АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăн спорт министрĕ — Трак енре

17 июля 2020 г.

Республикăн спорт министрĕ — Трак енре

 Трак енре ĕçлĕ çул çỹревпе ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В. Петров пулнă. Шупашкар хăнине райадминистраци пуçлăхĕ А. Кузнецов йышăннă, пирĕн тăрăхра физкультурăпа спорт ĕçне еплерех йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Василий Владимирович район ертỹлĕхĕпе пĕрле РФ Президенчĕн В. Путинăн пуçарăвĕпе, федерацин тата регионăн "Спорт — пурнăç йĕрки" проекчĕсемпе, "Демографи" наци проекчĕпе çĕклесе лартнă ГТО лапамĕнче пулса курнă. Унтан вăл халĕ çĕнелекен тĕп стадионти (унта искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйĕ пулать), кĕçех яш-кĕрĕме йышăнма палăртакан районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă. В. Петров Трак ен, уйрăмах Красноармейски ялĕ хăвăрт тата пур енлĕн аталанса пынине палăртнă: кунти вун-вун объектра юсав ĕçĕсем пыраççĕ, çаксем вĕсем кунта пурăнакансен пурнăçпа йăла ыйтăвĕсене тỹрреммĕн лайăхлатнипе çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика