паян Чăваш Енре нумай ачаллă 14 пин çемье пурăнать, вĕсенчен 11,5 пинĕшĕ пĕчĕк тупăшлă е çак тỹлеве илме пултарать. ЧР Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, нумай ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесенче 25,6 пин вĕренекен. Вĕсене шкула хатĕрлеме республика 130 миллиона яхăн укçа уйăрать.