14 июля 2020 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хамăр тăрăхри юсав ĕçĕ-семпе малалла паллашнă. Александр Николаевич чи малтанах Упи ял тăрăхĕн тĕп усадьбине çитнĕ. Кунта тĕп кану центрне юсас ĕçсем малалла пыраççĕ. Паянхи куна строительсем çуртăн тул ен стенисене юсаса çирĕплетес, ăна илемлĕх кĕртес енĕпе тăрăшаççĕ. Район ертỹлĕхĕ "Таябинка" Агрофирма" ОООри уй-хир ĕçĕсемпе интересленнĕ. Обществăн тĕп агрономĕ Е. Николаева палăртнă тăрăх, пĕрчĕллĕ культурăсем кунта 5216 гектар йышăнаççĕ. Паянхи кун Ю. Васильев, О. Чернов механизаторсем тĕш тырă культурисен уйĕсенче вăй хураççĕ, тĕрлĕ чир-чĕрпе, хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешсе им-çам сапаççĕ. Сменăра "Туман-3"-пе 500 гектар таран ĕç пурнăçлаççĕ. А. Кузнецов Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Дворик ялĕнче пулса кунта пурăнакансемпе сăмахланă. Ял çыннисем хăйсен вăйĕпе хăрушлăх кăларса тăратакан, тĕлли-паллисĕр ỹсекен йывăçсене касса тирпейлеме пултарнă. Юлашкинчен вăл райцентрти Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 38-мĕш çуртра пурăнакансемпе курнăçнă. Хваттер хуçисем пуçлăх умĕнче хăйсене канăç паман, çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусене çĕкленĕ. Çав кунах Александр Николаевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, "Специализированный застройщик "ТУС" АОн генеральнăй директорĕпе Н. Угасловпа тĕл пулнă. Николай Федорович Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, волонтер юхăмне активлă хутшăннă Екатерина Михайловăна ноутбук парнеленĕ. Александр Николаевичпа Николай Федорович райцентрти Васильевпа Механизаторсен урамĕсене пĕрлештерекен хушша çитсе курнă. Шупашкар хăни кунта тротуар сарма вак чулпа тивĕçтерме пулнă.