АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха сыхласа хăварар!

17 июля 2020 г.

 Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ, наркобизнеспа тата наркотуртăмпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Паян çак ыйту уйрăмах çивĕч, наркотиксемпе психоактивлă япаласем пирĕн обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕш тĕлне Чăваш Республикин наркологи диспансерĕнче наркотикпа чирлĕ 631 çын, Шупашакар хулинче 393 çын шутланса тăрать. Вăл, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, Чăваш Енре — 10Ĕ1:Ĕ Шупашкар хулинче 14Ĕ5: пĕчĕкрех. Çул çитмен ачасем хушшинче наркоманипе чирлисене тупса палăртман. — Алевтина Петровна, мĕншĕн çула çитменнисем уйрăмах хăрушлă ушкăнĕнче шутланаççĕ? — Ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран килет. Çемьере пĕрмай харкашу, килĕшỹ çук пулсан, вĕсем ытларах урама туртăнаççĕ. Ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе лайăх мар ушкăн е аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкрен ачапа вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшмалла, ача садне çỹренĕ вăхăтранах, сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Çемьере те ĕçе явăçтармалла. Ача шкула кайсан ăна кружоксене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла. Хăш-пĕр шкулсенче профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе ятарлă волонтер ушкăнĕсем йĕркеленĕ, çав ĕçе явăçтарма тăрăшмалла. Çапла кăна ачасене психоактивлă япаласенчен сыхласа хăварма пулать. Алевтина Петровна, ачасем психоактивлă япаласене тутанма пуçланине мĕнле пĕлме пулать? Çак паллăсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла: — шкулта япăх вĕренме пуçлани, малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухални; — кăмăл-туйăм, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнни; — куç шăрçи пĕчĕкленни е сарăлни; — çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлани тата ашшĕ-амăшĕнчен вĕсемпе пытанса калаçни; — ача килте усранакан эмелсемпе интересленни; — япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупăнни. Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, ỹсĕр çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евер йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрỹлленсе калаçать. Шута илмелле, наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Витĕмĕ пĕтсенех асапĕсем пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех туйăмне лайăхлатма наркотик шырама пуçлать. Алевтина Петровна, хăвăр практикăран тĕслĕх илсе каласа кăтартăр, тархасшăн? Реабилитаци уйрăмĕнче наркоманипе чирлисен хушшинче темĕнле шăпаллисем те пур. Акă пĕр тĕслĕх, Полина — 30 çулхи хĕрарăм. Полина пулас упăшкипе паллашнă чухне вăл наркотикпа аташнине пĕлмен. Хитре те интереслĕ каччăна питĕ юратса пăрахнă, çемье çавăрнă. Каярахпа тин упăшки наркотик пĕрмай тутаннине ăнланса илнĕ. "Мĕнле çав япалана пăрахаймастăн. Кирек япаларан та хăтăлма пулать, санран кăна килет", тесе калама хăтланнă. "Наркотик мĕнле япала, пĕр хут тутанса пăхам-ха, эпĕ çав-çавах ăна урăх тутанмастăп нихăçан та", тесе, Полина пĕрремĕш хут упăшкипе наркотик тутаннă. Çавăн хыççăн хăйĕн пурнăç мĕнле улшăннине унăн аса та илес килмест. Вĕсем упăшкипе пĕрле наркотикпа пĕрмай аташма пуçланă, çынсене улталанă. Института вĕренме кĕнĕскер малалла вĕренме пăрахнă. Упăшки наркотика пула çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă. Полина наркологи диспансерне сипленме пырсан пĕвер чирĕпе тата ВИЧ-инфекци чирлине тупса палăртнă. "Мĕншĕн пурнăçа каялла çавăрма май çук-ши", тесе Полина хальте час-часах хăйне айăплать. — Наркоманипе чирлекенсене ăçта пулăшу параççĕ? Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕнче психиатр-наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем наркоманипе чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу параççĕ. Наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне ĕç те тупса параççĕ, ниçта та пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара семьери хутшăнусене майлаштарса яма, тепĕр майлă каласан, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче анонимлă наркомансен тата алкоголиксен ушкăнĕсем те ĕçлеççĕ. Çакăн пек пулăшăва илме Шупашкарти Пирогов урамĕн 6-мĕш çуртĕнче вырнаçнă Республикăри наркологи диспансерне чĕнетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 23-41-60, 23-41-82, 58-03-84.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика