АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ урапаллă тус

10 июля 2020 г.

Икĕ урапаллă тус

 Велосипед — çул çỹремелли лайăх япала. Тĕнчери мĕльюн çын кашни кун тĕрлĕ велосипедпа усă курса инçе е кĕске çула çĕнтерет. Анчах та нумайăшĕ çак транспорт хăш вăхăтра, мĕнле пулса кайнине шухăшламан-тĕр. Икĕ урапаллă тус 9-мĕш ĕмĕрте аталанма тытăннă. 1817 çулта нимĕç профессорĕ Карл фон Дрез велосипед шухăшласа кăларнă. Ăна "чупу машини" тесе ят панă. Çиелтен пăхсан вăл хальхи велосипеда питĕ аса илтернĕ. Вăл вăхăтра унăн йывăç рама пулнă. 1862 çулта Парижра Пьер Лалман хальхи пек велосипед ăсталанă. Хăй çуралнăранпа велосипед нумай çĕнелнĕ, улшăннă. Малтанхи велосипедсен шатунлă привод (машинăн çавăрттаракан вăйне тепĕр машина çине куçаракан пайĕ) пулман, вĕсене çĕр çинчен урапа тапса малалла тĕкнĕ. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче велосипеда промышленноç анлăн туса кăларма тытăннă, ку тĕле велосипед конструкцийĕнче пневматикăлла шинăсемпе (велосипедăн е автомашинăн хĕснĕ сывлăшпа ĕçлекен шини), шариклă подшипниксемпе (машинăн çаврăнакан пайĕнчи пулăшу пайĕ, вăл час-часах шариклĕ пулать), хурçă тĕнĕлсемпе, кайри урапана сăнчăрпа çыхăнтарса çавăрттарассипе тата ытти механизмсемпе усă курнă ĕнтĕ. СССРта та велосипед промышленноçĕ анлă аталаннă. Патша Раççейĕнче велосипед туса кăларакан пысăк мар икĕ предприяти çеç пулнă. Тĕрĕссипе каласан, вĕсенче тĕрлĕ детальсене(пĕр-пĕр ĕçĕн е япалан вак пайĕ) кăна пухнă, пайĕсене вара йăлтах урăх çĕршывсенчен кỹрсе килнĕ. Пурте пĕлеççĕ: велосипед _ çул çỹремелли лайăх транспорт. Унпа çỹрени çынна ỹт-пу тĕлĕшĕнчен килĕшỹллĕн аталанма пулăшать. Акă мĕншĕн велосипедпа спорт ăмăртăвĕсем ирттерме тытăннă. Велосипедсен малтанхи ăмăртăвĕ Раççейре иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пулса иртнĕ. Халĕ велоспорт çĕршыври физкультура коллективĕсен мероприятийĕсен календарĕсене çирĕппĕн кĕрсе вырнаçнă. Кашни сезонтах велосипедистсен тĕнчери пысăк ăмăртăвĕсене ирттереççĕ. Кашни кун пин-пин çын велосипедпа уçăлса çỹреме кăна мар, ĕç тивĕçĕсене те пурнăçлама анлăн усă курать. Сăмахран, Раççейри тĕрлĕ хуласемпе ялсенче икĕ урапаллă туса почтальонсем кăмăллаççĕ. Мультипликаци тĕп геройĕ Печкин поч-тальонĕ те ĕмĕр тăршшĕпех велосипед çинчен ĕмĕтленнĕ. Электрон почти пулман чухне почтальонсем пысăк вырăн йышăннă. Нумайăшĕ хаçат-журнал,çырусем тата ыттисене вăхăтра кирлĕ çĕре çитерес тесе велосипед çине ларса инçе çула кĕскетнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче те çак транспортпа салтаксем разведкăна çỹренĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем сассăр, хăвăрттăн чупнă тата топливи те кирлĕ пулман. Хальхи вăхăтра хуласемпе ялсенче велосипедпа çỹресси тепĕр хут анлă сарăлма пуçларĕ. Район ертỹлĕхĕсем, калăпăр, чылай çĕрте çынсене валли икĕ урапаллă туса шанчăклă вырăна тăратма лапамсем ăсталаса пачĕç. Çакăншăн чун хĕпĕртет. М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика