АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Шетмĕсем экскурсинче

17 июля 2020 г.

Мăн Шетмĕсем экскурсинче

 Хамăр ĕçленĕ вăхăтри “колхоз”, “совхоз” ăнлавсем халĕ пирĕн асра çеç юлчĕç ĕнтĕ. Вăл тапхăр алăкне уçса кĕме пире паян альбомсенче упранакан сăн ỹкерчĕксем пулăшаççĕ. Вĕсенче эпир хуçалăхри ĕç паттăрĕсемпе паллашатпăр, экскурсире пулса курнă историлле вырăнсене сăнатпăр. Палăртма уйрăмах кăмăллă: çав тапхăрта ĕçре малта пыракансен канăвне лайăх йĕркелес тĕллевпе хуçалăх, партипе профсоюз тата комсомол организацийĕсен ертỹçисем сахал мар тимленĕ. Сирĕн умăрта — Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи 13 ялта ĕçлесе пурăннăскерсем. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ професси çыннисем пур: механизаторсемпе ферма ĕçченĕсем, бригадирсемпе бухгалтерсем, ял хуçалăхĕн ытти специалисчĕсем, ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсакан çамрăксем... Сăн ỹкерчĕке вырнаçнă ушкăнри çынсен паян пурăнакансене шутласа тухма пĕр алăри пỹрнесем те çитеççĕ пулĕ. Çур ĕмĕрхи фото мăншетмĕсем ун чухне ăçта пулнине яр уççăн кăтартаççĕ: вĕсем Ленин çуралса ỹснĕ, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн кун-çулне халалланă, кунта шкул уçнă И.Я. Яковлев пурăннă Чĕмпĕре экскурсие çитнĕ. 1970 çулта ку хуçалăхра ятарлă автобус пулман-ха. Ун чухнехи колхоз ертỹçи В.И. Иванов кирлĕ техникăна шыраса малта пыракансене экскурсие илсе кайса килес енĕпе хăй пуçарулăх кăтартнă. Сăмах май каласан çак ушкăнри мухтавлă чылай çын çинчен хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче тĕрлĕ материал-хыпара пичетлесе кăларма тỹр килнĕччĕ манăн. Асăнса хăварар: малашнехи çулсенче те "Мичуринец" колхозра районти ытти хуçалăхсенче ĕçре палăрнисене чысласси, вĕсен канăвне лайăх йĕркелесси çỹллĕ шайра пулнă. Ку тĕлĕшре эпĕ пĕр путишле пулăм пирки каласа хăварасшăн. Манăн аппана, Анаткас ферминчи Евдокия Афанасьева дояркăна 70-мĕш çулсен вĕçĕнче Балтика тăрăхĕнчи Ригăна экскурсие янăччĕ. Вăл вăхăтра Чăваш тăрăхĕнче чăлха-нуски тупса илме кансĕр пулнă. Чăваш турисчĕсене магазинсенче вырăсла мар, чăвашла "ют чĕлхепе" калаçма сĕнеççĕ. Кирлĕ япаласене хаваспах туянаççĕ пирĕн ентешсем. Киле çитсен пăхаççĕ те 39 пуспа туяннă чăлхана Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче туса кăларнă иккен. Чăвашра ăна 1 тенкĕ те 2 пуспа сутнă-мĕн. В. Константинов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика