17 июля 2020 г.
Район администрацийĕнче ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Яковлев райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн специалисчĕсемпе, Трак енри вĕренỹ организацийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Канашлура регионăн тата муниципалитетăн вĕренỹ тытăмĕн аталанăвĕн, "Вĕренỹ" наци проекчĕн программин задачисене тишкернĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес, ытти ыйтусене сỹтсе явнă. С. Яковлевпа райадминистраци пуçлăхĕ А. Кузнецов "Паянхи шкул" регион, "Вĕренỹ" наци проекчĕсемпе юсаса çĕнелекен Трак вăтам шкулне çитсе курнă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумаях мар. Кăçал Трак вăтам шкулне, "Колосок" ача садне, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн спорт залне юсама республика бюджетĕнчен 29,6 млн тенкĕ панă. Трак енри шкулсене çĕнĕ 2020-2021 вĕренỹ çулне хатĕрлеме район бюджетĕнчен 20,0 млн тенкĕ уйăрнă. Халĕ кунта пысăках мар юсав ĕçĕсем пыраççĕ, шкулсенчи урайсемпе стенасене сăрлаççĕ, вăйă тата спорт лапамĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Утă уйăхĕн вĕçĕнче ятарлă комисси районти вĕренỹ учрежденийĕсене яваплă тапхăра еплерех хатĕрленине тĕрĕслет.