14 июля 2020 г.
Ăшă кунсем пуçлансанах нумайăшĕ пĕвесемпе юхан шывсене шыва кайма пуçлаççĕ. Анчах та асăрхануллăх правилисене манса кайнă е пăхăнман пирки час-часах çынсем инкеке çакланаççĕ, хăш пĕрисен вара пурнăçĕ те татăлать. Мĕн тумалла çу кунĕсем инкек-синкексĕр, савăнăçлă кăна иртчĕр тесен, çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хурав пама Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр. — Елена Михайловна, çулсеренех пĕвесемпе юхан шывсенче çынсем путса вилеççĕ. Кăçал пирĕн республикăра мĕнле лару-тăру? Шел пулин те, пирĕн республикăра та пĕр çул та шыв çинче инкексĕр иртмест. Уйрăмах шăрăх кунсенче шывра путса вилекенсен шучĕ ỹсет. Хальхи вăхăт тĕлне пирĕн республикăра 11 çын ытла путса вилнĕ, вĕсем хушшинче 2 ача. Çулсеренех специалистсем хăрушсăрлăх правилисене асăрхаттарсах тăраççĕ. Анчах та çынсенчен нумайăшĕ вĕсем çинчен манса каяççĕ, вĕсене инкек пырса тивмессе шанаççĕ. — Елена Михайловна, ытларах мĕнле сăлтавсем инкек патне илсе çитереççĕ? Çынсем путса вилнĕ сăлтавсене тишкернĕ май, ытларах чухне нумайăшĕ ятарлă мар вырăнта шыва кĕни, шывра ишме пĕлменни, çын хăйĕн вăй-халне тĕрĕс хакламанни инкек патне илсе çитернине тупса палăртнă. Тата уйрăмах çакна палăртса хăвармалла, аслисем ытларах ỹсĕр пулнипе шывра путаççĕ. Путса вилекенсем хушшинче нумайăшĕ арçынсем. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăман пирки инкеке лекеççĕ. — Çынсем нумайăшĕ ишме пĕлетпĕр,тесе инçе çитиех çырантан ишсе каяççĕ. Путса вилекенсем хушшинче ишме пĕлекенсем пур-и? Шел пулин те, ишме пĕлекенсем хушшинче те инкеке çакланакансем чылайăн. Хăш-пĕрисем ыттисенчен хытăрах тата инçерех ишме пултарнине ĕнентерес тĕллевпе аякка çити ишсе каяççĕ, тарăнрах чăмаççĕ. Кун пек хăтланусемпе вĕсем хăйсен умĕнче те, юлташĕсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та пурин те шыв çинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатма юрамасть. — Елена Михайловна, шыва кĕмелли йĕркене тепĕр хутчен пăхса тухни те вырăнлă пулĕ, хăрушсăрлăх правилисене асăнса хăварăр-ха? Яланах асра тытмалла, пĕлнĕ çĕртре, ятарласа уйăрнă вырăнта çеç шыва кĕмелле. Лайăх пĕлмен тата шыва кĕме юраман вырăнсенче шыв айĕнче тункатасем, туратсем, шĕвĕр чулсем, çĕмрĕк кĕленчесем пулма пултараççĕ, вĕсем çине тăрăнни пурнăçшăн питĕ хăрушă. Пĕччен шыва кĕмелле мар тата инçете те ишсе каймалла мар. Инкек сиксе тухсан, юнашар пулăшу паракан никам та пулмĕ. Чикĕ палăртса карнă паллăсем урлă та ишсе каçма юрамасть. Ăшă та çилсĕр тỹлеклĕ çанталăкра ирхи 8 сехетпе 10 сехетчен, каçхине 5- пе 7 сехетчен кăна шыва кĕме тăрăшмалла. Салтăннă хыççăнах чупса пырса шыва чăммалла мар. Малтан шыва майĕпен кĕрсе тăрса, кĕлеткене шыва пĕчĕккĕн хăнăхтармалла. Çапла организм сивĕ шыва ерипен хăнăхса пырать, шăнăр туртас инкек те сахалланать. Шывра алхасмалла мар. Пĕрне-пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хул пуççирен шыва тĕртни час-часах инкек патне илсе пырать. Кун пек чухне ăнсăртран шыв çыннăн тип пырне кайма пултарать. Çын вара сывлайми пулса, тăн çухатса çыран хĕрĕнчех путса вилме пултарать. Шывра 20-25 минутран ытла пулмалла мар. Нумай хушши шывра пулсан, çын шăнса каять. Шăннине пула шăнăр туртса лартас, чирлес хăрушлăх тухса тăрать. Тата çакна та ас тумалла, ĕçлесе тарланă хыççăн та тỹрех шыва кĕме юрамасть. Малтан кăштах канмалла, тарланине ирттерсе ямалла. Ỹсĕрле вара, шыва пачах та кĕмелле мар. — Шăнăр туртса лартсан, мĕн тумалла? Ытларах чухне шăнăр çак сăлтавсене пула хутлатса лартать: хытă ывăнсан, тарласан, ỹсĕрле шыва кĕрсен тата шыв температури 18-20 градусран сивĕрех пулсан. Шăнăр туртнине ирттерсе ярас тесен, ятарлă майсем пĕлмелле. Алă пỹрнисем туртăннине туйсанах пỹрнесене хăвăрт тата пĕтĕм вăйпа чăмăра хуçлатмалла, хыççăнах алла аяккалла сулса янă пек хускану тумалла та чăмăра уçса ямалла. Ура хырăмĕн мышци туртса лартсан, хуçланса икĕ алăпа ура пысăк пỹрнисене ярса тытмалла, ăна вăйпа хăвăн паталла туртмалла. Шăнăр туртса лартнă мышцăна алпа чĕпĕтмелле, май пулсан çумра пулнă йĕппе е булавкăпа чикмелле. Енчен те шăнăр туртса лартни иртмест пулсан, çурăм çине çаврăнса çыран еннелле алпа ишме тăрăшмалла. Тата çакна каласа хăвармалла, час-часах шыв юхăмне лекни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Ку чухне çухалса кайманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нихăçан та шыв юхăмне хирĕç ишмелле мар. Шыв юхăмне майлă ишсе, çыран хĕрне тухма тăрăшмалла. — Елена Михайловна, енчен те çын путма пуçланине курсан, ăна мĕнле пулăшу памалла? Енчен те шыва путакан çынна асăрхасан е кăшкăрнине илтсен, пĕр тăхтамасăр ăна сас памалла, вăл пĕччен маррине, ăна пулăшакан пуррине туйтармалла. Çакă инкеке лекнĕ çынна вăй-хал хушма пулăшать. Май пур пулсан, путакана хăвăртах шăчă, кантра пăрахса памалла, пĕр-пĕр япала вĕçне тыттарма тăрăшмалла. Ишме лайăх пĕлсен, путакан çын патне хăвăртрах ишмелле. Инкеке лекнĕ çын хăйне ярса тытасран хыçалтан ишсе пымалла, хăраса ỹкнĕскерне сăмахпа лăплантарма тăрăшмалла. Енчен те инкеке лекнĕ çын шыва ансах кайнă пулсан, хăвăртах чăмса ăна шыраса тупма тăрăшмалла. Асăрхасан аллинчен е çỹçĕнчен тытса çыран хĕрнелле ишмелле. — Çынна туртса кăларнă хыççăн мĕнле пулăшу памалла? Хăвăртрах васкавлă пулăшу машинине чĕнмелле е ытти çынсене ăна чĕнме ыйтмалла. Туртса кăларнă хыççăнах путакан çынна пулăшу пама пуçламалла. Вăл хăсса яма пултарать. Хăсăкĕпе чыхăнса ан кайтăр тесен, унăн пуçне аяккăн тытмалла. Çăварне тĕрĕслемелле, хăйăртан е хăсăкран тасатмалла. Çăтса тултарнă шыва кăларас тесе, хăвăрăн пĕр чĕркуççи çине тăмалла, туртса кăларнă çынна тепĕр чĕркуççи çине хырăмпа хумалла, çурăмĕнчен темиçе хутчен пусмалла. Енчен те çын сывламасть, чĕри тапмасть пулсан, çурăм çине выртармалла. Хăвăртрах чĕрине тỹрĕ мар массаж тума, искусственнăй майпа сывлаттарма пуçламалла. Çак пулăшăва çын тăна кĕриччен е васкавлă пулăшу киличчен памалла. — Ачасемпе инкек сиксе ан тухтăр тесен, ашше-амăшне мĕнлерех сĕнỹсем паратăр? Вăрăм каникул кунĕсем пуçланчĕç. Радио-телевидени, хаçат-журнал урлă специалистсем ача инкеке лекнĕ тĕслĕхсем пирки час-часах каласа асăрхаттараççĕ, аслисене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ пулин те, пĕр çул та инкексĕр иртмест. Çỹлерех асăнтăмар ĕнтĕ, кăçал та ачасем путса пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем пур. Яланах асра тытмалла, ачасен пурнăçĕшĕн аслисем яваплă. Чи малтанах вĕсене кỹлĕсемпе юхан шывсем çывăхĕнче хăйсене епле тытмаллине, пĕлмен вырăнта шыва кĕме юраманнине ăнлантармалла. Ачасене вăхăтра ишме вĕрентмелле. Пĕчĕккисене шыв хĕррине аслисемсĕр хăйсем тĕллĕн çỹреме ирĕк памалла мар. Пĕве, юхан шыв патне ачасемпе пĕрле кайсан та, шыв тарăн мар пулсассăн та вĕсем хыççăн сăнасах тăмалла. — Елена Михайловна, калаçăва вĕçленĕ май, хаçат вулакансене мĕн сĕнетĕр? Çуллахи кунсем йĕркеллĕ иртчĕр, савăнăçлă аса-илỹсем кăна хăварччăр тесен, яланах хăрушсăрлăх правилисене асра тытмалла, вĕсене пăхăнмалла!