АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нушапа тата тертпе иртнĕ çамрăклăх

14 июля 2020 г.

Нушапа тата тертпе иртнĕ çамрăклăх

Пысăк ялах мар Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Хусакасси. Темиçе урам кунта. Шăпах яла асфальтлă çул çинчен ансан сылтăмри пĕрремĕш çуртра пурăнать те кăçалхи çĕртме уйăхĕнче 90 çул тултарнă Тамара Осиповна Рябинина. Янкас хĕрĕ пулнăскер 66 çул каялла пурнăçне Мăн Çавал хĕрринче ларакан Хусакассипе çыхăнтарнă. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртнĕ пулин те, Хусакассине "тăван ялăм", — тет ватă. Çапла пулмасăр, кунта унăн çамрăклăхĕ, мăшăрлă пурнăçĕ, ачисене анлă çул çине кăларнă тапхăр иртнĕ-çке. Халĕ ватлăх кунĕсене кунтах ирттерет. Çĕртмен пĕр кунĕнче ятарласа пултăм эпĕ ватă патĕнче. Янкас ялĕнче çуралнă Тамара. Рябининсен йăх-несĕлĕ пирки кунта халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Ашшĕ, Осип Гордеевич, хуçалăх бригадирĕнче, колхоз председателĕнче тăрăшнă. Амăшĕ, Елена Михайловна, Тусай хĕрĕ пулнă, ĕмĕрне ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Анчах... Вăрçă! Пилĕк саспаллирен тăракан кĕске сăмах... Çав вăхăтрах мĕн чухлĕ нуша-терт илсе килчĕ Тăван çĕршывăн 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă вăр-çи, инкек кỹчĕ çынсене. Пĕчĕкки-пысăккине пăхмарĕ, ватти-вĕттине шеллемерĕ. Вăл вăхăтри ачасем питех те ир çитĕнчĕç. Аслисемпе пĕрле йывăр ĕçе кỹлĕнчĕç. Кил хуçи арçынне, çулĕсемпе аслă тесе, броня параççĕ. О. Рябинин çар заводĕнче тăрăшать, 1943 çулхи раштавра снаряд çурăлса кайнипе йывăр аманать. Ăна киле яраççĕ, вăл çулталăкран çĕре кĕрет. Çак çемьере тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Ывăлĕсем пурте иртнĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартнă. Асли — Афанасий. Канашри педучилище вĕренсе пĕтернĕ. Вăрçă хирĕнче виçĕ хут аманнă, госпитальсенче сипленнĕ. Вăрçа Берлинта вĕçленĕ. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан вăл шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Мăшăрĕ, Лиза, паян кун та хăйне аван туять-ха. Рязаньте хĕрĕ патĕнче ватлăх кунĕсене ирттерет. Рябинисен Александрпа Геннадий ывăлĕсем фронтра хыпарсăр çухалнă. Аполон та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тепĕр виçĕ кунтан вун пĕр çул тултартăм эпĕ, — тет Тамара. — Янкас шкулĕнче вĕренеттĕм. Анчах пĕлỹ керменĕн 4 класне çеç пĕтерме тиврĕ. Вăл тапхăрта шкулта тăрăшнă Анисим Ивановичăн, Яков Абрамовичăн, Василий Захаровичăн, Иван Терентьевичăн сăнарĕ паян та асрах. Кĕçех шкулăн класĕсене çар çыннисем йышăнчĕç. Фронта кайма вĕренỹ полкĕн салтакĕсене çар ĕçне вĕрентме тытăнчĕç, — аса илет ватă. — Тĕрекленсе çитичченех 1944 çулта анне вырăнне Куславкка районĕнчи Энтри Пасар патне окоп чавма кайма тиврĕ. Хамăр тăрăхри ялсенчен çынсем чылайччĕ. Çимеллине хамăрпа пĕрле илнĕ. — Эсĕ, çамрăк çыннăм, миçе çулта? — ыйтать манран пуçлăх. — Вун тăваттă тултарман пулсан кунта ĕçлеме юрамасть. Виçĕ кунтан мана киле ячĕç. Кĕлетки пулнă та вун тăваттăрах суха тунă, сỹреленĕ, тырă акнă, ăна вырса кĕртнĕ, авăн çапнă. Тырăпа Вăрнара, çĕр улмипе Ункăçумне кайнă. Вăл вăхăтра кашкăрсем йышлăччĕ. Пĕррехинче Вăрнартан Элмен улăхне антăмăр, 16 лав. Унччен те пулмарĕ, 16 кашкăр икĕ енчен тапăнчĕç. Юрать-ха пирĕн ушкăнти асли Максим Ефремович çула пăшалпа тухатчĕ. Ун сасси кĕрслетсенех хайхи тискер чĕр чунсем куç умĕнчен çухалчĕç, — сăмахне малалла тăсать кинеми. — Тата ултă çул хушши Буинск вăрманĕнче йывăç касма тиврĕ мана. Хĕлле пĕç кăкĕ таран юр ашнă, çулла шăна-пăван çыртнине пăхмасăр йывăç хатĕрленĕ. Вăрмантан тухма та пĕлмен тейĕн. Вăл çулсенче вăрçа апат-çимĕçпе те (40 кг аш-какай, 20 кг çу), заем çырăнса та пулăшнă. Тата налукĕсем мăйран пăватчĕç тесен те йăнăш мар пулĕ. Унтан Т. Рябинина вербовка мелĕпе Мускава ĕçлеме тухса каять. Кунта кирпĕч хураканăн специальноçне алла илет, маляра, штукатура, плиточнике вĕренет. Каçпа ĕç хыççăн пĕлĕвне ỹстерет. Çĕршывăн тĕп хулинче 5 çул асăннă профессипе тăрăшать. Янкасри Михаил Григорьевпа, Юлия Ильинапа (Чаканар), Таньăпа, Юльăпа (Вăрмар) пĕрле вăй хунă, общежитире пурăннă. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртнĕ пулин те, Тамара Осиповна "Правда" хаçат редакцийĕн сакăр хутлă çĕнĕ çуртне, М. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн объекчĕсене, ытти çуртсене хăпартнине сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. 1954 çулта Янкаса таврăнать Тамара. Пĕвĕпе çỹллĕ, сăнĕпе хитре хĕр кам каччин чĕрине çунтарман пулĕ? "Украинăпа белорус каччисем çемье çавăрса хăйсем патне илсе каясшăнччĕ. Килĕшмерĕм. Хамăн чун варли пур, терĕм. Яла таврăнсан та хăтана килекенсем пулнă. Пĕри Илья ятлăччĕ. "Сăнĕпе ытарма çук хитре, вĕçкĕн пулас, ан кай ăна, сана ыттисемпе улăштарма пултарать", — терĕ апай, — сăмахлать кинеми. — Икĕ çул кĕтнĕ мана Хусакассинчи Леонид Федоров. Трак пуххинче курчĕ те ăшшăн сăмахларăмăр. Çав каçхинех мана çураçса кайрĕç. Шавлă туй туса ирттертĕмĕр. Çапла эпĕ Хусакасси кинĕ пулса тăтăм". Ялти сысна фермине ĕçе вырнаçать Т. Рябинина. Икĕ çул хушши выльăхсем валли пичкепе шыв турттарать. Каярах 90 сысна вырнаçмалăх вите тума тытăнсан кирпĕч хуракан пулса ĕçе вырнаçать вăл. "Стенасене пĕр пĕчченех купалама тиврĕ, — тет паян иртнине аса илсе ватă. — Кунсăр пуçне выльăхсем валли тата икĕ вите хута ятăмăр. Ялти 7 çурта кирпĕчрен купаласа ĕçе кĕртме пулăшрăм. Стройкăра пĕрле тăрăшнă Раиса Алексеевăна, Трофим Терентьева, Мария Чеботаревăна, Александр Федорова, Андрей Матвееевича, Лукарие паян кун та ăшшăн аса илетĕп". — Çав тапхăра паянхи евĕр астăватăп, — тет Тамара Осиповна. — 1959 çулта тĕп килтен уйрăлса тухрăмăр. Ял хĕрринчи пушă вырăна. Тỹрех хуралтăсем çĕклеме пуçларăмăр. Çав çулхи çулла кỹршĕпе чикĕленекен йывăç çине вĕлле хурчĕн ройĕ килсе сырăнчĕ. Аттепе анне: "вĕллепе пĕрле телей килет", — тетчĕç. Ватăсен сăмахĕ тỹрре килчĕ пулас. Пушă вĕлле тупса çав роя унта ятăм. Ялти пĕр утарçăран тулли сĕнỹ-канаш ыйтрăм. Çавăнтанпа — çур ĕмĕре яхăн — килте вĕлле тытатăп та. Пирĕн сĕтел çинчен нихăçан та сим пыл татăлман. Мăшăрĕн, Леонидăн, чăн-чăн пулăшуçи пулнă Тамара. Кил хуçи ар-çынĕ 1929 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче — Совет çарĕпе Тинĕс çар флочĕн кунĕнче çĕр çине килнĕ. — "Мир" хуçалăха "СК-3" комбайн килчĕ. Пуçлăхсем ĕç опытне кура "уй-хир карапне" Л. Федорова шанса пачĕç. Пилĕк çул хушши комбайнера пулăшаканĕ пулса тăрăшрăм", — тет Тамара Осиповна. — Автомашина рулĕ умне ларса комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă та турттарнă эпĕ. Хам ĕçлесе хам савăннă. Ахальтен мар пулĕ мана Октябрьти революци, "Хисеп палли" орденсемпе, "Ĕçри хастарлăхшăн. В. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май", тухăçлă çĕр улми туса илнĕшĕн ВДНХн ылтăн медальĕсемпе наградăларĕç. — Чăн-чăн арçын пулчĕ манăн мăшăр. Эпир нихăçан та вăрçман, ятлаçман. Çỹпçипе хупăлчи, тенĕ пире. Анчах кун-çулĕ кĕскерех килчĕ Леонидăн. Хĕрĕх çул ытла "хурçă ут" çỹретрĕ, шел, сывлăхне шеллемерĕ пулас, 66 çула çитсе пĕвер чирĕпе чирлесе вилчĕ. Техникăна аван пĕлнĕ вăл. "Мир", каярах "Красноармейский" хуçалăхсен ертỹçисем яваплă ĕçсене пурнăçлама яланах ăна хушнă, шаннă. Вăл вара вĕсен шанăçне тỹрре кăларнă. Ахальтен мар ăна юлашки çула ăсатма районăн ун чухнехи ертỹлĕхĕ те килнĕччĕ. Мăшăрăм, йышлă çемьере çитĕннĕ манăн. 14 ача çуратнă унăн ашшĕпе амăшĕ. Шел, 8-шĕ кăна ыррăн-сыввăн çитĕннĕ. Асли Николай иртнĕ вăрçăра пуçне хунă. Константин та фронтран аманса таврăннă. Афанасий те вăрçă нушине туйса курнă. Мария, Михаил, Калистрат тата Александр тăван тăрăхра ырă ятпа палăрнă. Чыслă ĕçшĕн Л. Федорова "Хисеп палли" (1966), Октябрьти революци (1973) орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Унăн хушаматне районăн çĕнĕ энциклопедине кĕртнĕ. Виçĕ ача çитĕнтернĕ Тамарăпа Леонид. Асли — Валя. Агроном профессине алла илнĕ. "Красноармейское" СМУра, сыснасем çитĕнтерекен "Шанс" предприятире тăрăшнă. Упи ялне качча тухнă, паян унтах пурăнать. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачисем хăйсен кăмăлне каякан ĕç тупнă, Рена — бухгалтер, Алеша — строитель. Коля И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухнă. Строительство объекчĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕ, Таня, пенсие тухичченех шут тытăмĕнче вăй хунă. Ачисем, Сергейпа Саша, тивĕçлĕ професси туяннă. Рябининсен кĕçĕнни — Фаина. Хусанти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай хушă Шупашкарти 17-мĕш №-лĕ почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçинче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн мăшăрĕн ялĕнче — Элĕк районĕнчи Çулавăç ялĕнче тымар янă. Пилĕк мăнук кинемин. Ватăпа пахчана тухатпăр. Вĕллесем вăшт та вăшт! летокран тухса нектар пухма васкаççĕ. Пире асăрхамаççĕ те тейĕн. Пĕтĕмпе пилĕк вĕлле. — Ватăлтăм. Нăр-нăрсене пĕччен пăхма çăмăлах мар. Уйрăмах çу кунĕсенче вĕсем патĕнчен уйрăлаймастăн. Çулла вĕсем патне пĕр кун пымастăн — вуншар килограмм пыл çухататăн. Вĕллесен йышне çак хисепрен пысăклатма тăрăшмастăп. Лайăх ĕçлекен çемьесем манăн. Пыл пулнă çул вăл тăвансене хăналама та, хамăра хĕл каçма та çитет, — тăсать сăмахне ватă. Т. Рябинина — çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ. Çулленех пахчинче тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем çитĕнтерет. Кинеми çуркунне çитнĕ май çулленех канăçне çухатать, вăл пахча çимĕç калчисене çитĕнтерсе чылай сутать. "Мана райцентрти пасарта палламан çын юлман та тейĕн. Пĕлтĕр, авă, унта 30 пин тенкĕлĕх калча сутрăм. Маларахри çулсенче çак хисеп 80-90 пине те çитнĕ", — тет вăл. — Кăçалхи тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕмпех коронавирус инфекцийĕ сарăлни пĕтерчĕ, — палăртать кинеми. — Çак тапхăрта тухса çỹреме ачасем те чарчĕç. Çи-тĕнтернĕ калчасене тăвансене, тус-юлташсене, пĕлĕшсене пама тиврĕ. ...Çак материала пичете пама хатĕрленнĕ май Тамара Осиповна мăшăрĕн шăллĕн, Александрăн ывăлĕпе, Красноармейскинчи К. Маркс урамĕнче пурăнакан А. Федоровпа курнăçма лекрĕ. — Чăн-чăн тăванăм вăл пирĕн. Эпир унпа мăнаçланатпăр, вăл пурришĕн савăнатпăр, тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, тулли ăраскалпа ăш пиллĕх сунатпăр, — терĕ вăл. Т, Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика