АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енре О. Николаевăн Халăх штабĕ уçăлчĕ

17 июля 2020 г.

Трак енре О. Николаевăн Халăх штабĕ уçăлчĕ

 Вăл çак адреспа вырнаçрĕ: Красноармейски ялĕ, Ленин урамĕ, 16 çурт, райпон административлă çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи хĕрлĕ кĕтес. Халĕ кунта кирек хăш суйлавçă та килсе Чăваш Ен Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатшăн О. Николаевшăн алă пусса пама пултарать. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: республика Пуçлăхĕн суйлавĕ авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртет. ЧР Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатшăн О. Николаевшăн Красноармейскинче уçăлнă Халăх штабĕнче алă пусассине йĕркелеççĕ, кунпа пĕрлех ку ĕçе волонтерсем те пурнăçлаççĕ. Регион ертуçи çитес суйлава хăйне хăй кандидата тăратса хутшăнать, çавăнпа унăн, тĕрлĕрен партисенчен хутшăнаканнисемпе танлаштарсан, муниципаллă депутатсем тата Чăваш Енре пурăнакансем алă пуснине пуçтармалла. Халăх штабне уçма районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ И. Козлов, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Трак вăтам шкул директорĕ И. Федорова, райпо канашĕн председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р. Николаева килнĕ. "Олег Алексеевич кризисран тухмалли тĕллевсемпе тата Чăваш Енĕн социаллă экономикăлла аталанăвĕн программипе паллаштарчĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырса вăл кĕске тапхăртах хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе çынсене пĕрлехи тĕллев патне пухма пултарнине кăтартрĕ, Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне регион бюджетĕнчен кашни яла100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç, — терĕ Иван Михайлович. — Вăл тата яллă вырăнсенче сăвакан ĕне тытакансене субсиди парса хавхалантарма пултарчĕ". ЧР Пуçлăхне суйланма О. Николаевсăр пуçне тата вун пĕрĕн заявкăсем панă. Кандидатсем хăйсен суйлав умĕнхи мероприятийĕсене пуçланă ĕнтĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче вĕсенчен 5-шĕпе пирĕн районăн тата Трак енри ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тĕл пулчĕç. Ю. Борисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика