АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккук

10 июля 2020 г.

 Çак вĕçен кайăк тĕнчере пур çĕрте те тĕл пулать. Пирĕн тăрăхсенче вăл шăнкăрчран пысăкрах, хăмăртарах е хурарах тĕслĕ. Хĕллене куккук ăшă енне вĕçсе каять. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн тăрăхри вăрмансенче юрлама пуçлаççĕ вĕсем. Хăйсем кăнтăртан вĕçсе килнине пĕлтереççĕ. Кăçал куккук юррине пĕрремĕш хут майăн 7-мĕшĕнче илтрĕм. Хĕл каçнă вырăнсенчен, Африка тăрăхĕнчен, çак вĕçен кайăксем март уйăхĕнчех çула пуçтарăнаççĕ иккен. Малтанхи кунсенче вĕсем талăкра 80-90 километр вĕçеççĕ. аçисем 2-3 кун маларах килеççĕ, хăйсене килĕшекен вырăн суйлаççĕ. Амисем çитсен вара вĕсем хăйсем кăмăлланă вырăна ытти аçаран тата та тăрăшарах сыхлама тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр куккук аçи патне темиçе ама та чарăнма пултарать. Ами: “Кли-кли-кли”, — илĕртсе сасă парать. Çак вĕçен кайăксен “çемйи” çирĕп мар, мĕншĕн тесен аçи тĕрлĕ амапа тĕл пулма кăмăллать. Лешсем те пĕр çĕрте кăна лăпланса пурăнмаççĕ. Çуркунне вĕçсе килсенех ытти вĕçен кайăк йăва çавăрма тытăнать. Вĕсем хăçан çăмарта тума пуçлассине куккук кĕтсе çеç тăрать. Хăйĕн çăмарти аталанса çитиччен ют йăвасем шырать вăл. Вăхăт çитсен çăмартине унта хурса хăварать. Йăвисенче çăмарта пулсан куккук ами ăна çисе ярать, унтан хăйăнне пăрахса хăварать. Вĕçен кайăксем вара унăн çăмартине ăшăтса ларса чĕпĕ кăлараççĕ. Чи малтан кун çути курни ыттисене йăваран тĕртсе кăларать: çăмартана та, тин çеç тухнă чĕппе те. Çапла майпа вăл йăвара пĕччен юлать. Вара çимелли ыйтма тытăнать. Пилĕк чĕпĕшĕн харăс çиме пуçлать. Усрава илнĕскер кайăка пĕр самантлăха та канăç памасть: ир пуçласа каçчен апат ыйтать. Кайăк вара йăтать те йăтать, кунне 250-300 хут апат шырама вĕçет. Чĕппи татах ыйтать. Часах хăйне тăрантаракансенчен те пысăкрах ỹссе каять. Эпĕ пĕлекен вăрманçă Виталий Филиппов каланă тăрăх, куккук ами вăрманта ватă хурăн çинчи йăвана çăмартине хурса хăварнă, чĕппи тухнă. Ỹстернĕ мăшăрăн ăна уйăх ытла апат çитерсе тăма тивнĕ. Виталий Васильевич, çакна сăнаса тăнăскер, куккук чĕппине хăтарма шутланă. Хурăн çине улăхнă та шăтăка касса пысăклатнă. Вăл çĕр çине ансанах куккук чĕппине ỹстернĕ мăшăр вĕçсе тухнă унтан, ун хыççăн — усрава илнĕ чĕпĕ. Куккуксем пĕр-пĕрне килĕштерсе вăрах пурăнмаççĕ. Аçи вара амипе çăмарта тунă вăхăтсенче тĕл пулнисĕр пуçне йăва шырас тата ытти ĕçе пĕрре те хутшăнмасть. Хытă вĕçнине кура çак вĕçен кайăка тăшман питех тапăнмасть. Апла пулин те ами çăмарта тума ларсан тилĕшĕн, кушакшăн, ула куракшăн, кĕпшĕлшĕн вăл тутлă апат шутланать. Альберт КОЛЬЦОВ, “Хресчен сасси” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика